20230610 121418Акатуй — чăваш халăхĕн наци уявĕсенчен чи пĕлтерĕшлисенчен пĕри. Ăна çурхи ака-суха ĕçĕсене вĕçленине халалласа паллă тăваççĕ. Çак уяв чăвашсен авалхи йăли-йĕркисене упрать, тĕрлĕ ÿсĕмри çынсене, тĕрлĕ профессисенче вăй хуракансене пĕрлештерет, вĕсене творчествăлла ĕç-хĕле, пултарулăха, спорта явăçтарать.

IMG 7007Вăрмар муниципаллă округĕнче пурăнакансем те Акатуй уявне яланхилле анлăн паллă турĕç. Раççейри Педагогпа наставник çулталăкне тата Чăваш Енри Телейлĕ ачалăх çулталăкне халалланă мероприятин тĕп пайĕ кăçал çĕнĕ çĕрте — Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркĕнче иртрĕ.

Çак кун ирхине хăшĕсен кăмăл-туйăмĕ пусăрăнса та илчĕ пулĕ — çумăрĕ те пĕрĕхтерчĕ, сивĕ çилĕ те ăшă тумтир уртса яма хистерĕ. Çапах та, сулхăнрах тăчĕ пулин те, кăштахран çанталăк уявра канакансен майлă çаврăнса кайрĕ.

20230610 124021Праçник праçникех ĕнтĕ, паркра кунĕпех хаваслă юрă-кĕвĕ шăранчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Вăрмар райповĕн предприятийĕсем тата уйрăм çын предпринимательсем палаткăсем лартса пĕчĕк çемçе кукăльсемпе, тутлă шашлăкпа, пылак мамăкпа, теттесемпе, ытти япаласемпе суту-илÿ турĕç. Ача-пăча валли савăнма батутсем лартнă.

Паркпа хирĕç — Ленин урамĕнче — хальхи йышши мăнаçлă ял хуçалăх техникин куравне йĕркеленĕ. Вăрмарти ачасен искусство шкулĕн ĕçченĕсем «РемеслоKreatiff» АРТ-мастерской» проект шайĕнче ачасем валли интереслĕ мастер-классем ирттерчĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕнчи территори пайĕсем кашниех хăйсен ал ĕç ăстисен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç. Уява килнисем пирĕн округ­ра чăннипех те питĕ талантлă çынсем пурăннине тепĕр хутчен курса ĕненме пултарчĕç. Энĕшпуçсен куравĕнче, сăмахран, гипсран тунă кĕлеткесем куçа илĕртрĕç. Шăхальсем ăсталанă чăваш тумĕллĕ пукане илемĕпе тĕлĕнтерчĕ. Кĕтеснерсем йывăçран тунă тĕр­лĕ япаласем умĕнчен те мĕнле ахаль иртсе кайăн? Ыттисем те пурте питĕ маттур: картинăсем, карçынккасем, çыхнă теттесем, вĕтĕ шăрçаран ăсталанă чечексем, тĕрленĕ пит шăллисем… Мĕн кăна çук кунта!

Мероприяти Вăрмар муниципаллă округĕн Хисеплĕ гражданинĕсем, Раççей Федерацийĕн тата Чăваш Респуб­ликин тава тивĕçлĕ ĕçченĕсем, паллă ентешĕмĕрсем, территори пайĕсенче вăй хуракансем утнинчен пуçланчĕ. Унтан хореографи сюити пулчĕ. «Вăйă карти» сюи­та чăвашсен авалхи йăлисене сăнларĕ, ачасен флешмобĕ хаваслă ирт­рĕ, культура ĕçченĕсен пĕрлештернĕ хорĕ юрлани чунри пат­риотла туйăмсене хускатрĕ.

Акатуй уявĕн торжествăлла пайне Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев уçрĕ. Вăл округра пурăнакансене та­та уяв хăнисене çурхи ака-суха ĕçĕсене ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕ. Акатуй çĕре юратакан тата çĕр çинче ĕçлеме пĕлекен çынсене пĕрлештернине, вăрмарсем шăпах та çавăн пек ĕçчен çынсем пулнине палăртрĕ.

20230610 164106ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕр­пе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ Владимир Максимов та уяв ячĕпе ăшă сăмахсем каларĕ, Чă­ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев вăрмарсен ячĕпе янă çырăва вуласа пачĕ.

Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов хăйĕн саламлă сăмахĕнче округри çĕр ĕçченĕсем ырми-канми пархатарлă ĕçĕпе тăван тăрăхăн аталанăвне пысăк тÿпе хывнине палăртрĕ.

Çавăн пекех вăрмарсене ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Юрий Зорин, Вăрмарсен Шупашкар хулинчи ентеш­лĕхĕн президенчĕ Иван Аверьянов, республикăри вăрçă, ĕç, хĕç-пăшаллă вăйсен тата право хуралĕн органĕсен ветеранĕсен Канашĕн председателĕ Генрих Васильев, Чă­вашпотребсоюз правленийĕн членĕ, Чăваш Республикинчи потребкоопераци тата предпринимательлĕх ĕçченĕсен профсоюзĕн председателĕ Юлия Иванова, «Ингосстрах» страховани компанийĕн Чă­ваш Республикинчи филиалĕн директорĕ Наталия Сергеева та Акатуй уявĕпе саламларĕç. Унсăр пуçне ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕн Леонид Черкесовăн ячĕпе те саламлă сăмахсем пулчĕç.

Çулсеренхи пекех ял хуçалăх ĕçĕнче, ытти сферăсенче палăрнă чи пултаруллă, чи ĕçчен, чи хастар çынсене сцена çине йыхравласа тĕрлĕ наградăсемпе чысларĕç.

Агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа вăй хунăшăн «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи ферма заведующийĕ Алексей Чернов РФ Ял хуçалăх министерствин Тав çырăвне тивĕçрĕ. Аслă Чакри ветеринари участокĕн заведующине Любовь Тимофеевăна нумай çул тăрăшуллăн ĕçленĕшĕн тата обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн РФ Агропромышленность комплексĕн ĕçченĕсен республикăри профсоюзĕн Хисеп грамотипе наградăларĕç. «Водоканал» тулли мар яваплă обществăн юристне Ирина Молостовкинăна нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министерствин Хисеп грамотине пачĕç.

«Ака чемпионĕ» ята «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторĕ Василий Петров, «Çĕр хатĕрлессипе чемпион» ята çак хуçалăхри Николай Васильев, «Чи лайăх доярка» ята та «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнчи Венера Максимова, «Чи лайăх хăмлаçă» ята «АгроРесурсы» тулли мар яваплă обществăри Юлия Моисе­ева тивĕçрĕç.

Раççейĕн çамрăк гражданинĕсене савăнăçлă лару-тăрура паспортсем пачĕç. Тикашри территори пайĕнчи Кабаковсен çемйи ултă е ытларах ачаллă çемьесене пурăнмалли çурт-йĕр туянма е пÿрт тума паракан укçа-тенкĕне илмелли сертификата тивĕçрĕ. Округри активистсене ятарлă çар операцине хутшăнакансене пулăшу кÿнĕшĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕç. Ытти наградăсем те чылай пулчĕç. Ун хыççăн сцена çине Вăрмар округĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕсем тухса пысăк уяв концерчĕпе савăнтарчĕç.

Массăллă спорт мероприятийĕсем те интереслĕ иртрĕç. Самбо енĕпе республика ша­йĕнчи турнир пулчĕ, тĕп стадионта вăрмарсем канашсемпе футболла выляса тупăшрĕç, пляж волейболĕ куракансене илĕртрĕ. Кăмăл тăвакансем алă вăйĕ виçсе, кире пуканĕ çĕклесе, вăрăмăшне сиксе хăйсен пултарулăхне тĕрĕс­лерĕç. Ытти тĕрлĕ спорт вăййисем те йĕркелесе ирттерчĕç çак кун.

Чи кăсăкли вара наци кĕрешĕвĕ пулчĕ, вăл хоккей коробкинче иртрĕ. Чи малтанах ачасем кĕрешрĕç, унтан аслисем паттăр ятне илессишĕн тупăшрĕç. 70 килог­рамран сахалтарах таякансем хушшинче Чулкас ялĕнчи Радий Туймукова çитекенни пулмарĕ. 70 килограмран йывăртараххисем хушшинче Тикаш ялĕнчи Алексей Прохоров çĕнтерсе «Акатуй паттăрĕ – 2023» ята тата тĕп парнене — такана тивĕçрĕ.

Каçхине вара паркра эстрада концерчĕ иртрĕ. Паллă артистсен илемлĕ юррисем вăрмарсене савăнтарчĕç.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика