CQZRQhNZhbkЯл хуçалăхĕнче кашни ĕçĕн хăйĕн вăхăчĕ. Вăрмар муниципаллă округĕнчи аграрисем хальхи вăхăтра выльăх апачĕ хатĕрлессипе ĕçлеççĕ. ЧР Ял хуçалăх министерствин даннăйĕсем тăрăх, июнĕн 13-мĕшĕ тĕлне пирĕн округри хуçалăхсем нумай çул ÿсекен курăксене 503,5 гектар çинчен çулса илнĕ. Выльăх апачĕ хатĕр­лессипе «Иванов В.А.» хресчен-фермер ху­çа­лăхĕ яланхилле активлă ĕçлет. Асăннă хуçалăхра пурĕ 3201 гектар çĕр çинче акса-туса илеççĕ, çав шутра 273 гектар çинче — нумай çул ÿсекен курăксем.

JBoD7euGRTUХуçалăхри механизаторсем çак кунсенче курăк çулас, сенаж хывас ĕçе пĕтĕм вăйне парса вăй хунă. Кунта 6-мĕш çул ĕçлекен Валерий Теплов эпир пынă кун «Челленджер» косилкăпа козлятник, люцернăпа клевер уйĕсене пушатса пыратчĕ. Çулса пăрахнă курăка пысăк опытлă механизатор Александр Васильев çĕнĕ FS-80 комбайнпа пуçтарать, тураса вĕтетет, тÿрех КамАЗ автомашинăсем çине тултарса пырать. Асăннă комбайна 20 миллион тенкĕ парса кăçал кăна туяннă иккен. Александр Валентинович палăртнă тăрăх, çак техникăпа ĕçлеме питĕ аван, кабининче хăтлă, хăйĕн ĕçĕнче те вăл шанчăклă. Вĕтетнĕ курăка сенаж хумалли управа виçĕ КамАЗ турттарать. Ун пек управсем хуçалăхра — 5, пĕр управне 1 пин тонна вырнаçать. Хальлĕхе 2 управне тултарнă та ĕнтĕ. Сенажа пусарнă çĕрте «Кировец» тракторпа Василий Петров механизатор ĕçлет. Ку тракторĕ те çĕнĕ, ăна ĕçлеттерме пуçлани 2-мĕш сезон кăна-ха. Хуçалăхри управляющи Валерий Петрович Андреев механизаторсен ĕçĕ тĕрĕс-тĕкел пулса пытăр, вĕсем вăхăтра апатланччăр, ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисене пăхăнса ĕçлеччĕр тесе тимлет, саппас пайсемпе тивĕçтерсе тăрать тата ытти ĕçсене те пурнăçлать.

seECyQf03uYХальхи вăхăтра хуçалăхра 9 миллион тенкĕлĕх тата тепĕр управ тума тытăннă. Çак ĕçе «Новые агротехнологии» тулли мар яваплă общество ĕçченĕсем пурнăçлаççĕ, 5 çын ĕçлет кунта. «Ĕне выльăх продуктивлăхне ÿстересси сенаж пахалăхĕн­чен нумай килет, çавăнпа сенаж пахалăхĕ ытти çулсенчи пекех лайăх пуласса шанатпăр, ĕç йĕркине пăхăнса вăй хуратпăр», — тет хуçалăх пуçлăхĕ Владимир Анатольевич Иванов. Выльăхне вара нумай тытаççĕ хуçалăхра, ун шутне çулран-çул ÿстерсе пыраççĕ. Паянхи кун тĕлне 600-е яхăн пуç мăйракаллă шултра выльăх кунта. Владимир Анатольевичăн шанчăклă пулăшуçи — ферма заведующийĕ Алексей Геннадиевич Чернов пĕлтернĕ тăрăх, çак кунсенче Киров облаçĕнчен 5 миллион тенкĕпе 25 пуç ăратлă пушмак пăру та илсе килнĕ. Алексей Геннадиевич хуçалăхри ĕç йĕркине пĕтĕмпех пĕлсе, тимлесе тăрать, 10-мĕш çул ĕçлет вăл кунта. Эпир пынă чухне вăл пĕчĕк пăрусене апатлантаратчĕ. Ятарлă уйрăм витере 70 пуç вĕсем. Пĕчĕкреххисене — сĕт, пысăкраххисене сĕт ылмашĕ /заменитель цельного молока — ЗЦМ\ параççĕ.

vFNF7h eLqcАпат температурине пĕр шайра тытса тăма «молочное такси» аппарат пулăшать. «Ял хуçалăхĕнче ăнăçу пултăр тесен пĕр вырăнта чарăнса тăмалла мар, пурнăçпа тан утмалла. Акă, ĕнесене сăвакан вырăнта та хальхи йышши технологисемпе усă курса ĕçлетпĕр. Суса илекен сĕт пăрăхсем тăрăх тÿрех сивĕтмĕше каять, çапла вара унăн пахалăхĕ те упранса юлать, — каласа парать Алексей Геннадиевич. — Экологи нормисене пăхăнасси те пирĕншĕн малти вырăнта. Нумай пулмасть каяшсем валли 5 миллион тенкĕлĕх лагуна турăмăр. Ĕнесем тăракан вырăнтан тислĕке илсе тухакан тытăма çĕнетрĕмĕр. Унсăр пуçне хуçалăхра тырă упрамалли склад тăвас ĕç те пырать».

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика