photo 2023 08 17 11 12 25

Августăн 16-мĕшĕнче республикăра, çав шутра Вăрмар округĕнче те, Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Правительство тытăмĕн ĕçченĕсем ялсенче тĕрлĕ тăрăхра пурăнакансемпе тĕл пулчĕç, çивĕч ыйтусене тишкерчĕç. Хальхинче респуб­ликăри пĕлÿ учрежденийĕсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленнине, «Пушкин картти» федераци проектне пурнăçланине, сывлăх сыхлавĕнчи тата халăха хумхантаракан ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç. Çавăн пекех граждансене харпăр хăй­сен ыйтăвĕсемпе те йышăнчĕç. Вăрмар округĕ шайĕнче иртнĕ информкунра яваплă çынсем Чупайĕнчи тата Арапуçĕнчи территори пайĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса калаçрĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ертсе пынă ушкăн Чупайĕнчи территори пайĕнче пурăнакансемпе тĕлпулу ирттерчĕ /ÿкерчĕк çинче\. Информаци шайĕнчи ыйтусене сÿтсе явнисĕр пуçне халăхпа социаллă контракт йĕр­келесси, шкул ачисене çуллахи вăхăтра ĕçпе тивĕçтересси, граждансен уйрăм категорийĕсене професси пĕлĕвĕ парасси çинчен калаçнă. Çавăн пекех ĕнесене искусствăлла майпа пĕтĕлентерме субсиди парасси, выльăх-чĕрлĕхе маркировкăласси, çутçанталăк газĕпе хăрушсăрлăхлă усă курасси, ялсене газификацилесе пĕтересси, çул-йĕре юсасси, пуçарулăх бюджечĕн прог­раммипе усă курасси тата ыттине те сÿтсе явнă. Чупайĕнчи территори пайĕнче пурăнакансене чи хумхантаракан ыйтусем — Патти ялĕнче Галкин урамĕнчи çул строительстви, çирĕп сотовăй çыхăну валли вышка вырнаçтарса лартасси.

Арапуç ялĕнче Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, РФ Социаллă фондăн Чăваш Енри уйрăмĕн клиент службин организаци ĕçĕн Управленийĕн Вăрмар муниципаллă округĕн клиент службин руководителĕ Татьяна Васильева, «Россельхозбанк» акционерлă общест­вăн Вăрмарти хушма офисĕн управляющийĕ Алевтина Максимова, Вăрмар муниципаллă округĕн администраци­йĕн вĕрентÿпе çамрăксен политикин пайĕн информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Елена Николаева, Выльăх-чĕр­лĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станцийĕн начальникĕн замес­тителĕ Татьяна Прокопьева пулчĕç.

Районти шкулсем çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленни пирки информаципе методика центрĕн аслă методисчĕ Елена Ильинична паллаштарчĕ. Паянхи куна Вăрмар округĕнче 21 вĕрентÿ организацийĕ, çак шутра 13 шкул, 5 ача сачĕ, хушма пĕлÿ паракан 3 вĕрентÿ организацийĕ. Пĕтĕмпе шкулсене çĕнĕ вĕренÿ çулне йышăнакан комисси 18 вĕрентÿ учрежденине тĕрĕсленĕ хальхи вăхăт тĕлне. Хальхи вăхăтра Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта пысăк мар ĕçсем туса пĕтермелли юлнă. Кăçал Чулкасри шкулта калăпăшлă ĕçсем пурнăçланă, çавăн пекех Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти спортзала юсанă. Кăçалхи сентябрьтен пуçласа районти пур шкулсенчи столовăйсем те Вăрмарти «Общепит» тулли мар яваплă общество çине куçаççĕ, тепĕр майлă каласан ачасен апатланă­вĕшĕн çак предприяти яваплă пулĕ. Шкул столовăйĕсен работникĕсем малашне Вăрмар райповĕн «Общепит» ĕçченĕсем шутланĕç.

Культурăпа çывăхланма пулăшакан «Пушкин картти» проект çинчен, вăл усăллă пулнине ашшĕ-амăшĕсем аван пĕлеççĕ. Пирĕн районта çак карттăпа 854 çын усă курать, планпа вара 14-22 çулти 1068 шкул ачипе çамрăкăн аллинче пулмалла вăл. Апла пулсан Вăрмар округĕнче ку енĕпе ĕçлемелĕх пур-ха.

Арапуçсен савăнмалăх сăлтавĕ пур. Кунта «Сыв­лăх сыхлавĕ» наци проекчĕн сыв­лăх сыхлавĕн пуçламăш сыпăкĕн модернизацийĕн программи шайĕн­че çĕнĕ врач амбулатори­йĕн строительстви пырать /ÿкерчĕк çинче/. Ку ыйтупа Арапуçĕнчи территори пайĕн начальникĕ Евгений Спиридонов паллаштарчĕ. Хальхи вăхăтра амбулаторин тăррине витеççĕ. Ку объект ФАП пек кăна мар, тата та пĕлтерĕшлĕрех, пысăкрах. Палăртнă тăрăх, çĕнĕ объекта сентябрь уйăхĕн варринче туса пĕтермелле. Проект хакĕ 40 миллиона яхăн тенкĕпе танлашнă. Амбулатори валли инвентарьсене тиесе килме пуçланă, вĕсене хальлĕхе ялти территори пайĕнче упраççĕ.

Анчах та савăнмаллипе пĕр­лех Арапуçсене темиçе çул ĕнтĕ пысăк чун ыратăвĕ канăç памасть: малтанхи шкула авариллĕ тесе хупса хунă, çĕннине тума васкамаççĕ. Пĕрлехи информаци кунне ялти культура çуртне пухăннă халăх хушшинче йăлтах хĕрарăмсем, вĕсем хушшинче шкул ÿсĕмĕн­чи ачасен амăшĕсем чылай. Ачисене тĕрлĕ çĕре шкула яма тивнипе çав тери кăмăлсăр вĕсем, хĕрÿ калаçрĕç. Сентябрь уйă­хĕнчен ял ачисен Вăрмарти, Кĕтеснерти, Чупайĕнчи, Чулкасри шкулсене çÿреме тивĕ. «Арапуçĕнче çĕнĕ шкул пулмасан çамрăксем хулана ытларах та ытларах тухса кайса пырĕç», - теççĕ вĕсем пăшăрханса. Сăмах май, Арапуçĕнчи кĕçĕн класс ачисене малтанхи ача садĕнче вĕрентеççĕ, çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче 31 ача партăсем хушшине ларĕ. Ача садне 39 ача çÿрет. Çĕнĕ шкул тумалли документсене РФ Ял хуçалăх министерствине тăратнă, хальхи вăхăтра пăхса тухмалли тапхăрта.

photo 2023 08 16 12 55 05Ял халăхне çавăн пекех çын пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларса тăратакан, электропроводасене сиен кÿме пултаракан йывăçсемпе юпасен ыйтăвĕ те канăçсăрлантарть. Ку ыйтăва та татса пама шута илчĕç яваплă çынсем.

Информушкăн членĕсем çавăн пекех Арапуç ялĕн социаллă пурнăçĕнче пысăк витĕм кÿрекен, районти чи пысăк та вăйлă хуçалăхсенчен пĕринче — «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче те пулчĕç. Хуçалăх руководителĕ Владимир Иванов малашнехи плансемпе, туса ирттернĕ ĕçсемпе паллаштарчĕ. Кадрсен ыйтăвĕ çивĕч мар кунта, ĕçлекенсем çителĕклĕ. Ĕç калăпăшĕсене ÿстерсе пынă çемĕн малашне вара ĕçлекенсем кирлĕ пулĕç. Шкул хыççăн Владимир Анатольевичăн хуçалăхĕнчен тĕл­левлĕ направленипе Чă­ваш патшалăх ял хуçалăх аграри университетне вĕренме каяс текенсем те пур. Çамрăксем ял хуçалăхĕнче юлас тени савăнтарать.

Информаци кунĕ шайĕнче пухăннă пур ыйтăва та тĕплĕнрех татса пама контроле илнĕ.

Надежда ШИШКИНА, Эвелина МИХАЙЛОВА

#ЕИД

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика