Кивĕ Вăрмар ялĕн, Вăрмар историйĕнче хисеплĕ те тăрăшуллă ĕçĕпе тарăн йĕр хăварнă Прокопий Федотович Федотов çуралнăранпа 150 çул çитрĕ. Çак ятпа унăн тата пĕртăванĕсен паянхи йышлă ăрăвĕ — мăнукĕсемпе кĕçĕн мăнукĕсем, тăванĕсем пĕрле пухăнса асаилÿсен каçне ирттерчĕç.
Раççей Президенчĕ В.Путин кăçалхи çула Çемье çулталăкĕ тесе пĕлтерни те витĕм кÿчĕ мăн аслашшĕне хисеплесе пысăк мероприяти йĕркелесе ирттерме. Шăпах çемьере эпир юратупа тăрăшулăх, ăнланупа пулăшу витĕмне туйса çитĕнетпĕр, чи кирли — пурнăç çулĕпе утма хамăрăн йăх-несĕмĕлĕрсенчен пил илетпĕр. Прокопий Федотовичăн йăхĕнчен чылай пултаруллă, ăслă-тăнлă çын тухнă. Унăн кĕçĕн мăнукĕсем — Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ Иван Иванович Аверьянов, Евгений Олегович Прокопьев, Сергей Николаевич Лушин предпринимательсем ытларах пуçарулăх кăтартнă мăнаслашшĕ ячĕпе асăну каçĕ ирттерме. «Кам иртнине астумасть — унăн пуласлăхĕ çук», текен каларăша тĕпе хурса ытти тăванĕсем те ырласа йышăннă çак пуçарăва.
Прокопий Федотович Федотов 1873 çулхи декабрь уйăхĕнче Кивĕ Вăрмар ялĕнче суту-илÿ енĕпе ĕçлекен Федот Ефимовăн нумай ачаллă çемйинче çуралса ÿснĕ. Ашшĕн пĕртăванĕ Константин Ефимов 1882 çулта никĕсленĕ Кивĕ Вăрмар ялĕнчи шкулта вĕреннĕ. Прокопийăн ашшĕ тĕреклĕ хуçалăх тытса пынă, тыр-пул туянса çăнăх, кĕрпе авăртнă, Вăрмар станцийĕнче ампар, тĕрлĕ пурлăх, Кивĕ Вăрмарта кирпĕч сарай, шыв арманĕ, салат лаççи пулнă унăн. Федот Ефимов ял çыннипе пĕрле кирпĕч те тунă. Унăн хуçалăхĕнче питĕ чаплă лаша та пулнă, унпа вăл пĕр кун хушшинче Хусана кайса килме пултарнă. Анчах пĕринче çак лашана вăрă-хурахсем вăрласа кайнă. Федот Ефимович юратнă чĕрчунне Шакур ятлă арçын вăрласа кайнине пĕлнĕ. Çав вăхăтра Тутарти Кайпăç районĕнче лаша вăррисен дислокаци вырăнĕ пулнă. Федот Ефимович Шакур патне çитсе лашине каялла тавăрса пама ыйтнă. «Хăвăн лашуна палласа илен пулсан — илсе кай», -тенĕ ăна хирĕç Шакур. Çапла каялла тавăрнă хăйĕн лашине Прокопийăн ашшĕ. Çакăн пек çирĕп те тĕреклĕ çемьере çуралнă, ÿснĕ Прокопий. Çамрăклах Çĕпĕрте ĕçлеме пуçланă, кайран Тутарта, Пĕкĕлмере.
1912 çулта Петербург хулинчи Иосиф Гильван усламçă, купца патне приказчик пулса ĕçлеме вырнаçнă. Усламçă Вăрмар станцийĕнче çăмарта тата аш-какай упрамалли холодильник туса лартнă пулнă. Çывăхарах пурăнакан чăваш тата тутар халăхĕнчен туяннă чăх-чĕпе, хур-кăвакала усранă, аш-какайне, çăмартине вара чукун çулпа Англине, Германине, Францине ăсатнă. Гильван Прокопие тăрăшулăхне кура çав тери килĕштернĕ, хăйĕн шаннă çынни туса хунă. Нумай çул Прокопий Федотович Гильванăн Вăрмар станцийĕнчи предприятийĕнче вăй хунă, унăн строителĕ, техника руководителĕ, пĕр улшăнми заведующийĕ пулнă, çав шутра Совет влаçĕ вăхăтĕнчи çулсенче те. Гильванăн холодильникĕ революцичченхи хăйĕн хуçисенчен нумай çул ытларах пурăнса ирттернĕ, станцин, каярах вара Вăрмар поселокĕн, уйрăмах паллă вырăнĕ пулса тăнă. Совет вăхăтĕнче, маларахри çулсенче те, Чăвашпотребсоюзăн хатĕрлев Управленийĕн çăмартапа чăх-чĕп холодильникĕн заведующийĕнче Прокопий Федотов тăрăшнă. 1950 çулта холодильнике юсанă пулнă, 1957 çулта — хупнă, 1958-1959 çулсенче кивелнине пула салатнă. Çак вырăнта халĕ «Универмаг» лавкка.
Прокопий Федотовăн ĕç стажĕ 64 çулпа танлашать! Ĕçри çитĕнÿсемшĕн вăл тĕрлĕ наградăсене тивĕçнĕ. 1929 çулта хăйсен çĕр участокĕсем çинче ял хуçалăх культурисен пысăк тухăçне пухса илнĕшĕн Чăваш АССР-ĕн çĕр ĕçченĕсен Халăх комиссариачĕн иккĕмĕш степеньлĕ Мухтавлă хаклавĕпе тата 300 кг минераллă удобрени преми парса наградăланă. 1945 çулта Прокопий Федотова ĕçри пысăк кăтартусемшĕн «Ĕçри хастарлăхшăн» медаль, 1949 çулта ЧАССР-ăн Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине парса чысланă. Çакăн пек грамотăсем виççĕ унăн. Выльăх-чĕрлĕх продукцине тирпейлессипе тата хатĕрлессипе питĕ лайăх ĕçленĕшĕн СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн 1950 çулта Прокопий Федотовича пысăк чыс тунă — Ленин орденĕпе наградăланă. Палăртса хăвармалла, Вăрмар районĕн историйĕнче нумай çул тăрăшуллă ĕçленĕшĕн çак пысăк наградăна тивĕçекенсем сахал. Прокопий Федотовичăн паянхи ăрăвĕ чăннипех те мухтанма пултарать унпа! 96 çула пурăнса çитнĕ вăл! Прокопийăн пĕртăванĕсен Александрăн, Михаилăн тата Трофимăн мăнукĕсем, кĕçĕн мăнукĕсем тĕлпулăва хутшăнчĕç. Михаилăн мăнукĕсем Е.Васильевăпа А.Петров халиччен илтмен фактсемпе тĕлĕнтерчĕç. Мăнукĕсем пурте пултаруллă, вĕреннĕ çынсем, тĕрлĕ профессисемпе ĕçлеççĕ.
Прокопий Федотов икĕ хутчен авланни паллă. Мăшăрĕпе Агафийăпа 10 ача пулнă /3 хĕр те 7 ывăл/. Агафия 1920 çулта тиф чирне пула çĕре кĕнĕ. Иккĕмĕш мăшăрĕпе Пелагейăпа вĕсен 1 ывăл ача çуралнă. Çапла Прокопий Федотович сакăр ывăлпа виçĕ хĕре воспитани парса ÿстернĕ: Матрена 1898 çулта çуралнă. Прокопийăн ашшĕпе пĕртăванĕ Константин Ефимов Кивĕ Вăрмар ялĕнче хăйĕн килĕнче шкул уçнă пулнă. Матрена çав шкулта вĕреннĕ. Ÿссе çитсен вăл Арапуç ялне Егор Никитича качча тухнă, виçĕ ачана кун çути парнеленĕ: Мария, Михаил, Елизавета. Елизаветăн ывăлĕ Иван Иванович Аверьянов — Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ; Федор 1900 çулта çуралнă, вĕренесшĕн питĕ тăрăшнă, Вăрманпа техника институтне вĕренсе пĕтернĕ, Свердловск хулинче ĕçлесе пурăннă; Семен /1902-1942ç.ç./. Икĕ хĕрпе икĕ ывăл пулнă унăн, ачин ачисем Кивĕ Вăрмарта Мерекасси, Ешкибе урамĕсенче пурăнаççĕ, аслашшĕ-кукашшĕ Çемен çинчен тĕплĕнрех питĕ пĕлесшĕн, кивĕ сăнÿкерчĕксемпе, ватăрах çынсен калаçăвĕсемпе интересленеççĕ. Семен Прокопьевич 1942 çулхи декабрь уйăхĕнче Псков облаçĕнчи Великолукск районĕнче пĕр пысăк çапăçура хыпарсăр çухалнă; Анна /1904-1975ç.ç./ Кĕтеснер ялне Никита Данилова качча тухнă. Н.Данилов Раççейри колхозниксен 2-мĕш сĕезчĕн делегачĕ пулнă, Мускавра ВЦИК аппаратĕнче ĕçленĕ. Вĕсен ачисем: Мария, Анастасия, Михаил, Николай. Мария Никитична Николай Иванович Краснов мăшăрĕпе 5 ача ÿстернĕ: Нина — фармацевт; Михаил — 30 çул ытла патшалăх тытăмĕнче ĕçленĕ, ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, писатель, журналист, Ара Мишши псевдонимпа çырать. Унăн ывăлĕ Дмитрий майор, халĕ ятарлă çар операцийĕнче; Николай вырăнти колхозра ĕçленĕ, пĕр вăхăт унăн ертÿçи пулнă; Еленăпа Елизавета финанспа экономика сферинче ĕçленĕ. Петр /1906-1995ç.ç.\ Ленкер хушаматпа çÿренĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ пулнă, наука енĕпе ĕçсем çырнă. Аслă пиччĕшĕ пекех Йошкар-Ола хулинче Атăлçири Вăрманпа техника институтне вĕренсе пĕтернĕ, Коми Республикинчи Ухта хулинче инженерта ĕçленĕ; Анастасия /1908-2001ç.ç./, унăн хĕрĕсем Римма Леонтьевна нумай çул кукашшĕ ĕçленĕ предприятире ĕçленĕ. Нина Леонтьевна Вăрмарти 1-мĕш номерлĕ вăтам шкулта хими-биологи предмечĕсене вĕрентнĕ. Александра Леонтьевна Вăрмарти подстанцинче нумай çул диспетчер пулса ĕçленĕ, халĕ Шупашкарта ывăлĕсем патĕнче пурăнать. Анастасийăн ывăлĕ Вячеслав Морозов Вăрмарти автотранспорт предприятийĕнче паллă автоэлектрик пулса ĕçленĕ; Михаил /1910-1941ç.ç./ Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăнса пысăк çапăçура 1941 çулхи ноябрьте пуçне хунă. Ăна ăçта пытарни паллă мар. Виçĕ ачине Глафира /Каххи/ пĕчченех пăхса ÿстернĕ; Василий /1913-1994ç.ç.\ та Вăрманпа техника институтне вĕренсе пĕтернĕ. Караганда хулинче вăрман ĕçĕпе çыхăннă пысăк должноçре тăрăшнă. Вăл Ершов хушаматпа çÿренĕ; Николайпа /1916-2008ç.ç./ мăшăрĕн Антонина Федоровнăн çемйинче Элеонора Николаевна çĕвĕç пулнă. Эльверина Николаевна Санкт-Петербургри наукăпа тĕпчев институчĕн инженер-конструкторĕ пулнă, Олег Николаевич Вăрмарти сĕтел-пукан фабрикинче нумай çул тĕп энергетикре ĕçленĕ. Эмма Николаевна пурнăç тăршшĕпех Вăрмарти библиотекăра библиотекарьте вăй хунă, ахальтен мар асаилÿ каçне те вăл тĕплĕн хатĕрленсе, йăх-несĕлсен тымарĕсене 6 ăру таранах тĕпчесе килнĕ. Николай Прокопьевич шут ĕçĕсене лайăх ăнланнăран автотранспорт конторин экономистĕнче, хатĕрлев кантурĕн бухгалтерĕнче, районти çар комиссариачĕн администраципе хуçалăх пайĕн начальникĕнче вăй хунă. Çар службине 1937 çулта пуçланă, 1939 çулхи декабрьтен пуçласа 1940 çулхи февральччен шурă финсемпе çапăçнă. Аслă Отечественăй вăрçăн иккĕмĕш степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă ăна; Георгийĕн /1919-1942ç.ç./ ĕмĕчĕсем пысăк пулнă. Вăл кĕнеке нумай вуланипе, лайăх вĕреннипе Хусанти учительсем хатĕрлекен институтран физикăпа математика учителĕ пулса вĕренсе тухнă. Ленинградри Аслă Тинĕс Çар училищинче ăс пухса офицер пулса тăнă. Анчах та вăрçă пуçланнă. Можайск çывăхĕнчи çапăçура 24 çулхи каччăн пурнăçĕ татăлнă. Александр /1927-1997/ — Прокопийпе Пелагеян ывăлĕ, ĕмĕр тăршшĕпех Кивĕ Вăрмар ялĕнче пурăннă, ялти хуçалăхра уй-хир бригадирĕнче, каярах строительство бригадинче бригадир пулса ĕçленĕ, мăшăрĕпе 2 хĕр çитĕнтернĕ. Асли Людмила Александровна Вăрмар районĕнче медицина сестринче тăрăшнă. Иккĕмĕш хĕрĕ Галина Александровна ялти шкулта кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ, аслашшĕне вăл лайăх астăвать, ăна «побой» тесе чĕннĕ яланах. Тĕлпулу вăхăтĕнче чылай каласа пачĕ ун çинчен. Прокопий Федотович Александрăн çемйипе пĕрле пурăннă.
Тĕлпулу пурне те питĕ килĕшрĕ, малашне мăн асаттесем çинчен татах тĕплĕнрех пĕлме тата пĕр-пĕринпе çыхăну тытма калаçса татăлчĕç. Асаилÿ каçне пирĕн ентешсем – чăваш эстрадин çăлтăрĕ Алина Михайлова юрăçпа Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн вице-президенчĕ Юрий Филиппов, Сергей Дергачев диджей хăйсен пултарулăхĕпе илем кÿчĕç.
Эвелина МИХАЙЛОВА
Асăрхаттарни: Çак материала хатĕрленĕ чухне мăн аслашшĕ çинчен мăнукĕсене ашшĕ-амăшĕсем каласа панипе тата Вăрмарти краеведсен Г.Г. Эверсковăн, Я.Н. Зайцевăн кĕнекисемпе, В.В. Толматовăн район хаçатĕнче пичетленнĕ материалĕсемпе усă курнă. Прокопий Федотовăн паянхи йăхĕ вĕсене пурне те тав тăвать.