Çĕр чăмăрĕ çинче пурăнакансен виççĕмĕш пайĕ туберкулез микобактерийĕпе инфекциленнĕ. Çулсерен туберкулезпа 10 млн яхăн çын чирлет. Çак чире сарăлма парас мар тесе март уйăхĕн 20-мĕшĕнче пуçласа апрель уйăхĕн 20-мĕшĕччен туберкулезпа кĕрешмелли «Шур чечек» /«Белая ромашка»/ уйăхлăх иртет.
Туберкулез — инфекци чирĕ, вăл çын организмне сывлăш çулĕпе кĕрет те малтанхи вăхăтра вăрттăн формăпа иртет, анчах та çак вăхăтра çынна унран сыватма пуçламасан активлă формăна куçать.
Туберкулез ÿсĕрекен е сунаслакан чирлĕ çынран, çавăн пекех инфекциллĕ тусанпа /туберкулез бактерийĕсем унта уйăхĕ-уйăхĕпе упранма пултараççĕ\ сывланă чухне ерме пултарать. Чир аталанăвĕ иммунитетран килет: чир пачах сисĕнмесĕр, çăмăллăн иртме е йывăр формăпа хăвăрт аталанма пултарать. Иммунитета начар апатланни, пурăнмалли условисен çителĕксĕр шайĕ, çулсем ватлăх енне кайни, алкоголизм чирĕ, пирус туртни, урăх чирсем /сахăр диабечĕ, рак, ВИЧ-инфекци тата ытти те\ вăйсăрлатать.
Организма туберкулез пуçаракан микобактери лексен 20 çынран вăтамран пĕри чирлет. Паллах, туберкулезпа чирленĕ çынпа нумай вăхăт хушши хутшăнакансем ытларах чирлеççĕ. Юлашки çулсенче пирĕн çĕршывра туберкулезпа чирлесси чакрĕ пулин те, ку чир сывлăх сыхлавĕшĕн пысăк проблема шутланать.
Туберкулезран, ытти чирсем пекех, малтанхи тапхăрта сыватма çăмăлтарах. Флюорографи — туберкулеза тата ÿпкепе кăкăр кăшкарĕн ытти чирĕсене тупса палăртакан чи тухăçлă меслет.
Пирĕн республикăри больницăсенче хальхи йышши цифра флюорографĕсемпе усă кураççĕ. Вĕсем ÿкерчĕксене пленка çинче мар, компьютерта кăтартаççĕ. Çак аппаратсемпе усă курни радиаци дозине 100 хут чакарма май парать.
Хальхи йышши флюорографпа тунă флюорограммăра ÿпке, бронх, чĕре тата кăкăр кăшкарĕн ытти органĕсен чир-чĕрне тупса палăртма ансатрах.
Флюорографине 15 çултан аслăрах мĕнпур граждансене тăваççĕ. Массăллă флюорографи туни туберкулез чирне вăхăтра тупса палăртма май парать, тĕрĕслев тÿлевсĕр иртет.
Шел пулин те, туберкулез пирĕн çĕршывра çук мар, пирĕнтен кашниех унпа чирлеме пултарать. Çывăх çыннăрсене сыхлас тата çак йывăр чире шала ямасăр унран хăвăрт сывалас тесен çулсерен флюорографи туни çав тери пĕлтерĕшлĕ. Вăхăтра тупса палăртнă туберкулезпа ÿпке ракĕнчен хальхи саманара ăнăçлă сывалма пулать.
Вăрмар больницинчи флюорографи кабинечĕ сире шăматкунпа вырсарникунсăр пуçне кашни кунах 08.00-14.00 сехетсенче кĕтет. «Шур чечек» уйăхлăхĕнче тÿрех туберкулезпа кĕрешекен кабинета пыма пултаратăр, унта туберкулез чирне вăхăтра тупса палăртма тата фтизиатрпа канашлама пулать.
Сывлăхлă пулăр!
Е.ИВАНШКИНА, Чăваш Республикинчи туберкулезпа кĕрешекен диспансерти врач-фтизиатр