Календарьте — апрель пуçламăшĕ, апла пулсан çĕр ĕçченĕсемшĕн хĕрÿ те çине тăрса ĕçлемелли вăхăт — çурхи ака-суха кампанийĕ пуçланать. Ăна еплерех старт панинчен ял хуçалăхĕнчи çулталăкăн ăнăçлăхĕ килет. Уйра хальлĕхе юр выртать-ха, ака-суха ĕçĕсем каярах юласси палăрать кăçал. Епле пулсан та вăхăт, çанталăк кăтартĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн аграрийĕсем яваплă тапхăра мĕнпур активлăхпа хатĕрленеççĕ. Çакăн пирки тĕплĕнрех пире Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕ — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕ Иван Николаевич ИВАНОВ каласа парать.
— Иван Николаевич, çурхи ака-сухана хатĕрленсе Вăрмар округĕнче мĕнлерех ĕçсем пурнăçлатăр?
— Çуракине, уй-хир ĕçĕсене вăхăтра хатĕрленсе, агротехника требованийĕсене пăхăнса ăнăçлă ирттерсе ярас тĕллевпе Вăрмар муниципаллă округĕн 2024 çулхи мартăн 21-мĕшĕнчи 447 номерлĕ постановленийĕпе килĕшÿллĕн ятарласа штаб йĕркеленĕ. Вăрмар муниципаллă округĕн официаллă сайтĕнче «Сезонлă уй-хир ĕçĕсем» баннер вырнаçтарнă. Пĕлтĕр хăш-пĕр хуçалăхсем апрелĕн 7-мĕшĕнче çуракине тухса та ĕлкĕрнĕччĕ, кăçал вара каярах тухĕç. Районти хуçалăхсенче çурхи ĕçсене еплерех хатĕрленсе пынипе, вĕсен планĕсемпе, ыйтăвĕсемпе интересленсех, паллашсах тăратпăр.
— Районти хуçалăхсенче тĕрлĕ культурăсене миçе гектар лаптăк çинче акса-лартса хăварма палăртнă?
— 2024 çулта округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче прогнозлă планпа килĕшÿллĕн акса-лартса хăвармалли çĕр лаптăкĕсем 23 пин гектарпа танлашĕç. Çак шутра пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем — 16314 гектар, çĕрулми — 534 гектар, техникăллă культурăсем – 1357 гектар, пахча-çимĕç — 0,06 гектар.
Район аграрийĕсем 2024 çулхи тухăç валли кĕрхи культурăсене 4484 гектар çинче акса хăварнă.
Вăрмар районĕнчи хуçалăхсенче пĕтĕмĕшле çурхи тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕ çителĕклĕ. Вăрмар округĕнчи ял хуçалăх предприятийĕсемпе фермер хуçалăхĕсенче çурхи тĕш-тырă тата пăрçа йышши культурăсем — 3011 тонна, çак шутра 2980 тонни — кондициллĕ. Çавăн пекех аграрисем элитлă репродукцисен перспективлă ял хуçалăх культурисен çĕнĕ йышши сорчĕсене туянса вăрлăха çĕнетсе, улăштарса тăрассипе активлă ĕçлеççĕ. «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче урпан элита вăрлăхне 60 тонна, çурхи тулăн элита вăрлăхне 60 тонна, «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕрулмин «Гала» элита вăрлăхне 40 тонна туяннă. «Иванова О.А.» хуçалăхра Бельмондо пăрçа сорчĕн элита вăрлăхне 10 тонна кÿрсе килнĕ. «Ванюков В.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче «Экада» çурхи тулă сорчĕн вăрлăхне 214 тонна, урпан «Эльф» сортне 20 тонна, «Свебрата» тулли мар яваплă общество «Ульяновская 105» çурхи тулă сорчĕн вăрлăхне 110 тонна туянса хунă.
Хуçалăхсенче рапс çитĕнтерессипе ытларах ĕçлесшĕн. Пĕлтĕр çак культурăна 587 гектар çинче туса илнĕ пулсан, кăçал лаптăксене 1274,5 гектара çитерме палăртаççĕ. Тырă хакĕ йÿнелсе кайнă вăхăтра рапс хакĕ аванрах пулчĕ, çавăнпа та çак культурăна çитĕнтерме тупăшлăрах тесе пĕтĕмлетÿ турĕç фермерсем. Унсăр пуçне рапс тăпра пахалăхне лайăхлатать, пусă çаврăнăшне тытса тăма пулăшать.
— Вăрлăхсăр пуçне пулас тухăç ăнăçлăхĕ минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсен, техника пахалăхĕнчен те килет. Ку енĕпе хуçалăхсенче лару-тăру еплерех?
— Вăрмар муниципаллă округĕнчи хуçалăхсенче уй-хир ĕçĕсене ирттерме пĕтĕмĕшле 3681 тонна минераллă удобрени кирлĕ. Хальхи вăхăтра 1270 тонна пур. Çавăн пекех çурхи ĕçсене ирттерме пĕтĕмĕшле 650 тонна дизтопливо кирлĕ. Вăрмар округĕн аграрийĕсем, тĕпрен илсен, минераллă удобренисемпе дизтопливăна «Продовольстви фончĕ» хысна унитари предприятийĕпе килĕшÿ туса туянаççĕ. Пĕтĕмпе 99,5 тонна дизтопливо туяннă хальлĕхе. Минераллă удобренисемпе çунтармалли-сĕрмелли материалсене туянса хуçалăхсене турттарса килес ĕç малалла пырать. Округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсенче çĕр ĕçĕсене пурнăçлама 109 трактор, 25 автомашина, 92 сеялка, 70 культиватор, 81 плуг пур. Техникăна уя кăларма хатĕрлеççĕ шăпах та хальхи вăхăтра. Вăрмар округĕн аграрийĕсем чылайăшĕ пысăк опытлă, çуракине ирттерсе ярас ĕç йывăрлăхĕсем витĕр пĕрре кăна мар тухнă шанчăклă çынсем. Кăçал та çуракине ăнăçлă, тивĕçлĕ шайра ирттерсе ярасса шанса тăратпăр.
Майлă самантпа усă курса палăртса хăварас килет, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн АПК аталанăвĕпе экологи пайне зоотехник кирлĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА калаçнă
Кĕске справка:
Иван Николаевич ИВАНОВ Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнăвĕсен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен заместителĕн — АПК аталанăвĕпе экологи пайĕн начальникĕн должноçĕнче 2024 çулхи февралĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа вăй хурать. Вăл Тикаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Маларахри çулсенче Иван Николаевич Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕнче ĕçленĕ, РАНХиГС вĕренÿ организацийĕн Шупашкарти филиалĕнчен «Патшалăх тата муниципаллă управлени» вĕрентÿ программипе пĕлÿ илнĕ. Çывăх вăхăтра Иван Николаевич Чăваш патшалăх аграри университетĕнче агронома вĕренме тытăнĕ. Яваплă должноçе йышăниччен ашшĕпе Николай Анатольевич Ивановпа пĕрле хресчен-фермер хуçалăхĕнче тăрăшнă.