ya«Эпĕ — хĕрарăм» конкурсăн историйĕ 2021 çултанах пырать. Çав çул Республика кунне пуçарса янă ăна. Çак пуçарăва ЧР Министрсен Кабинечĕ тата Раççейри Хĕрарăмсен канашĕ ырласа йышăннă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ тата «Пĕрле» аталану фончĕ конкурс йĕркелÿçисем пулса тăчĕç.

Пĕрремĕш çулах конкурс хăйĕн калăпăшĕпе тĕлĕнтерчĕ. Пурнăçри тĕрлĕ сферăри хĕрарăмсем хăйсем çинчен, çемйи, профессийĕ, интересĕсем, обществăлла пурнăçĕ пирки видеороликсем кăтартрĕç. 2021 çулта республикăри çакăн пек хăюллă та маттур 351 хĕрарăм хутшăнчĕ конкурса. Мероприятин пурте кĕтекен финалĕ 2021 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнче Хĕрлĕ Лапамра иртрĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хĕрарăмсене саламланă, республика аталанăвне тÿпе хывнăшăн тав тунă. Чи маттуррисене наградăсемпе чысланă. Сасăлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе тата жюри йышăнăвĕпе çĕнтерÿçĕсене 22 номинацире палăртнă. Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева республикăра çакăн пек масштаблă конкурса ирттернĕ ятпа çав тери савăннине пĕлтернĕччĕ ун чухне.

2022 çулта та йĕркелесе ирттернĕ конкурса, Республика кунĕнче. 6 номинаци, 500 яхăн конкурсант. Халăх сасăлавне 415 ролик тăратнă. Сасăлава 38 пине яхăн çын хутшăннă.

2023 çулхи Республика кунне «Эпĕ — хĕрарăм» конкурссăр ирттерме май çукки куçкĕретех пулнă. Хĕрарăмăн илĕртÿлĕхĕпе хăйнеевĕрлĕхĕ ячĕпе виççĕмĕш хутчен гимн янăранă. Чă­ваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев, Министрсен Кабинечĕн представителĕсем ку хутĕнче те конкурсантсене тивĕçлипе чысланă. 614 конкурсант пулнă!

2024 çулта та конкурсăн пĕлтерĕшĕ çавах юлать. Чи малтанах ку вăл хĕрарăмăн обществăри пĕлтерĕшĕ, Чă­ваш Республикин ăнăçлăхĕпе аталанăвне тÿпе хывасси. Конкурс йĕркелÿçисен тĕллевĕ ытти çулсенчи пекех професси ĕçĕ-хĕлĕнче пĕлтерĕш­лĕ çитĕнÿсем тума пултарнă, ыркăмăллăхпа обществăлла пурнăçра активлăхпа палăракан пултаруллă хĕрарăмсене тупса палăртасси.

Кăçал номинацисен шутне 12 таранччен ÿстернĕ. 2024 çултан конкурса Чăваш Республикинче çуралса ÿснĕ, анчах та Раççейри ытти регионсенче пурăнакан, çавăн пекех ятарлă çар операцине хутшăнакансен, иртнĕ çулсенчи хирĕç-тăрусене хутшăннă ветерансен çемйисенчи хĕрарăмсем те хутшăнма пултарĕç.

Заявкăсене апрелĕн 8-мĕшĕнчен пуçласа майăн 20-мĕшĕччен йышăнаççĕ. Конкурсантсемшĕн сасăлав июнĕн 3-17-мĕшĕсенче иртет. Пĕтĕмлетÿсене июнĕн 17-21-мĕшĕсенче ирттерĕç, çĕнтерÿçĕсене чысласси йăлана кĕнĕ йĕркепе июнĕн 24-мĕшĕнче — Республика кунĕнче — иртĕ.

Аса илтеретпĕр, пĕлтĕр «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра Вăрмар муниципаллă округĕнчи Энĕшпуç ялĕнче пурăнакан Снежанна Александровна Иванова «Саккун хуралĕн­че» номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă, дипломпа хаклă парнене тивĕçнĕ. Снежанна Александровна ашшĕ çулĕпе кайса пурнăçне право хуралĕнчи ĕç-хĕлпе çыхăнтарнă. Вăл РФ ШĔМĕн Чулхулари академийĕн Шупашкарти филиалĕнче пĕлÿ илнĕ, 2008 çултанпа РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн­че çул çитмен ачасемпе ĕçлекен аслă инспекторта вăй хурать. Хальхи вăхăтра Снежанна Александровна декретлă отпускра.

Çавăн пекех 2022 çулта та «Эпĕ — хĕрарăм» конкурсра «Саккун хуралĕнче» номинацире РФ ШĔМĕн муниципалитетсем хушшинчи «Урмарский» уйрăмĕн дознани ушкăнĕн начальникĕ Любовь Николаевна Левина 1-мĕш вырăна тухнă. Любовь Николаевна та хальлĕхе декретлă отпускра.

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика