infВăрмар муниципаллă округĕнче Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Информушкăн членĕсем Пинер, Арапуç, Энĕшпуç ял тăрăхĕсенче пурăнакансемпе тĕл пулса кун йĕркинчи ыйтусене сÿтсе яврĕç. Ку вăл Чăваш Республикин территорийĕнче çуркуннехи-çуллахи тапхăрта пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтересси; çулсем еплерех лару-тăрура пулни, муниципаллă тата республика çулĕсене юсасси. Унсăр пуçне çынсене харпăр хăйсен ыйтăвĕсемпе йышăнчĕç.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев ерт­се пыракан ушкăн Пинер ял тă­рăхĕнче, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн экономика, АПК тата пурлăх хутшăнă­вĕсен ыйтă­вĕсемпе ĕçлекен заместителĕ — АПК аталанă­вĕн тата экологи пайĕн начальникĕ Иван Иванов ертсе пыракан ушкăн Арапуç ял тăрăхĕнче ĕçленĕ. Энĕшпуç ял тăрăхне вара Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов ертсе пыракан ушкăн çул тытрĕ.

Халăхпа кун йĕркинчи ыйтусене пăхса тухнă май пушар хăрушсăрлăхĕн ыйтăвне пысăк тимлĕх уйăрнă. Çак тапхăрта уйрăм хушма хуçалăхсенче те, вăрмансемпе ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çумĕнчи лаптăксенче те типĕ курăка çунтарма чарнă. Çавăн пекех ачасемпе пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе профилактика ĕçне туса ирттерни пысăк пĕлтерĕшлĕ.

Çул-йĕр пирки калас пулсан, кăçал республика тата район пĕлтерĕшлĕ çулсене тĕпрен юсама палăртнă. Ку вăл республика пĕлтерĕш­лĕ «Энĕш» тата «Вăрмар-Кавал-Нăрлат» автомобиль çу­лĕсем, район пĕлтерĕшлĕ «Энĕш-Урнар-Саруй-Канаш районĕн чикки», «Энĕш-Вăтакас» автомобиль çулĕсем.

Çавăн пекех çынсене хальхи вăхăтра хăтлăх кĕртмелли çĕнĕ объектшăн сасăлав пынине аса илтернĕ, унта хутшăнма чĕнсе каланă.

Энĕшпуçĕнче информушкăн членĕсем çынсемпе ялти культура çурчĕ çумĕнче тĕл пулса калаçрĕç. Энĕшпуçсем шăпах та культура çурчĕн территорине тасатма йышлăн тухнăччĕ. Вĕсен хастарлăхĕ çинчен тĕплĕнрех чарăнса тăрас килет. Культура çуртĕнче художествăлла руководительте ĕçлекен Татьяна Михайлова пуçарнипе виçĕ кун хушшинче вырăнти активистсем ялти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕн, Турă çинчен калакан Иоанн ячĕллĕ чиркĕвĕн тата культура çурчĕн территори­йĕсене пĕлтĕрхи çÿп-çапран, çулçăсенчен тасатса тухнă. «Хамăр пурăнакан вырăн тасалăхĕшĕн, тирпей-илемшĕн эпир хамăрах яваплă. Территорине тасатса тухрăмăр та — чун та савăнать, еплерех тирпейлĕ йĕри-тавра», — теççĕ вĕсем. Сăмаха май, виçĕ кунĕн­че те ĕçлекенсене Вăрмар поселокĕнчи «Печка-выпечка» пекарня вĕри кукăльпе тивĕçтерсе тăнă.

Энĕшпуçсем ял тăрăхне хăтлăлатас ĕçе яваплăхпа пурнăçлаççĕ. Çак кунсенче Энĕшпуçĕнче кивĕ шкула ватассипе ĕçлеççĕ. Энĕшпуçĕнче, Хуруйĕнче çул-йĕре, Энĕшпуçĕнчи масар патне каякан çула тата масар çурчĕ умĕнчи лаптăка вак чул сарса юсама палăртнă тата ытти те.

Информушкăн членĕсем ялти пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисне те кайса курчĕç. Вăрттăнлăх мар, унăн строительстви вăраха тăсăлнă. Медицина учрежденийĕ хăйĕн алăкĕсене уçассине ял халăхĕ чăтăмсăррăн кĕтет. Ĕçе вĕçлеме нумай та юлман темелле, анчах тÿрĕ кăмăллă мар подрядчике пула чăрмавсем сиксе тухнă. Паллах, районти, республикăри яваплă çынсем ку проблемăллă ыйтăва шута илнĕ, ăна татса парассишĕн тăрăшаççĕ.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Май 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
29 30 1 2 3 4 5
6 7 8 9 10 11 12
13 14 15 16 17 18 19
20 21 22 23 24 25 26
27 28 29 30 31 1 2

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика