Эпĕ нумаях пулмасть «Хĕрлĕ ялав» хаçат урлă волонтерсен юхăмĕн пархатарĕ çинчен çырса кăтартнăччĕ. Халĕ каллех пирĕн пурнăçра тепĕр пулăм пулса иртни çинчен çырса кăтартас килчĕ.
Аслă Отечественнăй вăрçăра пирĕн халăхпа паттăр салтаксем фашистсене çĕнтерни 79 çула çитнĕ уяв кунĕнче /майăн 9-мĕшĕнче\ эпир мăшăрпа Джульетта Георгиевнăпа, лараттăмăр каçпала хапха умĕнче выльăхсене кĕтÿрен кĕтсе. Пирĕн малашлăхшăн пуçĕсене хунă паттăрсене чысласа пĕр минут «шăплăх минутне» ирттернĕ хыççăн кĕçех пирĕн паталла пĕр каччă строй уттипе утса килнине курах кайрăмăр, тăтăмăр хытса тĕлĕннипе «кам ку, ăçта каять», – тесе. Вăл пирĕн теле çитрĕ те Аслă Çĕнтерÿ уявĕ ячĕпе хитре сăмахсемпе пире саламларĕ, чечек çыххисем тыттарчĕ, ыталаса çурăмран лăпкарĕ. Ку каччă Вăрмар поселокĕнче пурăнакан, Çĕнĕ Шупашкарти технологипе управлени академин студенчĕ Максим Андреевич Константинов волонтер пулчĕ. Вăл Урнар ялĕнче пурăнакан асламăшĕ Валентина Леонтьевна патне уяв ячĕпе саламлама килнĕ пулнă. Кăçал ниçта та уяв ячĕпе пысăк мероприятисем официаллă ирттермен пирки Максим юлташĕсемпе çав уяв кун çĕнĕ Шупашкарти вăрçăпа тыл ветеранĕсене чысласа килĕрен киле çÿресе саламланă, савăнăç кÿнĕ, кăмăлĕсене хăпартнă. Унăн чунĕ ку ырă ĕçсемпе çеç лăпланман тата яла килсен те ялти ватă ĕç ветеранĕсене - «вăрçă ачисене» тупса хисеп тума, кăмăлĕсене хăпартма вăхăт, вăй-хал тупнă. Çавăншăн ăна тав тăвас, телейлĕ малашлăх сунас килчĕ. Малашне унăн ырă кăмăлĕ ан чухăнлантăр, татах та аталанса хăпарса пытăр, çынсене усă кÿтĕр. Çавăн пек пархатарлă çамрăксем пурришĕн, вĕсен йышĕ ÿссе пынишĕн савăнас килет. Апла пулсан пирĕн çĕршывăн малашлăхĕ чакмĕ, хăпарса пырĕ тесе шутлатпăр эпир. Çапла пултăрччĕ!
Вăт çапла нимĕн шухăшламан, кĕтмен çĕртен пирĕншĕн тупăнчĕ çав кун пысăк савăнăç.
Николай НИКИФОРОВ, Урнар ялĕнчи вăрçă ачи, ĕç ветеранĕ.