IvanovРаççей Федерацийĕн Ял хуçалăх министерствин Хушăвĕпе килĕшÿллĕн агропромышленноç комплексĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн, обществăлла ĕçсене активлă хутшăннăшăн тата нумай çулхи тухăçлă ĕçшĕн «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн руководительне Владимир Анатольевич Иванова «Раççей агропромышленноç комплексĕн хисеплĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ят панă.

Владимир Анатольевич Иванов 1978 çулхи декабрĕн 1-мĕшĕнче Тикаш ялĕнче çу­ралса ÿснĕ. 2007 çулта вăл Чă­ваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнчен ученăй агроном специаль­ноçпе вĕренсе тухнă.

Владимир Анатольевич хăйĕн хресчен-фермер хуçалăхне 2003 çулхи декабрь уйăхĕнче регистрациленĕ. Хуçалăх сĕт, аш-какай производствипе, тĕш-тырă, нумай çул ÿсекен курăксем çитĕнтерессипе ĕçлет. В.Иванов пушă выртакан çĕрсене пусăçаврăнăшне кĕртессипе пысăк ĕç пурнăçланă. 2004 çулта ял хуçалăх культурисене 115 гектар çинче акса хăварнă пулнă, 2006 çулта акса хăварнă лаптăксем 801 гектарпа танлашнă, 2012 çултан — 1994 гектар, 2020 çултан — 3201 гектар.

Çулсеренех хуçалăхра тĕш-тырăн пысăк репродукциллĕ культурисен вăрлăхне 100-150 тонна туянаççĕ, вăрлăха çĕнетессипе активлă ĕçлеççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ лайăх тухăç туса илеççĕ.

Мăйракаллă шултра выльăх ĕрчетессипе хуçалăхра 2014 çултанпа ĕçлеççĕ. Çултан-çул выльăх шутне, продукци производствине ÿстерсе пыраççĕ. Хальхи вăхăт тĕлне хресчен-фермер хуçалăхĕнче мăйракаллă шултра выльăх шучĕ — 660 пуç. Малашлăхра 1000 пуçа çитересшĕн выльăх йышне, çак шутра сăвакан ĕнесене 350 таранччен.

Владимир Анатольевич ертсе пынипе хуçалăхра пур ял хуçалăх ĕçне те кĕске вăхăтра пысăк пахалăхпа туса ĕлкĕреççĕ, çавна май продукци туса илесси те лайăх кăтартусемпе палăрать.

Владимир Анатольевич Ивановăн хуçалăхĕ кашни çулах ра­йон, республика шайĕнче ял хуçалăх предприятийĕсем хушшинче иртекен экономика ăмăртăвĕсене хутшăнать, лидерсен ретне йышăнать. Çапла 2019 тата 2022 çулсенче производствăпа экономика кăтартăвĕсемпе хресчен-фермер хуçалăхĕсем хушшинче пĕрремĕш вырăна йышăннă, Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Дипломне тивĕçнĕ. 2017, 2019 çулсенче «Ылтăн кĕркунне» Раççейри агропромышленноç куравĕнче выльăх-чĕрлĕх продукцине туса илессипе пысăк кăтартусене тивĕçнĕшĕн РФ Ял хуçалăх министерствин кĕмĕл медальне тата Дипломне илнĕ.

2019 çулта республикăра иртнĕ «Чăваш Енри чи лайăх предприниматель» конкурса хутшăнса «2019 çулхи ял хуçалăх продукцине туса илекен чи лайăх предприниматель» номинацире çĕнтернĕ, ЧР Экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнă­вĕсен министерствин дипломне илме тивĕç пулнă.

2022 çулта Чăваш Республикин агропромышленноç аталанă­вне тÿпе хывнăшăн ЧР Пуçлăхĕн Тав хутне тивĕçнĕ.

2023 çулта фермерсен сле­тĕн­че Чăваш Республикинчи хрес­чен-фермер хуçалăхĕсен рейтингĕнче «Иванов В.А.» ХФХ пĕрремĕш вырăна йышăннă, Дипломпа Кубоклă пулнă.

Владимир Анатольевич Вăрмар округĕн территорийĕнче пурнăçланакан программăсене активлă хутшăнать. 2022 çулта кăна вăл пуçарулăх бюджечĕн программипе пурнăçланă 3 объекта 1 278 325 тенкĕ, 2023 çулта — 949 143 тенкĕ хывнă. Çавăн пекех «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» ыркăмăллăх марафонне те çулсеренех активлă хутшăнать, «Ялта чи лайăххисем» агрослета йĕркелесе ирттерсе ярассипе те пулăшу кÿрет. Владимир Анатольевич Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ те.

2008 çулта Владимир Анатольевича ЧР Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, 2010 çулта РФ Ял хуçалăх министерствин Тав хучĕпе, 2012 çулта РФ Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе, 2022 çулта ЧР Пуçлăхĕн Тав хучĕпе чысланă.

Владимир Анатольевича сумлă награда илнĕ ятпа саламлатпăр, малашне те ăнăçу сунатпăр!

Эвелина МИХАЙЛОВА хатĕрленĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика