Наркомани — паянхи обществăн чи йывăр ыйтăвĕсенчен пĕри шутланать. Наркотиксем çыннăн нерв тытăмне пăсса ăна пысăк сиен кÿреççĕ. Вĕсем пурте çыннăн пуç миминче пулса иртекен хими процесĕсене хутшăнса вĕсен ĕçне улăштараççĕ, çын ÿлĕмрен çак психоактивлă хутăшсемсĕр пурăнайми туса хураççĕ. Наркомани — яланах черетлĕ доза ыйтакан хăрушă чир. Çак чирĕн тĕп паллисем: наркотиксене хăнăхса кайни, организм кашнинчех дозăна ÿстерме ыйтни, черетлĕ доза çук пулсан чăтайми пуличчен тертленни, вырăсла каласан «ломка». Ача организмĕ наркотиксене питĕ хăвăрт хăнăхать.Çавăнпа наркотиксемпе усă курнине вăхăтра курма тăрăшмалла, ачасемпе кирек хăçан та тимлĕ пулмалла. Çак наркăмăшпа усă куракан ачан психики, кăмăлĕ улшăнать, вăл апат начар çиет. Наркомани чирне профилактикăласси çемьерен пуçланмалла. Тĕп вырăнта — ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ. Аслисем сывă пурнăç йĕркине пăхăнни пĕлтерĕшлĕ. Аслисем час-часах ачисене итлемесĕр, вĕсен шухăш-кăмăлĕпе интересленмесĕр пысăк йăнăш тăваççĕ. Ача йăнăш турĕ пулсан ăна ытларах чухне тÿрех айăплаççĕ, тĕрĕссипе вара чи малтанах çак йăнăша еплерех тÿрлетме май пурри çинчен ăнлантармалла ашшĕпе амăшĕн. Çапла вара çитĕнсе пынă май çула çитмен çамрăк хăйне айăплассинчен шикленсе йывăрлăхĕсем çинчен ашшĕ-амăшне сахалрах каласа памалла тесе пĕтĕмлетÿ тăвать. Анчах та йывăрлăхĕсем ниçта та çухалмаççĕ вĕт ачан. Çак йывăрлăхсемпе вăл юлташĕсем патне çул тытать, юрать-ха, юлташĕсем лайăх пулсан, енчен те ун пек пулмасан вара? Çавăнпа та наркомани чирĕнчен асăрханасси — ачана хисепленинчен, унăн интересĕсемпе кăсăкланнинчен, çемьере пĕр-пĕринпе уççăн калаçнинчен пуçланать.
О.ИВАНОВА, Вăрмарти тĕп больницăн ача-пăча консультацийĕн медицина сестри