IMG 1132Иртсе пыракан çуллахи тапхăрăн юлашки кунĕнче, августăн 31-мĕшĕнче, çут тĕнчери чи ырă профессисенчен пĕрин представителĕсем — ветеринарсем — хăйсен професси уявне паллă тăваççĕ. Çак профессин пĕлтерĕшĕ тарăн та пысăк: чĕрчунсен сывлăхне сыхласси тата упрасси урлă çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшасси. Эпизоотика лару-тăрăвне ăнăçлă тытасси, чĕрчунсен продукци­йĕн хăрушсăрлăхне тата пахалăхне тивĕçтересси, хăрушă чирсене профилактикăлассипе мероприятисем ирттересси — ку ĕçсене пурнăçлама пысăк яваплăх кирлĕ.

Ветеринари врачĕн профессийĕ — авалхисенчен пĕри, вăл кирек хăш саманара та сумлă шутланнă, халĕ те çаплах. Ветеринарăн хăйĕн ĕçĕнче чăн-чăн профессионал пулнипе пĕрлех чунтан парăнса ĕçлеме ăнтăлмалла, хăйĕн пациенчĕсене туйма, хĕрхенме пĕлмелле, чĕрчунсен сывлăхĕшĕн кăна мар, çынсен сывлăхĕшĕн те ответлă пулмаллине ăнланмалла, мĕншĕн тесен ерекен чирсенчен ытларахăшĕ чĕрчунсен те, çынсен те пĕрешкел. «Медицина çынсене сыватать, ветеринари — этемлĕхе», — тесе ахальтен каламаççĕ ĕнтĕ.

«Ветеринари врачĕ пире хăйĕн чирĕ çинчен пĕлтерме пултарайман чĕлхесĕр тата хÿтлĕхсĕр чĕрчуншăн яваплă. Унăн чĕрчуна илтмелле тата ăнланмалла кăна мар, пулăшмалла та», — тет ЧР патшалăх ветеринари службин «Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен Вăрмар районĕнчи станци» ЧР бюджет учрежденийĕн начальникĕ Вячеслав Михайлович Александров. Вăл районти ветстанцин ĕçĕ-хĕлне 2011 çултанпа ăнăçлă тытса тата йĕркелесе пырать. Коллектив та, тĕпрен илсен, нумай çул ĕçлекен пысăк опытлă ĕçченсенчен тăрать. «Пирĕн патăмăрта чăн-чăн профессионалсем вăй хураççĕ. Вĕсем ветеринарине ытахальтен килмен, çак профессине чун туртнипе суйланă», — ырă сăмахсемпе палăртать ĕçтешĕсен тăрăшулăхне Вячеслав Михайлович.

Ятранах каласа тухар-ха вĕсене: начальникăн заместителĕ — Татьяна Прокопьева, экономист — Елена Лаврентьева, ертсе пыракан ветеринар — Людмила Павлова, ветеринарсем — Людмила Иванова, Зинаида Скворцова, Лилия Тимофеева, Эльвира Савельева, Надежда Руссанова, Анатолий Семенов, Любовь Тимофеева, Альбина Шуйская, Татьяна Сарапаева, Людмила Яковлева, ветаптека заведующийĕ — Дарья Попова, выльăх-чĕрлĕх продукцине экспертиза тăвакан специалист — Елена Иванова, осеменатор — Елена Семенова, çавăн пекех Николай Иванов водитель тата Владимир Васильев хуралçă.

Кашни ялти уйрăм çынсен кил хуçалăхĕсенчи, выльăх-чĕрлĕх ĕрчетекен фермерсен хуçалăхĕсенчи ĕне-выльăхăн, качакасен, сурăхсен, чăх-чĕпĕн, хур-кăвакалăн, ытти чĕрчунсен, çав шутра йытăсемпе кушаксен, унсăр пуçне тискер чĕрчунсен сывлăхне тимлесе тăраççĕ ветеринари ĕçченĕсем. Тĕплĕнрех калас пулсан, чĕрчунсене сыватассипе ĕçлеççĕ, ерекен тата ытти чирсене профилактикăлаççĕ тата тĕп тăваççĕ, выльăх-чĕрлĕх продукцине ветеринарипе санитари енчен экспертиза тăвассипе тăрăшаççĕ. Чĕчунсен инфекцийĕсемпе кĕрешсе сыватупа профилактика мероприятийĕсем ирттересси пысăк тимлĕхре. Чĕрчунсен бруцеллезĕпе, çĕпĕр чирĕпе, гельминтозĕпе, мăйракаллă шултра выльăхăн туберкулезĕпе, лейкозпа, кайăк-кĕшĕк грипĕпе кĕрешсе тĕпчевсем ирттереççĕ, вакцинăсем лартаççĕ. Тискер чĕр­чунсен тата килти выльăхăн уртаракан чи­рĕ пăшăрхантарать, çавăнпа чĕрчунсене çак чиртен вакцинацилессипе активлă ĕçлеççĕ. Унсăр пуçне йытă-кушака стерилизацилеççĕ та­та ытти ĕçсене те пурнăçлаççĕ. Палăртмалла, республикăра, çав шутра Вăрмар округĕнче те, килти выльăх-чĕр­лĕхĕн тата кайăк-кĕшĕкĕн уйрăмах хăрушă чирĕсем енĕпе паянхи кун лару-тăру лăпкă тăрать.

«Вăрмар округĕнче 3820 пуç мăйракаллă шултра выльăх, 706 пуç сысна, 6838 пуç мăйракаллă вак выльăх шутланса тăрать. Хальхи вăхăтра ĕне-выльăха маркăласа регистрацилессипе ĕçлетпĕр, каярах качакасемпе сурăхсене, чăх-чĕпе маркăламалла пулĕ. Ку ĕç 221 номерлĕ федераллă саккунпа килĕшÿллĕн пулса пырать. Чĕрчунсене учета илсе регистрацилени пысăк пĕлтерĕшлĕ, вăл ерекен чирсемпе кĕрешме, кашни выльăх пуçне, выльăх-чĕрлĕх продукцийĕн çаврăнăшне тимлесе тăма май парать», — ăнлантарать Вячеслав Михайлович.

Вăрмарти ветсанцин туслă коллективĕ ĕçре те хастар, ĕç тулашĕнчи мероприятисенче те активлăхпа палăрать. Республикăри ветеринарсем хушшинче иртекен спорт ăмăртăвĕсене, конкурссене ăнăçлă хутшăнаççĕ, округри массăллă мероприятисенчен те айккинче юлмаççĕ. Урăхла каласан, пĕтĕм енчен маттур та пултаруллă.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика