Ятарлă çар операцийĕ пыракан хĕрÿ вырăнсенчен Вăрмар тăрăхне пирĕн ентешсем тĕрлĕ наградăсене тивĕçнине пĕлтерекен ырă хыпарсем çитеççĕ. Акă, Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ Александр Юрьевич Семенова çак кунсенче Жуков медалĕпе наградăланă. Жуков медалĕ — патшалăхăн чи хисеплĕ наградисенчен пĕри. Ăна салтаксене Тăван çĕршыва тата Раççейĕн интересĕсене хÿтĕлесе паттăрлăхпа палăрнăшăн, çар тивĕçне пурнăçласа хăюлăх кăтартнăшăн, çар службинчи лайăх кăтартусемшĕн параççĕ.
Александр Юрьевич нумай ачаллă çемьере çитĕннĕ. Ашшĕ çамрăклах çут тĕнчерен уйрăлса кайнăран амăшĕ 4 ачине пĕчченех ура çине тăратнă. Çавăнпа пулĕ Александр мĕн пĕчĕкрен яваплăха туйса, ĕçе хăнăхса ÿснĕ, амăшне пулăшу кирлине ăнланнă паллах. Арапуç шкулне пĕтерсен вăл каменщике вĕренме кайнă, унтан тÿрех ĕçлеме тытăннă. Салтак ячĕ тухсан çĕршыв умĕнчи тивĕçне Ростов-на-Дону хулинче пурнăçланă, малтан стрелок, унтан пулеметчик пулнă.
Тăван тăрăха таврăнсан Александр чăваш хĕрĕпех — Красноармейски округĕнче çуралса ÿснĕ Ольга Анатольевнăпа пĕрлешнĕ. Çамрăк çемье Шупашкар хулинче тĕпленнĕ. Кĕçех çут тĕнчене пĕчĕк Демид килнĕ. Пурăнмалла та пурăнмаллаччĕ ĕнтĕ çамрăк мăшăрăн пĕр-пĕринпе юнашар, ывăлĕпе савăнса, ăна пĕрле ÿстерсе, анчах шăпа урăхларах çаврăнса килнĕ. Тăван çĕршыва хÿтĕлев кирлĕ пулнăран çемье пуçлăхĕн алла пăшал тытма тивнĕ — 2022 çулта, ятарлă çар операцийĕ пуçланнă май, ăна повестка парса мобилизациленĕ.
«Ывăлăмăр Демид 2 çулта кăначчĕ. Сашăсăр мĕнле пурăнăпăр ĕнтĕ тесе нумай кулянтăм, анчах ним те тума çук, чĕрене хытарсах килтен ăсатса яма тиврĕ. Унтанпа кĕçех 2 çул çитет ĕнтĕ. Çак вăхăт хушшинче Саша 3 хутчен кĕске отпуска килсе кайрĕ. Эпир ăна питĕ кĕтетпĕр, уншăн кĕл тăватпăр, час-часах телефонпа çыхăнăва тухса калаçатпăр, хăш чухне видео мелĕпе те шăнкăравлать», — тет Ольга Анатольевна. Мăшăрне пулăшас, хавхалантарас тесе хĕрарăм ун патне уйăхсерен посылка яма тăрăшать, кирлĕ япаласем ярса парать. Александрпа пĕрле службăра тăракансен мăшăрĕсемпе тачă çыхăну тытать вăл. «Эпир пĕр пек лару-тăрура, çавăнпа пĕр-пĕрин чун ыратăвне ăнланатпăр, пĕр-пĕринпе калаçса лăпланатпăр», — пĕлтерет Ольга Анатольевна.
Ефрейтор, взвод отделенийĕн командирĕн заместителĕ Александр Юрьевич Семенов ятарлă çар операцийĕнче ырă енĕсемпе кăна палăрса тăрать. Ачаранах йыврăлăхсене хирĕç тăма хăнăхнăран унта та тăван çĕршыв тăнăçлăхĕшĕн хăйне шеллемесĕр çапăçать, умри тĕллевĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Ахальтен мар çар командованийĕ ăна Тав хучĕпе чысланă. Халĕ вара Жуков медалĕ те паттăр ентешĕмĕрĕн кăкăрĕ çинче хăйĕн вырăнне тупнă.
«Эпир Сашăпа мăнаçланатпăр, вăл пур енĕпе те ырă тĕслĕхлĕ арçын. Çирĕп кăмăллă, анчах та çав вăхăтрах инкеке лекнĕ çынна та, чĕрчунсене те хĕрхенет. СВОран тăван тăрăха йытă çури илсе килнĕ, уншăн пăшăрханать, шăнкăравламассерен ун пирки ыйтать. Паллах, эпир чĕрчуна пăхатпăр, куç пек упратпăр. Саша кăна часах киле таврăнтăрччĕ, унчченхи пекех мирлĕ пурнăçпа, тулли çемьепе пурăнасчĕ», — тет Ольга Анатольевна.
Ирина ДАНИЛОВА