photo 2024 10 02 08 28 13Чăваш Енри Хĕрарăмсен канашĕ çумĕнче ятарлă çар операцине хутшăнакансен çемйисене пĕрлештерсе тăракан клуб ĕçлет. Унăн тĕллевĕ — салтаксен амăшĕсене, мăшăрĕсене, аппăшĕсемпе йăмăкĕсене, хĕрĕсене пĕр чăмăра пухса пурнăçри йывăрлăхсене çĕнтерсе пыма пулăшасси, хавхалантарасси. Пĕр шухăш-кăмăлпа пурăнакансене пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни, хутшăнни, кам мĕнпе пурăннине пĕлсе тăма çав тери кăсăклă. СВО участникĕсен çемйисене пĕрле пухакан клубăн черетлĕ пухăвĕ çак кунсенче Çĕнĕ Шупашкарти «Лента» фабрикăра иртрĕ. Ку предприяти Çĕнтерĕве çывхартассине пысăк тÿпе хывать. Фабрикăра СВО валли продукци хатĕрлеççĕ. Çапăçу хирĕнчен ывăлне, мăшăрне кĕтекен хĕрарăмсемшĕн Калашников автомачĕ валли ременьсене, хÿтлĕх жилечĕсене /бронежилетсем\, наçилк­касене тата ытти нумай япаласене заводра еплерех туса кăларнине хăйсен куçĕпе курни пĕлтерĕшлĕ пулчĕ. Чăваш Енрен пуçтарăннă хĕрарăмсене экскурси кăмăла кайрĕ. Фабрика продукцийĕ пахалăхлă пулнине курса ĕненчĕç вĕсем. Лентăсемпе ременьсем пысăк нагрузкăна чăтма пултараççĕ, çакă салтаксен хăрушсăрлăхĕшĕн пĕлтерĕшлĕ. Чă­ваш Енри Хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Наталья Николаева та салтаксен амăшĕсемпе, мăшăрĕсемпе пĕрле цехсем тăрăх пĕрле утса çÿрерĕ. Заводра ытларах хĕрарăмсем ĕçлеççĕ. СВО участникĕсен амăшĕсемпе мăшăрĕсен клубĕн «Лентăра» иртнĕ тĕл­пулăвĕнче чылай темăсене сÿтсе яврĕç, пĕр-пĕринпе ăшшăн калаçрĕç. «Çавра сĕтел» хушшинче калаçăва Раççей Президенчĕн Атăлçи федераллă округĕнчи полномочиллĕ представителĕн пулăшуçи Владимир Колчин, Чăваш Ен вице-премьерĕ Дмитрий Краснов та хутшăнчĕç. Вĕсем клуб участникĕсене вăй-халшăн, чăтăмлăхпа ăс-тăншăн тав турĕç. «Пĕрле» Фондăн ĕç тăвакан директорĕ Наталия Колыванова çар операцийĕ валли укçа-тенкĕ, гуманитари пулăшăвĕ пуçтарни çинчен, мĕн кирлине туянни пирки каласа пачĕ.

Çак тĕлпулăва пирĕн Вăрмар округĕнчи Кивĕ Вăрмар ялĕнчен Людмила Геннадьевна Борисова та хутшăннă /ÿкерчĕк çинче\. ЧР Хĕра­рăм­сен канашĕн Вăрмарти уйрăмĕн активлă членĕ, ятарлă çар операцине тулли мар мобилизаци йĕркипе хутшăнакан Анатолий Николаевич Борисовăн амăшĕ вăл. «Çакăн пек тĕл­пулусем йĕркелени питĕ пулăшать, хăйне майлă хавхалантарать те. 56 çын хутшăнтăмăр республикипе ку мероприя­тие. «Лента» завод­ри производство процесĕпе паллашрăмăр, пĕр-пĕринпе калаçрăмăр. Маттур пурте. Камăн ывăлĕ е мăшăрĕ СВО-ра — чылайăшĕ паянхи кун салтаксене пулăшассипе тăрăшса ĕçлет: маскировка сечĕсем çыхаççĕ, арçури /леший\ кос­тюмĕсем, плащ­сем çĕлеççĕ тата ытти те. Эпир те ялта мас­кировка сечĕсем çыхатпăр. Ял халăхне гуманитари пулăшăвĕ пухма, маскировка сечĕсем çыхма материалсем туянма укçа-тенкĕ пуçтарнăшăн хамăрăн çемьерен тав тă­ватăп. Çавăн пекех ял çыннисене маскировка сечĕсем хатĕрлес ĕçе активлăрах явăçтарсан питĕ лайăх пулĕччĕ. Ыттисене те чĕнетпĕр çак пархатарлă ĕçе!»

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Декабрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
25 26 27 28 29 30 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 31 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика