Шăплат ялĕнче пурăнакан Людмила Леонидовна Яковлевăна темиçе çултанпах пĕлетĕп. Вăл чылайранпа ĕнтĕ Вăрмарти ветстанцин Энтриялĕнчи участокĕн заведующийĕнче вăй хурать. Иртнĕ кунсенче Людмила Леонидовнăна курсан унăн ывăлĕ Тимур — ятарлă çар операцийĕн участникĕ — тăван ялне кĕске отпуска килессе пĕлтерчĕ вăл. Майлă самантпа усă курса Тăван çĕршыв хÿтĕлевçипе куçа-куçăн тĕл пулса калаçрăм.
Тимур Анатольевич Яковлев ятарлă çар операцине мобилизаци йĕркипе хутшăнать. 2022 çулхи октябрĕн 18-мĕшĕнче вăл ытти салтак-ентешсемпе пĕрле Вăрмар округĕнчен хĕрÿ вырăна тухса кайнă. «Малтанах Оренбург облаçĕнче вĕренÿ пулчĕ, декабрь уйăхĕн варринче вара Запорожск облаçне çитсе вырнаçрăмăр. Чăваш полкĕнче ПТУР /противотанковые управляемые ракеты\ батарейинче службăра тăратăп, водитель тивĕçĕсене пурнăçлатăп», — каласа парать Тимур Анатольевич.
Тимур Яковлев 1992 çулхи апрелĕн 11-мĕшĕнче Шăплат ялĕнче çуралса ÿснĕ. Урнар шкулĕнче 10 класс вĕреннĕ, 11-мĕш класа вара Пысăк Енккассинчи вăтам шкулта пĕтернĕ. Ун хыççăн Мускаври автомобильпе çул-йĕр институчĕн пирĕн республикăри филиалĕнче ăс пухса транспорт çинчи организаципе управлени инженерĕн специальноçне алла илнĕ. Çав вăхăтрах водителе те вĕреннĕ. Салтак ячĕ тухсан, 2014-2015 çулсенче, Тверь хулинче РФ Сывлăш-Çар Вăйĕсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă. Тăван тăрăха таврăнсан ĕçе кÿлĕннĕ, стройка енĕпе ĕçленĕ. 2018 çулта çемье çавăрнă, Карăкçырми хĕрĕпе Кристина Вячеславовнăпа мăшăрланса пĕрле пурăнма тытăннă. Халĕ Яковлевсен çемйинче Максим ятлă ывăл çитĕнет, вăл кĕçех 6 çул тултарать.
Тимур Анатольевич СВОна тухса кайнăранпа 2 çул çитсе пырать. Кунсерен йывăрлăхсемпе, тĕрлĕ хăрушлăхпа çума-çумăн пулса неонацизма хирĕç кĕрешеççĕ, çар задачисене пурнăçласа Тăван çĕршывшăн, тĕрĕслĕхшĕн, ирĕклĕхшĕн çапăçаççĕ пирĕн салтаксем, çав шутра Тимур Анатольевич та. Ахальтен мар унăн кăкăрĕ çинче Жуков медалĕ тата «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медаль тивĕçлипех хăйсен вырăнне тупнă. «Водитель пулнă май салтаксене илсе çÿретĕп, тĕрлĕ тиевсем турттаратăп, связист ĕçне пурнăçлатăп, эвакуаци енĕпе ĕçлетĕп тата ытти те. УАЗ автомашинăпа чупатăп. Дронсенчен сыхланса ăна РЭБ хатĕрĕпе /радио-электронная борьба\ тивĕçтернĕ, — тет Тимур Анатольевич. — Волонтерсен пулăшăвне палăртса хăварас килет. Вăрмар округĕн волонтерĕсем салтаксене пулăшу кÿрес ĕçе питĕ лайăх йĕркеленĕ, активлă, туслăн, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ. Мĕн ыйтнине пирĕн пата кĕске вăхăтра çитерсе тăраççĕ. Çавăнпа СВО волонтерĕсене те, гуманитарлă пулăшу пуçтарса паракан çынсене те — пурне те пысăк тав сăмахĕ калатпăр».
Кашни çур çулта тăван ялне кĕске отпуска килсе икĕ эрне çывăх çыннисемпе юнашар ирттерет салтак. «Килтисемшĕн — аннешĕн, мăшăрăмпа ывăлăмшăн, паллах, тунсăхлатăп. Кашнинчех, отпуск вĕçленсен, вĕсенчен уйрăлма çăмăл мар. Телефонпа час-часах çыхăнса калаçатпăр, видеоçыхăнăва та тухатпăр. Вĕсем мана кĕтни чуна ăшăтать, пуçа усма памасть. Кирек мĕнле пулсан та тăшмана парăнмастпăрах, Çĕнтерÿпе таврăнатпăрах!» — тет Тимур Анатольевич.
Ирина ДАНИЛОВА