IMG 2478Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрăн çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмĕнче çак кунсенче нумайлăха асра юлакан пулăм пулса иртрĕ — кунта ĕçлекенсем тата хÿтлĕх тупнă ачасем ятарлă çар операцине хутшăнакан Тикаш ял çамрăкĕпе Федор Юрьевич Ивановпа, тăван тăрăха черетлĕ кĕске отпуска килнĕскерпе, куçа-куçăн тĕл пулса калаçма пултарчĕç. Тĕлпулу ачасене патриотла воспитани парас енĕпе те, центр ĕçченĕсен тавракурăмне анлăлатас енĕпе те пысăк пĕлтерĕшлĕ пулса усăллă иртрĕ.

Чи малтанах Федор Юрьевич центр сотрудникĕсемпе окоп çуртисем тăвассипе мастер-класс ирттерчĕ. Палăртмалла, Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта окоп çуртисем тăвассипе СВО пуçланнăранпах активлă ĕçлеççĕ, ку ĕçе хутшăнакансем ăна куç хупса пурнăçлама пултараççĕ темелле. Анчах СВО участникĕ окоп çуртине мĕнле тумаллине хăй килсе вĕрентни вĕсемшĕн паха опыт пулчĕ, мĕншĕн тесен окоп çурти пĕтĕм енчен тĕрĕс пултăр, тĕтĕм ан кăлартăр, лайăх çунтăр тесен ăна çав тери пĕлсе хатĕрлемелле. Хытă хута тимĕр савăта нăкă вырнаçтармалла, хытă хутăн çунакан вĕçĕ — окоп çуртин хăйăвĕ — савăтран кăшт кăна çÿлерех тухса тăмалла, тимĕр савăчĕ таса пулмалла. «Окоп çуртипе блиндажа çутататпăр, ун çинче чей те вĕретсе ĕçетпĕр, часах пулмасть пулин те — пĕр-ик сехетре шыв вĕреме кĕрет», — каласа парать Федор Юрьевич.

Хаçат вулакансене пĕлме: Вăрмарти халăха социаллă пулăшу кÿрекен комплекслă центрта окоп çурти тумалли хатĕрсем — тимĕр савăтсем, парафин, хытă хут — пуçтараççĕ. Енчен те кам та пулин окоп çурти тума пулăшас кăмăллă пулсан вара — çак ырă ĕçе хутшăнас текенсене учрежденинче хапăл тусах йышăнаççĕ, ĕçлекен алăсем питĕ кирлĕ.

Мастер-класс хыççăн Федор Юрьевич çемьепе ачасене пулăшакан уйрăмăн воспитанникĕсемпе тĕл пулса калаçрĕ, хăйĕн кун-çулĕ, СВОри пурнăçĕ çинчен каласа пачĕ. Федор Юрьевич Иванов 1994 çулхи мартăн 8-мĕшĕнче Тикаш ялĕнче Ева Федоровнăпа Юрий Васильевич Иванов­сен çемйинче çуралса ÿснĕ, икĕ ывăлтан — кĕçĕнни. Тикаш шкулĕнче 9 класс пĕтернĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарти химтехникумра пĕлÿ илнĕ. Унтан çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă — Сыктывкарта сержант шкулĕнче вĕреннĕ, Рос­тов-на-Дону хулинче Раççей Шалти Ĕçсен Министерствин Шалти Çарĕсенче службăра пулнă. Демобилизаци хыççăн чылай вăхăт Чулхула облаçĕн­че ĕçленĕ.

IMG 2544Ун чухне тепĕр хут салтак атти тăхăнма тивессе шутламан, паллах, Федор Юрьевич, анчах пурнăç сукмакĕ хĕрÿ çапăçусем пыракан вырăна илсе çитернĕ ăна. 2022 çулта повестка килсен çамрăк туртăнса тăман, кĕске вăхăтра пуçтарăннă та Тăван çĕршыва хÿтĕлеме тухса кайнă. Халĕ Федор Иванов сержант Запорожье облаçĕнче Чăваш мотострелковăй полкра отделени командирĕ пулса службăра тăрать.

Ачасен салтак пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлмелли нумай пулчĕ. Федор Юрьевич кашни ыйту çине тĕплĕн хуравларĕ. 2 метр тарăнăш траншейăсенче блиндажсем чавса çавăнта пурăннине пĕлтерчĕ. Вĕсен блиндажĕнче 4 çын пурăнать. Ытларах чухне консервланă продукципе апатланма тивет. Салтакăн кану çинчен манмалла, сержантăн пушшех те. Кашни япалашăн, кашни самантшăн яваплă вăл. Çар заданине кайнă чухне 7 кун таран пĕр вырăнта хускалми лармалли те пулать, кашни çеккунтра хăрушлăх салтаксемпе юнашарах çÿрет. Уйрăмах дронсем канăç памаççĕ. «Кунне 30-40 дрон вĕçсе килме пултарать, пурте вĕсем снарядлă. Сирпĕнсе кайсан ванчăкĕсем таçта çити саланаççĕ. Дронсенчен сыхланса РЭБ хатĕрĕпе усă куратпăр», — тет Федор Юрьевич. Анчах, шел те, пĕтĕм чухнех сыхланса юласси пулмасть. Снаряд сирпĕннипе Федор Юрьевич хăй те шар курнă, ванчăксем виçĕ çĕртен амантнă пулнă ăна.

Интереслĕ самант, Ара Мишшин «Чун йыхравĕ» хайлавĕнчи пекех, Федор Юрьевич та СВОра тăватă ураллă çывăх юлташ тупнă. Джесси ятлă йытă пĕлтĕр январь уйăхĕнче салтаксем патне пырса тухнă та — унтанпа вĕсемпе юнашар, Федор Юрьевича хăйĕн хуçи вырăнне хурать. «Джесси дронсем вĕçсе килнине чылай малтан илтет, пире систерет. Çав тери ăслă, шанчăклă йытă. Отпуска та хампа пĕрлех илсе килтĕм ăна», — йыттине мухтать Федор Юрьевич.

Ачасем Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кăкăрĕ çинче çакăнса тăракан медальсемпе кăсăкланчĕç, вĕсене мĕншĕн панине ыйтрĕç. «Ку — Жуков медалĕ. Ăна салтаксене хăюлăхшăн, паттăрлăхшăн параççĕ. Аманнă юлташăма çапăçу хирĕнчен 6 километр хам çинче çĕклесе илсе тухнă хыççăн тивĕçрĕм ăна. «Ятарлă çар операцийĕн участникне» медале вара СВОна хутшăнакансене парса хавхалантараççĕ», — пĕлтерчĕ çамрăк сержант.

Тĕлпулу вĕçĕнче Федор Юрьевич ачасене вĕсем патне çырусем, ÿкерчĕксем ярса панăшăн тав сăмахĕ каларĕ, çырусене чи хаклă парне вырăнне хурса чĕре çумĕн­че çĕклесе çÿренине палăрт­рĕ. «Сирĕн ачалăхăр телейлĕ, лăпкă пултăр тесе çапăçатпăр эпир. Мирлĕ тÿпе айĕнче пурăнма сунатăп сире, ÿссе çитĕнсен Тăван çĕршывăн ти­вĕçлĕ гражданинĕсем пулăр!» — терĕ вăл. Хăйĕн ачалăхри ĕмĕчĕ пурнăçланнине те ка­ла­са пачĕ. Шкул саккинченех трактор туянма ĕмĕтленнĕ иккен Федор Юрьевич, çак кунсенче вара шутланине пурнăçа кĕртме май килнĕ. «Тă­ван тăрăха Çĕнтерÿпе таврăнсан /кун пирки иккĕленместĕп\ ял хуçалăхĕнче, çĕр çинче ĕç­лес кăмăллă эпĕ. Тăван ялта, тă­ван килте çывăх çыннăмăрсемпе юнашар мирлĕ пурнăçпа пурăннине нимĕн те çитмест», — çапла каласа сывпуллашрĕ ачасемпе паттăр салтак.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Октябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
30 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 31 1 2 3

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика