Октябрь уйăхне кăкăр ракĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери уйăхлăх тесе йышăннă, çулсерен октябрĕн 15-мĕшĕнче вара кăкăр ракĕпе кĕрешмелли Пĕтĕм тĕнчери куна паллă тăваççĕ. Çак уйăхлăх шайĕнче Раççейре октябрĕн 14-20-мĕшĕсенче кăкăр ракĕпе кĕрешмелли эрне пулчĕ. Çавна май хĕрарăмсен чи анлă сарăлнă онкологи чирне — кăкăр ракне — профилактикăлассин тата маларах тупса палăртассин пĕлтерĕшĕ пирки тепĕр хутчен аса илтерес килет.

Статистика тăрăх, кашни саккăрмĕш хĕрарăмăн çак чир аталанма пултарать. Хальхи вăхăтра кăкăр ракĕ 30, 20 çулсенчи хĕрарăмсене те шеллемест, çавăнпа чир паллисене пĕлни, вăхăтра тĕрĕсленсе тăни — пурнăçа çăлса хăвармалли пысăк пĕлтерĕшлĕ мелсем шутланаççĕ.

Чир тĕрлĕ сăлтавсене пула аталанса каять. Кунта эстроген гормонăн витĕмĕ те пур: уйăх хушши ир пуçланни /11 çулччен\, уйăх хушши кая юлса вĕçленни /55 çул хыççăн\, пĕрремĕш ачана час çуратманни е ача вуçех те çуратманни, ачана кăкăр çитерменни. Çавăн пекех чир йăхран йăха куçни, çын самăр пулни, эрех-сăрапа иртĕхни усал щыççа çул уçма пултарать.

Чир аталанма пуçланине систерекен паллăсем çинче чарăнса тăрар-ха. Ку вăл: пĕр кăкăрĕнче, е иккĕшĕнче те, хытă вырăнсем, шыçă евĕр вырăнсем пурри; хытă вырăн çийĕ çавра мар, лаптак пулни; ÿт е кăкăр пуçĕ туртăнса тăни; ÿт е кăкăр пуçĕ шыçăнса тăни; кăкăр пуçĕнче е ун тавра эрози, юхан-суран пурри; кăкăр шыçăнса тăрса лимон хуппине аса илтерни; хулайĕнчи е йĕтес шăмми /ключица\ тăрринчи лимфа тĕввисем пысăкланни; пĕр кăкăрĕ яланах канăçсăрлантарни, ыратни; кăкăр пуçĕнчен шĕвек тухни.

Вăрмарти тĕп больницăн онкологи кабинетĕнче паянхи кун тĕлне 577 çын учетра тăрать, çав шутра 120 çынна кăкăр ракĕпе учета илнĕ. 2023 çулта кăкăр ракĕпе чирлĕ 11 çынна тупса палăртнă. 2024 çулхи 9 уйăхра — 5 çынна, вĕсенчен пĕрин чирĕ шала кайнă.

Ан манăр: тухтăр патне кая юлса килсен ракран сывалма йывăр, сиплев вăраха тăсăлать, шыçă çĕнĕрен аталанса кайма пултарать. Маларах тупса палăртнă ракран 90 процентĕнче сывалма пулать. Çавăнпа хăвăрăн çак чир аталанма пуçланă пулĕ тесе шухăшлатăр пулсан пĕр тăхтамасăр тухтăр патне каймалла.

Маммографи тĕрĕслевĕ витĕр тухни çав тери пĕлтерĕшлĕ. 40 çултан иртнĕ хĕрарăмсен ку тĕрĕслеве икĕ çулта пĕрре тухмалла. 40 çула çитейменнисен ультрасасă тĕрĕслевĕ /УЗИ\ витĕр тухмалла. Унсăр пуçне гинеколог патĕнче тĕрĕсленсех тăмалла. Кăкăрти шыççа алăпа тытса пăхса хăвăр тĕллĕн те тупса палăртма пултаратăр. Уйăхсерен кăкăра хăвăр тĕллĕн тĕрĕслесе тăни улшăнусене асăрхама май парать.

Хаклă хĕрарăмсем! Сирĕн сывлăхăр хăвăр аллăртах пулнине асра тытăр. Тухтăрсем патĕнче планпа килĕшÿллĕн тĕрĕсленсех тăрăр. Хăвăра сыхлăр!

Ольга ИВАНОВА, Вăрмарти тĕп больницăн онкологи кабинечĕн медицина сестри

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика