Çĕнĕ Мăнтăр ялĕнче çуралнă, ятарлă çар операцине хутшăнакан Николай Витальевич Крыловăн паттăр ĕçĕ Вăрмар округĕпе республикăра кăна мар, çĕршывĕпех кĕрленĕ. «Чугун» позывнойлă ентешĕмĕр «Леший» позывнойлă аманнă юлташне хăйĕн çинче минăллă уй тăрăх 4 километр çĕклесе тухса медицина ĕçченĕсем патне çитерни çинчен Пĕрремĕш канал кăтартнă.
Николай Крылов — 51-мĕш армин 114-мĕш бригадин штурм взвочĕн командирĕ — çарти чăн-чăн туслăх мĕн иккенне хăйĕн тĕслĕхĕпе кăтартса çирĕплетнĕ. Ĕç-пуç Донецк Халăх Республикинчи Курахово районĕнче пулса иртнĕ. Николайăн ултă штурмовикрен тăракан взвочĕ тăшмана опорникрен хăваласа янă, анчах «Леший» позывнойлă салтак йывăр аманнă. Юн кайнипе аптăранă, осколок лекнипе темиçе çĕртен те суранланнă, шăммине хуçнă салтак медиксене кĕтсе илеймесен те пултарнă. Командир нумай шухăшласа тăман, ытти салтаксене мĕн тумаллине хушса хăварнă та аманнă юлташне хăйĕн çине çĕклесе вырттарса йывăр çула тухнă. Хăйпе пĕрле вăл урăх никама та илмен, мĕншĕн тесен йĕри-тавра тăшмансен дронĕсем вĕçнĕрен вĕсен тĕлне лекес хăрушлăх пысăк пулнă.
Бронежилет тăхăннă, автоматпа çар комплекчĕ çакнă командир 80 килограма яхăн таякан аманнă салтака хăй çинче çĕклесе çырма-çатраллă вырăнсем, минăллă уйсем тăрăх медиксем патне çав-çавах илсе тухнă. Хамăрăн дрон операторĕ ăна мĕнле маршрутпа пымаллине раци урлă каласа пынă. Çапла командирăн çаврăнăçулăхĕ салтакăн пурнăçне çăлса хăварма пулăшнă. Халĕ «Леший» госпитальте сипленет.
Хăйне хĕрхенмесĕр юлташне çăлнăшăн, хăюлăхпа палăрнăшăн Николай Крылова Паттăрлăх орденĕпе наградăлама тăратнă. Унăн командирĕсем Николай яваплă, çирĕп кăмăллă çын пулнине, пĕрремĕш хут кăна мар хăйне лайăх енчен кăтартнине, çавăнпа унпа мухтаннине пĕлтереççĕ.
«Эпĕ хамăн ĕçе паттăрла тесе шутламастăп. Салтаксен йышне упрасси, вĕсене çăласси — ку вăл пирĕн тÿрĕ тивĕç», — тет Николай Крылов сăпайлăн.
Ентешĕмĕр çинчен ытларах пĕлес тесе унăн мăшăрĕпе Кристина Сергеевнăпа çыхăнтăмăр. Акă мĕн пĕлтерчĕ вăл пире. Николай 1998 çулхи апрелĕн 15-мĕшĕнче Çĕнĕ Мăнтăрта çуралнă, Чупай шкулĕнче 9 класс вĕренсе пĕтернĕ. Ача чухнех спортпа туслă пулнă. Йĕлтĕрпе чупассипе, çăмăл атлетика, баскетбол енĕпе тĕрлĕ шайри ăмăртусене хутшăнса грамотăсемпе медальсене тивĕçнĕ. Шкул хыççăн Шупашкарти электромеханика колледжне вĕренме кĕнĕ. Салтак ячĕ тухсан Калининград облаçĕнчи Балтийск хулинче тинĕс пехотинче çулталăк хушши службăра тăнă, ун хыççăн контракт алă пусса çавăнтах тепĕр çулталăка юлнă, десантпа штурм отделенийĕн командирĕ пулнă. Тăван тăрăха таврăнсан çемьеленсе Çĕрпÿ хулинче тĕпленнĕ. Халĕ Кристина Сергеевнăпа Николай Витальевич Крыловсен çемйинче 4 çулти Иван çитĕнет, кĕçех çемье татах хушăнасса кĕтеççĕ вĕсем.
«Коля СВОна кăçалхи июнĕн 20-мĕшĕнче контракт пусса тухса кайрĕ. Унăн утăмĕ маншăн кĕтменлĕх пулмарĕ. Вăл яланах патриотлăхпа палăрса тăнă, çар ĕçĕпе кăсăкланнă. Унăн ашшĕпе пĕртăванĕсем те пурнăçне çарпа çыхăнтарнăран Коля та вĕсенчен тĕслĕх илнĕ пулĕ тесе шухăшлатăп. Темĕнле пулсан та, пирĕн унăн йышăнăвĕпе килĕшме тиврĕ. «Эпĕ халĕ хамăн вырăнта», — тет Коля», — каласа парать Кристина Сергеевна мăшăрĕ пирки. Николай малти лининче пулнăран пĕр-пĕринпе çыхăнăва час-часах тухаймаççĕ вĕсем. Ытларах телеграм урлă çырусем вĕçтереççĕ. «Чи пĕлтерĕшли — Кольăран виçĕ сăмах та пулин илсе вулани. Апла пулсан, тавах Турра, вăл ырă-сывă, чиперех. Эпир уншăн кĕл тăватпăр, унпа мăнаçланатпăр, юрататпăр, кĕтетпĕр», — тет Кристина Сергеевна.
Ирина ДАНИЛОВА