photo 2024 11 01 13 37 45Интернет-технологисем активлă аталанаççĕ пулин те, Раççей почтин ĕçĕ-хĕлĕн пĕлтерĕшĕ çĕршывшăн тата халăхшăн чакмасть, уйрăмах яллă вырăнсенче. Акă, Энĕшпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕнче, пысăк хуласенчи пекех, Раççей почтин мĕнпур пулăшăвĕпе те усă курма май пур. Почта урлă укçа-тенкĕ куçарма е илме, хаçат-журнал çырăнма, корреспонденци илме, мобильлĕ телефон çине укçа хума, коммуналлă пулăшусемшĕн тÿлеме пулать тата ытти те.

Почтальонсен ĕçĕ-хĕлĕ те хăйне евĕрлĕ. Вĕсен хăйсен тÿрĕ тивĕçне пурнăçланисĕр пуçне халăхпа та хутшăнма пĕлмелле. Кирлĕ чухне çынсемшĕн психолог та, сутуçă та, пулăшуçă та пулмалла. Почта ещĕк­не хаçат-журнал е çыру хăварнипе çеç çырлахмаççĕ почтальонсем. Вĕсен ĕçĕ пысăк яваплăхпа çыхăннă, мĕншĕн тесен укçа-тенкĕпе ĕçлемелле, пенси укçи валеçмелле. Хальхи вăхăтра нумайăшĕ банк карттисемпе усă курать пулин те, ватă çынсем çав-çавах пенси укçине почтальон урлă килте илсе тăма хăнăхнă-çке.

Энĕшпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕнче 16 çул ĕнтĕ начальникре Надежда Васильевна Яковлева вăй хурать. Ырă кăмăллă, тăрăшуллă, ĕçчен хĕрарăм çыхăну уйрăмĕн ĕçĕ-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе çирĕп алăпа тытса пырать. Почтальонсем вара кунта тăваттăн. Любовь Владимировна Никифоровăн ĕç стажĕ пысăк — 21 çул таран. Ĕç участокĕ унăн — Хуруй тата Атайкасси ялĕсенче. Наталия Владимировна Арсентьева почтальонра 14 çул ĕçлет, Энĕшпуç станцийĕ енче пурăнакансене корреспонденципе, почта пулăшăвĕсемпе тивĕçтерет. Надежда Николаевна Филимонова почтăра 10 çула яхăн тăрăшать. Екатерина Вячеславовна Юсупова вара нумай пулмасть кăна-ха ĕçе вырнаçнă кунта. Вĕсен участокĕсем иккĕшĕн те Энĕш­пуç ялĕнче.

«Халăхпа ĕçлеме пире килĕшет, — теççĕ почтальонсем. — Эпир яланах çын çинче темелле. Пуринпе те калаçатпăр, пулăшатпăр. Вăрттăнлăх мар, хальхи саманара хаçат-журнал çырăнакансен шучĕ чакасшăн. Эпир ку лару-тăрăва ла­йăх енне çавăрассишĕн тăрăшатпăр. Çынсемпе ырă кăмăллăн, тараватлăн калаçса хаçат-журнал çырăнма сĕнетпĕр. Палăртмалла, «Хĕрлĕ ялав» хаçата халăх кăмăлласа çырăнать, уйрăмах аслă ÿсĕмрисем. Çамрăксем хăйсене кирлĕ информацие, çав шутра район хыпарĕсене те, интернетра шыраççĕ пулсан, ватăсемшĕн алла хаçат тытса вулани паха. Хаçат вуласа вĕсем хăйсене пурнăçпа тан утнине туяççĕ. Эпир вара куншăн савăнатпăр».

Хальхи вăхăтра почта — пĕчĕк лавкка та. Кунта кашниех хăйне кирлĕ япала туянма пултарать: апат-çимĕç продкцийĕ, кулленхи пурнăçра усă курмалли хими продукцийĕ тата ытти те. Çавăнпа почтальонсен сутуçă пулма та тивет. Килĕсенчен тухайман ватăсемшĕн ку вăл питĕ пĕлтерĕшлĕ. Почтальон хаçат-журнал е пенси илсе килнисĕр пуçне ватăсене кирлĕ таварпа та тивĕçтерет.

«Лайăх почтальонăн хăйĕн ĕçне те, çынсене те юратмалла, вара ĕç ăнăçатех. Пирĕн почтальонсем шăпах çавăн пек. Вĕсене Энĕшпуç тăрăхĕнче пĕтĕм çын пĕлет тата хисеплет», — ăшă сăмахсем калать поч­та начальникĕ Надежда Васильевна почтальонсем пирки.

Энĕшпуç почтальонĕсен пултарулăхĕ куç умĕнчех. Вĕсем хастарлăхпа палăрса тăраççĕ, ĕç планне те кашнинчех тултарма тăрăшаççĕ. Кашни çырăнтару кампанийĕнчех Вăрмар ра­йон хаçатне «Хĕрлĕ ялава» активлă çырăнтараççĕ. Çавна кура «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ Энĕшпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕн ĕçченĕсене хавхалантарма шутларĕ, почта начальникне те, почтальонсене те, вĕсен ĕçне хисеплесе тата тав туса, электричествăпа ĕçлекен чейниксем парнелерĕ.

Зинаида ПАВЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика