«Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ Чăваш Енре, çав шутра Вăрмар округĕнче те, малаллах пурнăçланать. Кăçал, акă, округри темиçе ялта та çĕнĕ медицина учрежденийĕсем пациентсем валли хăйсен алăкĕсене тараватлăн уçрĕç.

Саруй ялĕнче çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ хута кайрĕ. Ăна кирлĕ оборудованипе тата сĕтел-пуканпа туллин тивĕçтернĕ. Хăтлă лару-тăрура тĕрлĕ медицина процедурисем, вакцинаци тума, профилактика мероприятийĕсем ирттерме, диспансеризаци тухма пулать. Çавăн пекех сусăр çынсем валли пандус та вырнаçтарнă. Шалта — пациентсене йышăнмалли, эмелсем упрамалли кабинетсем. Газ, шыв кĕртнĕ, пысăк хă­вăртлăхлă интернет, видеосăнав та пур. Медицина ĕçченĕсене ĕçлеме те мĕнпур условисем çителĕклĕ, пациентсене те çĕнĕ ФАПра медицина процедурисем илме питĕ меллĕ. ФАП икĕ ял халăхне — Урнар тата Саруй ялĕсенче пурăнакан 400-е яхăн çынна медицина пулăшăвĕсемпе тивĕçтерет.

dok1Тупах ялĕнче те кăçал çĕнĕ ФАП уçăлчĕ. Кунта 200-е яхăн çыннăн сывлăхне пăхса тăраççĕ. Унсăр пуçне Арапуç ялĕнче те çĕнĕ врач амбулаторийĕ ĕçлеме пуçларĕ. Пĕтĕмлетсе каласан, медицинăн хальхи стандарчĕсем аяк­ри ялсене те çитсе пыраççĕ. Çĕнĕ медицина учрежденийĕсем терапи тата педиатри пулăшăвĕсен тулли комплексĕпе тивĕçтереççĕ.

Пуласлăх тĕллевĕсем те пысăк. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕ шайĕнче çитес çулсенче Пысăк Енккасси ялĕнче çĕнĕ врач амбулаторийĕ, Чупай, Чулкас, Кавал, Кĕтеснер, Тикаш ялĕсенче çĕнĕ ФАПсем хăпартма планланă. Çавăн пекех Вăрмар поселокĕнче çĕнĕ больница комплексĕн строительствине пуçлама палăртнă, халĕ проект тăвассипе ĕç пырать.

Тĕп задачăсенчен пĕри — больницăна кадр­семпе тивĕçтересси. Кă­çал Вăрмар округĕн­че икĕ çамрăк тухтăр ĕçе пуçăнчĕ. Вăрмарти поликлиникăра август уйă­хĕнчен пуçласа Павел Вячеславович Яковлев врач-хирург /сăн ÿкерчĕк çинче/ пациентсене йышăнать. Вăл Карăк­çырми ялĕнче çуралса ÿснĕ. И.Н.Улья­нов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тĕллевлĕ майпа вĕренсе пĕлÿ илнĕ, «Земство тухтăрĕ» программăпа килĕшÿллĕн ĕçе выр­наçнă. Ĕçлеме пуçланăранпа вăхăт нумаях та иртмен пулин те — пациентсем çамрăк тухтăрпа кăмăллă пулнине палăртаççĕ. «Ырă кăмăлпа йышăнать, тĕп­лĕн тĕрĕслет, профессионаллă сĕнÿсем парать, сипленме пулăшать», — теççĕ ун пирки çынсем.

Терапи уйрăмĕнче те çĕнĕ тухтăр — Дарья Олеговна Анд­реева /сăн ÿкерчĕк çинче/. Çамрăк врач-терапевт та И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чă­ваш патшалăх университечĕн медицина факультетĕнче тĕллев­лĕ майпа вĕреннĕ. Пĕр хушă Шупашкарта хулари тĕп больницăра участокри врач-терапевтра ĕçленĕ. Халĕ Вăрмарти больницăра вăй хума тытăнчĕ.

dok2Унсăр пуçне кăçал Вăрмар больницин кадрĕсем çĕнĕ медицина сестрисемпе пуянланчĕç. Шăхальти ФАПра заведующи — медицина сестри пулса Диана Евгеньевна Никитина ĕçлеме пуçларĕ. Педиатри уйрăмĕнче, стационарта, Наталья Валерьевна Филимонова медицина сестри ĕçе пуçăнчĕ. «Земство фельдшерĕ» программăпа Пинерти ФАПа Алина Васильевна Сергеева, Тупахри ФАПа Елена Ивановна Кузнецова ĕçлеме килчĕç.

Надежда ВАСИЛЬЕВА, Вăрмар больницин тĕп тухтăрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика