Кашни ашшĕ-амăшĕн чун-чĕри хăйсен ачисемшĕн ыратать. Ывăл-и е хĕр, пиллĕкре-и е вăтăр пиллĕкре-и — ĕмĕр тăршшĕпех тĕпренчĕкĕсемшĕн пăшăрханса, ыррине кăна сунса пурăнаççĕ вĕсем. Халĕ, ятарлă çар операцийĕ пынă вăхăтра, ашшĕ-амăшĕн чун хумханăвĕ уйрăмах вăй илет, аякри çĕрсем çинче Тăван çĕршывăн чиккисене хÿтĕлекен паттăр ывăлĕсемшĕн пĕр вĕçĕмсĕр кĕл тăваççĕ çывăх çыннисем, май килнĕ таран пулăшма тăрăшаççĕ.
Чулкас ялĕнче пурăнакан Клавдия Васильевнăпа Сергей Михайлович Мироновсен ывăлĕ Алексей те, СВО пуçланнăранпах çĕршыв умĕнчи тивĕçне хăюллăн пурнăçлаканскер, ашшĕ-амăшĕн пулăшăвне, тĕревне туйса тăрать. Клавдия Васильевна пĕлтернĕ тăрăх, ывăлĕ службăра тăракан вырăна ашшĕ тата çывăх тăванĕсем кăçал кăна 5 хутчен кайса килнĕ. Акă, иртнĕ кунсенче çеç-ха ашшĕ Сергей Михайлович хăйĕн иккĕмĕш сыпăкри пĕртăванĕпе Андрей Владимировпа пĕрле Алексей патĕнче пулса ăна кирлĕ япаласем — маскировка сеткисем, КамАЗ автомашина аккумуляторĕсем тата ыттине те парса хăварнă /сăн ÿкерчĕк çинче/. «Ывăлăмăра хамăр кăна çапла пулăшма вăй çитерейместĕмĕрччĕ пулĕ. Тавах Вăрмар округĕнче, Чулкас ялĕнче пурăнакансене, тăвансемпе юлташсене, Вăрмар округĕн руководствине, «Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисем» фондăн Вăрмарти уйрăмне, Чулкасри «Хĕрарăмсен канашĕ», «Ача-пăча телейĕ» ушкăнсене, Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркĕве, СВО волонтерĕсене тата ырă кăмăллă ытти çынсене те. Вĕсем Алеша валли мĕн кирлине туянма укçа-тенкĕ те пуçтарса параççĕ, япаласемпе те пулăшаççĕ, çула тухма бензинпа та тивĕçтереççĕ», — тет Клавдия Васильевна.
Алексей — çемьере икĕ ачаран кĕçĕнни. Вăл 2001 çулхи февралĕн 9-мĕшĕнче çут тĕнчене килнĕ. Чулкасри шкулта 9 класс вĕреннĕ, 10-11 классене Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта пĕтернĕ. Унтан Чăваш патшалăх аграри университетне вĕренме кĕнĕ. 2-мĕш курс хыççăн вара, 2021 çулта, РФ Хĕç-Пăшаллă Çарĕсен ретне тăнă, çар çынни пулас тĕллевпе контракт пуснă. 2022 çултанпа — СВОра, артиллеринче службăра тăрать.
«Алеша мĕн ачаран хăйĕн пурнăçне çарпа çыхăнтарма ĕмĕтленнĕ. Шкулта чухне «Зарница», «Орленок» çарпа спорт вăййисенче, çамрăк армеецсен парачĕсенче яланах командир пулнă. ОБЖ предмечĕпе палăрнă, олимпиадăсене хутшăннă. Спортпа физкультурăна кăмăлланă, волейболла, футболла вылянă, йĕлтĕрпе чупнă. Шкул пурнăçĕнче активлă пулнă. Мĕн тĕрлĕ грамота çук унăн - вĕсене типтерлĕн упратăп. «Эпĕ ÿссен çар çынни пулатăп», — тетчĕ яланах. Чун туртăмĕ çавăн пек пулнă унăн. Хăйĕн тĕллевне пурнăçларĕ, пирĕн вара унăн йышăнăвĕпе килĕшме тиврĕ», — каласа парать амăшĕ.
СВОра маларах Харковь облаçĕнче пулнă Алексей, халĕ — Белгород облаçĕнче. Ашшĕ-амăшĕпе телеграм урлă час-часах çыхăнăва тухма тăрăшать вăл, вĕсен чунне лăплантарать. Тăвана тăрăха кĕске отпуска виçĕ хутчен килсе кайнă салтак. Черетлĕ отпуск вăхăчĕ çывхарса пынă май Клавдия Васильевнăпа Сергей Михайлович ывăлне чăтăмсăррăн кĕтеççĕ.
Ирина Данилова