photo 2024 11 12 07 44 52Вак тата вăтам предпринимательлĕх — экономика аталанăвĕн тĕп ресурсĕсем

Вăрмар муниципаллă округĕнче хальхи вăхăт тĕлне регис­трациленнĕ 660 вак тата вăтам предпринимательлĕх субъекчĕ шутланать. 2024 çулхи 9 уйăхри кăтартусене илес пулсан округри производство калăпăшĕ 1,6 хут ытларах ÿснĕ. Çакăнта «Аквапром» тулли мар яваплă обществăн тÿпи пысăк. Сентябрь уйăхĕн­че кăçал ĕçлĕ визитпа Вăрмар округĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн председателĕн за­мес­тителĕ — экономика аталанăвĕпе пурлăх хутшăнăвĕсен министрĕ Дмитрий Краснов пулнă, вăл «Аквапромри» производство процесĕпе тĕплĕн паллашнă, унăн ĕçĕ-хĕлне пысăк хак панă, Вăрмар округĕн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕнче уйрăмах пысăк вырăн йышăннине палăрт­нă. Дмитрий Иванович предприяти руководствипе ĕçченĕсене пархатарлă ĕçшĕн тав тунă.

Заводра гидроаккумуляторсем, сарăлакан пичкесем тата ыттине те туса кăлараççĕ. Продукцие Пенза, Чулхула, Хусан, Красноярск тата ытти хуласене, тĕрлĕ региона ăсатаççĕ. Предприятире Вăрмар поселокĕнчи, кÿршĕ ялсенчи 100 ытла çын вăй хурать. Палăртма кăмăллă, кунта тата тепĕр производство цехĕ ĕçлеттерсе янă.

Иртнĕ шăматкун Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев хутшăннипе иртнĕ стратеги сессийĕнче республикăн 2025-2030 çулсенчи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанă­вĕн комплекслă программипе килĕшÿллĕн 23 муниципалитет хатĕрленĕ проект-драйверсене пăхса тухнă. «Муниципалитетсен проекчĕсене, манăн шухăшпа, япăх мар хатĕр­ленĕ. Вĕсене пурнăçламашкăн лайăх майсем пур», - палăртнă Олег Алексеевич. Çав вăхăтрах вăл проектсен фантази шайĕнче пулмалла маррине палăртнă: вĕсене пурнăçлама тĕллев лартса çакăн валли укçа уйăрмалла.

Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев стратеги сессийĕнче икĕ проектпа паллаштарнă: «Вăрмар муниципаллă округĕнчи Вăрмар поселокĕнче гидроаккумуляторсем туса кăларакан автоматизациленĕ цехăн строи­тельстви» тата «Вăрмар муниципаллă округĕнчи Арапуç ялĕнче 200 пуç мăйракаллă шултра выльăх усрамалли сĕт фермин строительстви». Пĕрремĕш проекчĕ шăпах «Аквапром» предприятипе çыхăннă. Пĕтĕмĕшле ăна пурнăçа кĕртмелли хакĕ 450,0 млн. тенкĕпе танлашать. Çак проекта 2024 çултан пуçласа 2030 çул тĕлне 3 тапхăрпа пурнăçласа пĕтермелле. Проектăн тĕллевĕ — промышленноçа аталантарасси, пысăк технологиллĕ производство йĕркелесси. Проекта пурнăçа кĕртни промышленноç производствине ÿстерме, муниципаллă округăн бюджетне кĕрекен налук укçи-тенкине ÿстерме, çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тума май парĕ.

Иккĕмĕш проекчĕ «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче çĕнĕ фер­ма туса хурассипе çыхăннă. Сĕт тата сĕт-çу рынокĕ апат-çимĕç рынокĕнче стратеги пĕлтерĕшлĕ. Çак продукцин производстви перспективлă шутланать, мĕншĕн тесен халăх яланах тăван çĕр çинче туса илекен производительсен продукчĕсене туянасшăн. Палăртнă тăрăх, çак проекта пурнăçламалли пĕтĕмĕшле хакĕ 210 млн. тенкĕ, ăна та 2024 çулта тытăнса 2030 çул тĕлне 3 тапхăрпа вĕçлесе пĕтермелле. Унăн тĕллевĕсем: хушма ĕç вырăнĕсем туса хурасси, округ экономикине аталантарасси, бюджета кĕрекен налук укçи-тенкине, агропромышленноç продукцийĕн калăпăшне, ялти агропрофессисен сумне ÿстересси.

Олег Николаев комплекслă программăна çирĕплетнĕ хыççăн Чăваш Ен Правительствин команди муниципалитетсене тухса çÿреме пуçласси çинчен каланă. Аталану прог­раммине сÿтсе явĕç: объектсене кайса курĕç, вĕсем мĕнле лару-тăрура пулнине, мĕн çитменнине тишкерĕç.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика