Аннесем пурнăç парнелекенĕсем, хăйсене тĕппипех ачисене халалласа вĕсене тимлĕхпе, ачашлăхпа çупăрлаканĕсем, пурнăçра ăнăçлă çын пулма пулăшаканĕсем. Шăпах ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхĕ ачан аталанăвне тата вăл мĕнле çын пулса çитĕнессине пысăк витĕм кÿрет. Вăрмар поселокĕнчи Ариша Владимировнăпа Алексей Олегович Сергеевсем юратупа килĕшÿре 4 ача пăхса çитĕнтереççĕ. Асли Давид 10 çулта, Нелли 7 çулта, Диомид 4 çулта, Демьян 2 çулта. Давидпа Нелли Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта вĕренеççĕ, Диомидпа Демьян «Березка» ача сачĕн воспитанникĕсем.
Ариша Владимировна йăлтах ачисемшĕн, çемьешĕн, килти хăтлăхшăн чунтан-чĕререн тăрăшакан илемлĕ çамрăк хĕрарăм. Амăшĕ пуласси — хăйĕн тĕп тивĕçĕ тесе шутлать вăл. Çак тивĕçе çапла пулмалла тесе мар, чунтан-чĕререн тухакан ăшă туйăмсемпе, юратупа пурнăçлать вăл. Ĕмĕтре, планра пиллĕкмĕш ача та пур-ха вĕсен мăшăрĕпе Алексей Олеговичпа иккĕшĕн. Ариша Владимировна 4 ача амăшĕ пулнипе пĕрлех Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталанупа спорт пайĕн тĕп специалист-эксперчĕ пулса тăрăшать. Чулкас ялĕнче çуралса ÿснĕскер шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи управлени факультетĕнчен «Патшалăх тата муниципаллă управлени» специальноçпе вĕренсе тухнă. 2015 çултан пуçласа паянхи кунчченех райадминистрацире вăй хурать. Спорта питĕ кăмăллать вăл, волейболла выляма, тренажер залне çÿрет Спорт çуртне, çу тăршшĕпех ирсерен чупма та тухнă. Çакăнпа пĕрлех тутлă апат-çимĕç хатĕрлеме юратать. Ачасене лайăх вĕренме, çитĕнме пулăшакан усăллă та тутлă апат пĕçерсе çитересси çине пысăк тимлĕх уйăрать. Ачисене те пĕрле явăçтарать ку ĕçе. Мăшăрĕ Алексей Олегович сварщик профессине алла илнĕ, паянхи кун опытлă строитель. «Алă-ури пит ăста», - теççĕ ун пек арçынсем пирки. Пур ĕçе те тытса тума пултарать, ĕçченлĕхпе палăрать. Ĕçрен ывăнса таврăнсан ачисем пĕрин хыççăн тепри ăшшăн кĕтсе илни мĕн тери пысăк савăнăç ашшĕшĕн. Ывăннине те манса каятăн çакăн пек чухне, вĕсемпе пĕрле выляма вăй-хал та тупăнать. Çемье çавăрса пĕрле пурăнма пуçланăранпа 10 çул ытла Сергеевсен. Çак вăхăт хушшинче çур сăмахранах, пĕр-пĕрне пĕрре пăхсах ăнланма вĕренсе çитнĕ вĕсем. Çемьепе пĕрле пулма, унта та кунта тухса çÿреме яланах вăхăт тупма тăрăшаççĕ. Пурте пĕрле Хусанти зоопарка кайса килни уйрăмах килĕшнĕччĕ ачасене. Ариша Владимировна ачисемпе пĕрле тĕрлĕ конкурссене хутшăнма та вăхăт тупать. Вăрмар муниципаллă округĕнче çамрăк çемьесем хушшинче иртнĕ «Çемьери йăла-йĕркесем» фестивальте, «Атте, анне тата эпĕ» спорт конкурсĕнче палăрнă вĕсем, «Çулталăк символĕ» çулсеренех иртекен конкурсра та активлă. Сергеевсен аслă ывăлĕ 4-мĕш класра вĕренекен Давид йăлтах пиллĕк паллăсемпе вĕренет, отличник. Уроксене хăй тĕллĕн тĕплĕн хатĕрленет. Шкул хыççăн кашни кун тĕрлĕ кружоксене çÿрет — шывра ишессипе «Илем» физкультурăпа спорт комплексне, велоспорт енĕпе Спорт çуртне, ÿнер шкулне художествăлла пултарулăх уйрăмне. Пĕлтĕр Давид пуçламăш класс ачисем хушшинче республика шайĕнче иртекен интеллект вăййисенче «Окружающий мир» тата «Чăваш чĕлхи» номинацисенче 3-мĕш вырăнсене тивĕçнĕччĕ. Пĕрремĕш класри Нелли те бассейнра ишме юратать, унсăр пуçне ÿнер шкулне хореографипе художествăлла пултарулăх уйрăмĕсене çÿрет.
«Çемьери кашни ача хăйне майлă, кашни тĕрлĕрен. Пурне те юрату, тимлĕх, анне ăшшийĕ кирлĕ», - тет Ариша Владимировна. Çапла Сергеевсем ачисене туслă пулма вĕрентсе, тивĕçлĕ воспитани парса, юрату парнелесе çитĕнтереççĕ.
Эвелина МИХАЙЛОВА