SarubinТăван çĕршывăн чăн-чăн паттăрĕ Никита Дмитриевич Зару­бин 1913 çулхи сентябрĕн 7-мĕшĕнче Чупай ялĕнче вăтам хресчен çемйинче çуралнă. Шкула кайичченех тă­ван чăваш чĕлхипех хăй тĕллĕнех ăсра пин таран шутлама, хутлама, вырăсла тата тутарла ăсра шутлама вĕреннĕ. Çапла вара вăл ачаллах тăрăшулăхĕпе, пултарулăхĕпе палăрнă.

1920 çул пуçламăшĕнче Никита ялти тăватă çул вĕренмелли шкула каять. Ун чухне Чупайра шкулăн хăйĕн çурчĕ пулман-ха, çавăнпа ял çыннисен килĕсене çÿренĕ. «Пире пуп хĕрĕ Надежда Анисимовна вĕрентрĕ. Эпĕ лайăх ĕлкĕрсе пыраттăм, пĕр асăрхаттару та илмен. 1921 çул питĕ хăрушă выçлăх çул пулчĕ те вĕренеймерĕмĕр. Тепĕр çул пире Кузнецов вĕрентрĕ, пĕр уйăх­ран виçĕ çухрăмри Патти шкулне ячĕç. Виктор Николаевич учитель мана ла­йăх вĕренетĕн тесе тÿрех иккĕмĕш клас­ран 3-мĕшне куçарчĕ. 4-мĕш класа каллех Чупайне тавăрчĕç, кунтан 1924 çулта вĕренни çинчен Ĕнентерÿ хутне илсе тухрăм», - палăртать Кун кĕнекинче Никита Зарубин. Ĕнентерÿ хучĕ çине Мĕт­ри Мĕкĕти тесе çырнă. Мĕншĕн-ха? Шкулти вĕрентÿçĕ ачаран пĕр­ремĕш хут: «Аçуна епле чĕнеççĕ?» тесе ыйтсан «Мĕтри – Дмитрий» тенĕрен Мĕтри Мĕкĕти тесе çырать те хурать.

Никита Зарубинăн Кун кĕнекинчен: «Вĕренес кăмăлăм пысăкчĕ, анчах аттепе анне мана килтех хăварчĕç, ĕçлемелли нумай терĕç. Эпĕ вĕсенчен вăрттăн 1925 çулхи август уйă­хĕнче Кавал ялне кайса 8 çул вĕренмелли шкула кĕтĕм…»

Çакна палăртмалла: ашшĕ, Дмитрий Максимович, пирĕн тăрăхра чукун çул тума пуçласан, çав ĕçе хутшăнма кăмăл тăвать. Паллах, ĕçлекенсене кăштах укçи-тенкине те панă ĕнтĕ. Чупай хресченĕсенчен нумайăшĕ чукун çул строи­тельствине явăçнă, малашне хăшĕ-пĕри хăйĕн пурнăçне çав ĕçпех çыхăнтарнă вĕт. Дмитрий Максимович вăрман каснă çĕрте пулать, паллах, йывăр çĕрте тăрăшакансене хавхалантарма та тăрăшнă: вут-шанкине панă, йывăç пĕрене уйăрнă. Хресчен ĕçĕпе кăна пурăннă çынна ку чухах пулнă: вăл тăпăл-тăпăл кăна çурт туса лартать, чухăнлăхран тухать. Ахăртнех, çакна кура-тăр, Дмит­рий Зарубина вăтам хресченсен шутне кĕр­теççĕ. Хăй пурнăçран уйрăличченех вăрман каснă çĕрте тăрăшать вăл, пăравуссем валли вут-шанкă хатĕрлет. 100 çул ытла каялла хăпартса ларт­нă пысăках мар, урам еннелле икĕ чÿречеллĕ çурт халĕ те çирĕп ларать-ха, еткерçи Маргарита Васильевна Иванова /Н.Зарубинăн йăмăкĕн Анна Димитриевнан хĕрĕ/ çулласерен Хусантан килсе пурăнать, иртнĕ çул вăл хуçалăха юсаттарса илемлĕ сăнлă турĕ.

Никита Зарубин Кун кĕнекинче Кавал шкулĕнче лайăх вĕренни пирки, пионера кĕнине, санчаçре дежурствăра тăнине, математикăна тарăнрах вĕрентекен ушкăна çÿренине çырса кăтартать. Хăй пио­нер­вожатăй пулнине, стена хаçачĕ кăларнине палăртать. Тăван ялĕнче 1927 çул пионер организацийĕ йĕркелеме хутшăннишĕн савăннине пĕлтерет. Кавал шкулĕнчен 1929 çул вĕренсе тухать. Ĕнентерÿ хутĕнче вăл физикăпа математика енĕпе тарăн пĕлÿ илнине кăтартнă. Тата çакăн пирки каласа хăварам: Никита Зарубин чĕлхепе литература енне те туртăннă. Шÿтсем, сăвă­сем калама юратнă. Сĕнтĕр­вăрринчи çĕр йĕркелевçисен техникумĕн­че вĕреннĕ чухне «Чă­ваш коммуни» хаçатпа туслашнă, унта корреспонденцисем çырса тăнă. Каникула тăван ене килсен тантăшĕсенчен, пĕлĕшсенчен, аслăрах çулти çынсенчен сă­вă-юрă çырса илнĕ. /Хăш-пĕр тетрадьсем упранаççĕ-ха. – В.Ц.\ Акă, Кавал ялĕнчи тĕслĕх:

Чакăр патис тутăрĕ

Тĕсĕ каять - мĕн тăвас?

Çакă Кавал ялĕнчен

Савни каять - мĕн тăвас?

Ан тух шапа шыв хĕрне

Тăрă шыва пăтратса.

Ан кай, савни, урăх çĕре

Кавал ялне пăрахса…

Çапах та хăй физикăпа математика енне ытларах туртăннине тата пултарнине ку­ра техника енĕпе кайма кирлине ăнланать.

Паянхи ача-пăчана 100 çул каялла вĕсен тантăшĕсем мĕн­ле-мĕнле предметсемпе ăс пухнине пĕлме интереслĕ пуль. Акă, Никита Дмитриевăн /Кавал шкулĕнче çак хушаматпах çÿренĕ-ха вăл. Сĕнтĕрвăрринчи çĕр йĕркелевçисен техникумне вĕренме кĕрсен çеç 1934 çул Зарубин тесе çыртарнă – В.Ц./ Кавалти шкултан сакăр çул вĕренсе тухсан панă Ĕнентерÿ хутне чăвашла та, вырăсла та калăп­ланă. Чă­вашлинче 1930 çулчченхи орфографи правилисемпе килĕшÿллĕн чăваш саспаллисене хальхи пек çырманран, хăш-пĕр сăмахсене вулама çăмăлах мар, шрифчĕ те урăхларах, çапах та çаплипех çырса кăтартăпăр:

«Çутĕç Комиссарĕ 8 çул вĕ­ренмелли шкул валли йышăннă прокрамсем тăрăх çителĕк­лĕ вĕренсе ăнланса пынă. Ак çак претметсемпе вĕренсе тухнă:

1. Обществоветени. 2. Вырăс чĕлхипе литературă. 3. Математĕк. 4.Естествăснани. 5. Хими. 6. Фиçикă. 7. Кеокрафи. 8. Ют чĕлхе. 9. Ĕç: а\ шкул мастерскойĕнче, ă\ шкул çĕрĕ çинче. 10. Рисованипе крафикă. 11. Мусăкăпа юрă.

Вĕреннĕ вăхăтра шкулта та, халăх хушшинче те ак çак усăллă ĕçсене туса пынă: 1. Пионерсен вошатăйĕ. 2. Çемлячествă çыруçи.

2. Уйрăмах фиçикăпа тата математĕкпе пултарнă.

Математĕк енĕпе петсовет пайташĕ пулнă».

Çапах та, Ĕнентерÿре вĕ­ренÿре еплерех ĕлкĕрсе пыни­не паллăсемпе палăртманран, Никита Зарубин ку предметпа çапла, çав предметпа кун пек, е «4» та «5» илнĕ тесе калаймастпăр. 1957 çултан, паттăрăн ÿтне Ленинград çывă­хĕн­че Мга станци патĕн­че тупнă хыççăн, хаçат-журналсенче Н.Зарубин пирки тĕр­ленчĕксем, асаилÿсем тăтăшах тухаççĕ, сă­вăсем пичетленеççĕ. Паллах, хамăрăн «Хĕр­лĕ ялав» та çак темăна анлăн çутатма тăрăшнă. Кавал шкулĕн вĕренекенĕсем Чупай ялне килсе Никита Дмитриевичăн амăшĕпе Васса Никифоровнăпа тĕл пулаççĕ. Шкул валли тĕрлĕ материал ыйтса илеççĕ. 1958 çул­хи мартăн 8-мĕшĕнче шкул ачисем çак тĕлпулупа хавхаланса паттăрăн амăшĕ патне çапла çырса пĕлтереççĕ: «…Хисеплĕ Васса аппа!

…Сирĕн патра пулнă ачасем, сирĕн çинчен тĕплĕн каласа панă хыççăн, пирĕн сире татах та ытларах курас килчĕ, сирĕнпе юнашар ларса паттăр ывăл çинчен каланине итлес килчĕ. Анчах та халь сирĕн пата пыраймастпăр-ха, çавăнпа сире хамăр ĕçсем çинчен кĕс­кен каласа парас тетпĕр.

Эпир халь пурте вечера пухăннă. Ăна эпир сирĕн ывăлăр ячĕпе ирттеретпĕр. Вăл вĕреннĕ класс алăкĕ çине: «Вăл çак класра вĕреннĕ», - те­се çырса çапрăмăр. Ку класра халь 10 «А» класс вĕренет.

…Сире уроксене тимлĕн итлеме, сирĕн ывăл пек лайăх вĕренме, паттăр пулма сăмах паратпăр…

Кавал шкулĕнче вĕренекенсем».

Çырăва 5-10-мĕш классенчи ачасем 20-ĕн алă пуснă. Палăртмалла: Кавал шкулĕнчи пионер дружини Никита Зарубин ячĕпе хисепленсе тăнă, вăл вĕреннĕ класра паттăр кун-çулне çутатакан стенд хатĕрленĕ, вăл ларнă парттă та чиперех упраннă, ун умĕнчи хăма çине хĕрлĕ çăлтăр ÿкерсе хунă. Вĕренекенсене хавхалантарма Васса Никифоровнапа Анна Дмитриевна /Н.Д.Зарубинăн йăмăкĕ, пуçламăш классен вĕрентÿçи\ Кавал шкулне çыру ăсатаççĕ. Акă, унти йĕр­кесем: «Çапла! Никита сирĕн шкулта вĕреннĕ. Сирĕн шкулăрпа çыхăннă мĕн чухлĕ хумхануллă самантсем пулнă! Вăл кунта 1925-1929 çулсенче пĕлÿ пухнă вĕт! Вăл питĕ тăрăшуллă, тирпейлĕ вĕренекен пулнă, савăнăçлăскер, кашни кунпа савăнса пурăннă. Шÿтлеме юратнă, кирлĕ-тĕк юлташĕсене пулăшнă. Юлташĕсем те ăна тÿрĕлĕхшĕн хисепленĕ.

Çав çулсенче тăрăшса, çине тăрса вĕренни хăюллă, паттăр пулма хавхалантарнă.

/Малалли пулать/.

Василий ЦЫФАРКИН

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика