photo 2025 02 10 13 41 49Совет Союзĕн Правительстви пирĕн çарсене Афганистан территорийĕнчен илсе тухнăранпа 36 çул та çитрĕ. Афган вăрçи совет халăхĕшĕн вунă çула тăсăлнă, хăрушă хирĕçтăрура Совет Союзĕ 15 пине яхăн салтака çухатнă.

Пирĕн çарсене Афганис­танран илсе тухнă кун — афганец-ветерансемшĕн пысăк пĕл­терĕшлĕ дата. Ăна çулсерен февралĕн 15-мĕшĕнче паллă тăваççĕ. Вăрмар тăрăхĕнче пурăнакансем те Афган вăрçине йышлăн хутшăннă. Питех те шел, салтаксенчен хăшĕсем çапăçу хирĕсенчен таврăнайман. Вĕсен паттăрлăхĕ нихăçан та манăçмĕ.

Афган вăрçи витĕр утса тухнă салтаксенчен чылайă­шĕ хальхи вăхăтра тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлесе пурăнаççĕ, çав шутра Раççей Чрезвычайлă лару-тăру министерствин тытăмĕнче те. Вĕсен хушшинче — Мăнçырма ялĕнче çуралса ÿснĕ Валерий Михайлович Левин /сăн ÿкерчĕк çинче/.

Валерий Михайлович çут тĕнчене 1968 çулта килнĕ. Совет Çарĕн речĕсене вăл 1986 çулхи ноябрĕн 1-мĕшĕнче тăнă. Чи малтанах Инçет Хĕвелтухăç чикĕ округĕнче Хабаровск хулинчи чикĕ сыхлакан çарсен вĕрентÿ центрĕнче службăра тăнă, миномет наводчикĕсен курсĕсене пĕтернĕ. Вĕрентÿ центрĕ хыççăн ăна Совет Союзĕпе Китай чиккине хураллама янă. Кăшт вăхăт ирт­сен служба малалла Термезри чикĕ сыхлакансен отрядĕнче тăсăлнă. Сентябрь уйăхĕнче ММГ-5 /мотоманевренная группа\ йышĕнче Валерий Михайловича Афганистан территорине Балх провинцине янă. Унта вăл миномет наводчикĕ пулса службăра тăнă. Палаткăсенче, блиндажсенче пурăннă. Ытти салтаксем пекех кашни кун хăрушлăхпа юнашар çÿренĕ вăл, анчах хăйĕн тивĕçĕсене хăюллăн пурнăçланă. Кишлаксене Афган моджахечĕсенчен тасатма хутшăннă, тиевлĕ автомашинăсен колоннисене сыхланă.

«Афганистана çитсен Вăтам ĕмĕрсенчи вăхăта лекнĕ пекех туйăнчĕ. Халăх чухăн пурăннă кунта, вĕсен çурчĕсем тăмран пулнă, çĕре сухапа сухалатчĕç. Март вĕçĕнче айлăмсенче мăкăнь чечеке ларатчĕ, вара йĕри-тавра хĕп-хĕр­лĕччĕ, юн тăкнă пекех», — аса илет ентешĕмĕр.

1989 çулхи февралĕн 20-мĕшĕнче Валерий Михайлович демобилизациленнĕ. Нумай вăхăт хушши ĕнтĕ вăл Вăрмарти 39 номерлĕ пушарпа çăлав чаçĕнче пушар автомашинин водителĕнче вăй хурать. Мăшăрĕпе Светлана Валентиновнăпа икĕ ывăла пурнăç парнеленĕ вĕсем. Асли Алексей Чăваш ял хуçалăх академине пĕтернĕ, Мускавра ĕçлесе пурăнать. Кĕçĕнни Виктор та çĕршывăмăрăн тĕп хулинче, вăл МЧС академийĕнче вĕренет.

Валерий Михайловичăн ырă енĕсене шута илсе ăна пĕрре кăна мар тĕрлĕ наградăсемпе чысланă, çав шутра: ВЛКСМ Хисеп грамоти, СССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Грамоти, СССР КГБ коллегийĕ алла çыхмалли сехет панă, «Афган халăхĕнчен тав туса», «СССР патшалăх чиккине сыхласа палăрнăшăн», «Чикĕри службăшăн» медальсем, Раççей МЧСĕн Хисеп палли, Совет Çарĕсене Афганистанран илсе тухнине халалланă юбилей медалĕсем, II степеньлĕ «Чикĕ сыхлакан çарсен отличникĕ», «Салтак-спорт­смен» кăкăр çине çакмалли паллăсем тата ытти те.

Çулсем иртеççĕ пулин те Афганистанра пулнă вăхăт Валерий Михайлович асĕнчен нихăçан та тухмĕ. Йĕри-тавра пенине, автомата ир те, каç та алăран яманнине мĕнле манăн-ха? Юлташĕсем, ентешĕсем çав вăрçăра пуçне хуни уйрăмах чунне ыраттарать унăнне...

«Çитĕнекен ăрăва Тă­ван çĕршыва юратма, унăн шан­чăк­лă хÿтĕлевçисем пулма, лайăх вĕренме, спортпа туслашма, пурнăçа килĕшекен ĕçпе çыхăнтарма чĕнсе калас килет. Раççей кирек мĕнле йывăрлăх умĕнче те парăнма хăнăхман. Ку вăл пирĕн салтаксен хăюлăхĕпе тата харсăрлăхĕпе çыхăннă. Халĕ те, ятарлă çар операцийĕ пынă май, вĕсем паттăр ĕçĕсем урлă хăйсем чăн-чăн патриотсем пулнине кунсерен çирĕплетеççĕ. Çĕршыв умĕнчи тивĕçĕсене чыслăн пурнăçлакан, унăн тăнăçлăхне сыхлакан, мирлĕ тÿпешĕн хăйсене шеллемен паттăрсем умĕнче эпир пысăк парăмра», — тет Валерий Михайлович.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика