«...Çак пахалăхсем Çарта, финн вăрçи вăхăтĕнче уйрăмах палăраççĕ. Никита Зарубин – 1940 çул чăваш летчикĕсенчен Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнĕ пĕрремĕш çын». /Ку орден çар çыннисене паракан чи сумлă наградă пулнине палăртам\.
Кавал ялĕн хисеплĕ çынни, вăрçă паттăрĕ, 1-мĕш ушкăнри инвалид, Григорий Моклаков Зарубин паттăрлăхĕ çинчен пĕлсенех хăйне çавăтса çÿрекенпе Чупай ялне çитет. Унăн Никита Дмитриевичăн тăванĕсемпе тĕл пулмалла, асаилĕвĕсемпе паллаштармалла. Каярахпа вăл хаçатра çапла çырса пĕлтерет: «Эпĕ, - тет вăл. – Никита Зарубина Тăван çĕршывăн Аслă вăрçичченех пĕлнĕ. Унăн сăнарĕ халĕ те куçăм умĕнчех тăрать. Питĕ лайăх астăватăп: 1939 çулта вăл Хĕрлĕ Ялав орденне тивĕçнине, кун пирки хаçатсенче сăнне çаптарса пĕлтернине. Эпĕ ун чухне Кавалти вăтам шкулта 10-мĕш класра вĕренеттĕм. Вăл та пирĕн шкулта вĕренни пире вĕренÿре те, ĕçре те хастар пулма хавхалантаратчĕ.
1942 çулта Сталинградшăн пынă çапăçусенче эпĕ йывăр амантăм, куçсăр тăрса юлтăм. Паттăрлăхшăн мана Хĕрлĕ Ялав орденĕпе наградăларĕç. Никита Зарубин çинчен чылай вăхăт ним пĕлмесĕрех пурăнтăмăр. 1957 çулта çеç ун шăпи пирки хаçатсенче çырса пĕлтерчĕç. Эпĕ унăн паттăрлăхĕпе хавхаланса юрă кĕвĕлесшĕн пултăм, анчах та сăмахĕсене никам та çырса памарĕ. Вара Васса Никифоровнапа, Анна Дмитриевнапа калаçса пăхам терĕм. Вăл мана хавас пулчĕ, уйрăмах хам ывăлне лайăх астунине, 1939 çулта хаçатра пичетленнĕ сăнÿкерчĕкне упранине каласа парсан. Васса аппа хăй хатĕрленĕ техĕмлĕ сăрапа сăйланине, Никитă пирки ăшшăн аса илсе калаçнине нихăçан та манас çук. Чупайри тĕлпулуран Зарубин пирки юрă сăмахĕсене хамах çыратăп тесе хавхаланса таврăнтăм. Чăнах та, часах сăвă çуралчĕ, ăна çырма мана район хаçачĕн редакторĕ Артемий Алексеев пулăшрĕ. Кĕвви те хайланчĕ. Ăна пирвайхи хут 1958 çулхи октябрĕн 29-мĕшĕнче Комсомол 40 çул тултарнине халалланă уявра юрлĕç…» /Г.В.Моклаков çырăвĕнчен. 16.10.1958 ç.\ Çав юрăри пĕр çаврăма аса илтерем:
Манмастпăр Зарубин, сана,
Манмастпăр эпир паттăра.
Пуриншĕн те хаклă сан çутă сăнна
Упратпăр яланах асра.
Каласа хăварам: «Манмастпăр Никита Зарубин, сана» юррăн чăвашла текстне 1959 çул Хусанти Муса Джалиль ячĕллĕ оперăпа балет театрĕн литература пайĕн ĕçченĕ Раушан Хисамов поэт вырăсла куçарнă.
Кавал ачисен Н.Зарубинăн амăшĕпе Васса Никифоровнапа тĕл пулусем çулленех пулаççĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçатра 1958 çулхи февралĕн 23-мĕшĕнчи номерĕнче пĕчĕк кăна заметкăра çапла пĕлтернĕ: «… Нумай пулмасть шкулти пионерсем Чупай ялне Никита Зарубинăн амăшĕ Васса Никифоровна патне кайса килчĕç, унтан Никитăн çамрăк чухнехи пурнăçĕ çинчен ыйтса пĕлчĕç.
Паттăра асăнса шкулта вечер ирттерчĕç. Унта Никита Зарубина вĕрентнĕ М.К.Юрьева учительница, Зарубинпа пĕрле вĕреннĕ /вĕсем класра юнашарах ларнă\ И.В.Макаров учитель тата Никита пурăннă хваттерĕн кил хуçи хĕрарăмĕ Ульяна Ермакова Зарубин вĕренÿре малта пыни çинчен, унăн пултарулăхĕпе хастарлăхĕ çинчен каласа пачĕç…»
Кавал шкулĕнче 10-мĕш класра вĕренекенсем Чупай ялне пырса кайнă хыççăн Васса Никифоровна хăйĕн савăнăçне хаçат корреспондентне çапла пĕлтернĕ: «…Юлашки вăхăтра, - каласа парать Васса Никифоровна. – Пирĕн пата килекенсем нумайлансах пыраççĕ. Пĕрисем тухса каяççĕ те çав вăхăтрах теприсем пырса кĕреççĕ. Пурте вĕсем ывăлăм çинчен, унăн ача чухнехи пурнăçĕ пирки каласа пама ыйтаççĕ. Эпĕ вара вĕсен кăмăлне тивĕçтерме яланах хатĕр. Ывăлăм çинчен пĕлме тăрăшакансене ун çинчен тĕпĕ-йĕрĕпе каласа паратăп, çамрăксене кĕрешÿре те, ĕçре те ывăлăм пек пулма сĕнетĕп. Акă, çак кунсенче ман патăмра Кавал шкулĕнче вĕренекен ачасем пулчĕç. Вĕсем Никита Кавалта вĕреннĕ чухнехи тапхăрпа интересленчĕç, хама пуçа çыхмалли ăшă тутăр парнелерĕç.
- Асанне, çак тутăра пире асăнса çых, тата нумай çул пурăн. Эсир пирĕншĕн Никита пекех хаклă, - терĕç вĕсем. Çакăн хыççăн Никита манăн умра тепĕр хут чĕрĕлсе тăнă пек туйăнчĕ. Чăнах та, ăна вилмен теме те юрать, мĕншĕн тесен халĕ унăн ырă ячĕ çĕршывĕпех сарăлчĕ, вăл ĕмĕр-ĕмĕр халăх чĕринче упранса юлĕ…» /Хĕрлĕ ялав, 1958 çулхи февралĕн 9-мĕшĕ\.
1959 çулхи февралĕн 1-мĕшĕнче Васса Никифоровна самай хулăн çыру илет. Кавал шкулĕнчен çыраççĕ иккен. Вĕсем Никита Зарубин паттăрлăхне халалласа Литература каçĕ ирттерме палăртнă, унта хутшăнма йыхрав тăваççĕ. Çырупа пĕрле Литмонтаж йĕркине кăтартнине ярса панă. Пилĕк страницăран тăрать, каламалли сăмахсене сăвăласа çырнă. Поэма пекех вуланать вăл, шел, кам хайланине кăтартман. Чухласа илме çеç пулать: ман шутпа, чăваш тата вырăс чĕлхисене вĕрентекен Мария Кирилловна Юрьева çырнă. Вăл чĕлхесем лайăх пĕлнĕ, мăшăрне, чăваш писатель-драматургне Михаил Юрьева та, çыру ĕçĕнче нумай пулăшнă вĕт! Акă, унти йĕркесем:
«Окончив четыре класса, Никита задумался:
А как быть дальше? Куда же идти?
Мечтая о знаниях и зная о трудностях,
Решил в Ковалинскую школу придти.
А школа большая,
В районе единственная.
Пришло сюда много
Различных ребят…
Из них был один
Любопытный и внимательный,
И нравился всем
Его вдумчивый взгляд…»
Чăнах та, 1925 çул тĕлнелле Вăрмар тăрăхĕнче сакăр çуллăх шкул Кавалта çеç пулнă. Мĕншĕн-ха? Ялсенче чылай шкулăн çурчĕсем пулман, уйрăм çынсен килĕсенче вĕрентнĕ. Кавалта вара икĕ хутлă, хĕрлĕ кирпĕчрен купалнă çурт илемлĕн курăнса ларать. Кунта паллă çыравçă Валентина Элпи те вĕреннĕ вĕт! Тăвай енрен Кивĕ Пуянкассинчен, 20 çухрăмран çÿренĕ хĕрача. Çыравçă пулсан, «Пулас кинсем» романра Валентина Андреевна кун пирки ăшшăн аса илсе сăнарласа кăтартать. Эпĕ унпа тĕл пулнă чухне, хăй те 1913 çул çуралнине кура, Никита Зарубина астăвать-ши, тесе ыйтнăччĕ. Çук иккен, Элпи Кавал шкулне 1927 çул пынă, классем нумай пулнă, пĕр-пĕрне питех пĕлмен-палламан.
Тĕрленчĕкĕме вĕçлесе çапла пĕтĕмлетÿ тăвам: Кавал шкулĕ – мухтавлă шкул. Хăйĕн ĕмĕрĕнче миçе-миçе çынна пурнăçăн анлă çулне кăларман-ши вăл?! Тĕлĕнсе каймалла! Пирĕн паттăр Никита Зарубин çак шкултан вĕренсе тухса малашлăхра тата та тĕрлĕ пĕлÿ илнĕ-ха, анчах пуçламăшĕ, çапах та, тăван ялĕнче Чупайра тытăннă та Кавалта тăсăлнă. Никита Дмитриевич хăйĕн кун-çулĕ пирки çырнисенче ăс-хакăл парнеленĕ пĕлÿ çурчĕсене ырăпа кăна палăртать.
Василий ЦЫФАРКИН