Раççейре спорт аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ку вăл ахальтен мар. Спорт çыннăн организмне пысăк усă кÿрет, кăмăл-туйăма çĕклет, сиенлĕ йăласенчен пăрăнма пулăшать. Çавна май çыннăн ĕçлеме те вăй пулать, унăн пурăнас çулĕсем те вăрăмланаççĕ. Спортпа туслă пулни обществăна пĕрлĕх туйăмĕпе пĕрлештерет, çыннăн паха енĕсем мала тухаççĕ, преступлени тăвасси чакать. Раççей спортсменĕсем тĕнче шайĕнчи ăмăртусенче çĕнтерни вара патриотлăх туйăмне аталантарать, çĕршыв авторитетне ÿстерме пулăшать.
Условисемпе тивĕçтернĕ
Чăваш Республикинче те физкультурăпа спорт аталанăвне, халăха сывă пурнăç йĕркине явăçтарассине куçран вĕçертмеççĕ. Регионта «Физкультура тата спорт аталанăвĕ» патшалăх программи пурнăçланать. Унăн тĕллевĕсен шутне сывă пурнăç йĕркине пропагандăласси, физкультурăпа спорт тытăмне аталантарма условисемпе тивĕçтересси, кашни ÿсĕмри çынсене, çав шутра хевтесĕр çынсене те, физкультурăпа тата спортпа туслаштарасси кĕреççĕ. Унсăр пуçне Чăваш Ен спортсменĕсем тĕрлĕ шайри ăмăртусенче мала тухма пултарччăр тесе вĕсене тĕрев парасси те пĕлтерĕшлĕ.
Асăннă тĕллевсене пурнăçлама республикăра спорт объекчĕсем хăпартаççĕ тата реконструкцилеççĕ, спорт инфраструктурине аталантараççĕ, физкультурăпа спорт учрежденийĕсен пурлăхпа техника базине çĕнетеççĕ, массăллă спорт мероприятийĕсем ирттереççĕ тата ытти те. Вăрмар округĕнче те кашни çын физкультура тата спорт еннелле туртăнтăр тесе пĕтĕм условисем пур. Вăрмарти А.Ф.Федоров ячĕллĕ спорт шкулĕнче тĕрлĕ спорт уйрăмĕсем ĕçлеççĕ, «Илем» физкультурăпа спорт комплексĕнче бассейн пур, Вăрмарти культурăпа кану паркĕнче ГТО площадки, кашни ялтах спорт е ача-пăча площадкисем вырнаçтарнă тата ытти те. Çавăн пекех Вăрмар тăрăхĕнче мĕнле кăна спорт мероприятийĕ иртмест пулĕ — футбол турнирĕсем, самбо енĕпе ăмăртусем, çулла çăмăл атлетика енĕпе, хĕлле йĕлтĕрпе чупассипе ăмăртусем. Ан ÿркен кăна!
Пурте пĕрле — йĕлтĕр йĕрĕ çине
Иртнĕ шăматкун пĕтĕм çĕршыв йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса чăн-чăн спорт уявне - «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2025» ăмăртăва хутшăнчĕ. Чăваш Республикинче пурăнакансем те, çав шутра вăрмарсем те, савăнăçлă мероприятинчен айккинче юлмарĕç. Пĕтĕм Раççейри «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2025» массăллă йĕлтĕр ăмăртăвĕ пирĕн çĕршывра хĕллехи тĕп спорт мероприятийĕ шутланать. Чăваш Республикинче ăна 2005 çултанпа çулсерен ирттереççĕ.
Регионта тĕп старт Шупашкар хулинче биатлонпа йĕлтĕр комплексĕн территорийĕнче иртнĕ. Республика Правительствин членĕсемпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе, организацисемпе предприятисен руководителĕсемпе пĕрле старта Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев та тухнă. «Эпир «Раççей йĕлтĕрне» пĕтĕм çĕршывпа пĕрле хутшăнатпăр. Ку ырă йăла кашни ÿсĕмри çынна сывă пурнăç йĕркине явăçтарать. Йĕлтĕр трасси питĕ чаплă, йĕлтĕр лайăх шăвать, çанталăкĕ те аван. «Раççей йĕлтĕр йĕрне» çĕнĕ биатлон центрĕнче пĕрремĕш хут ирттеретпĕр. Ку вăл тата та хавхалантарать, кăмăла çĕклет. Çĕнетнĕ комплекса Пĕтĕм Раççейри спорт объекчĕсен реестрне кĕртнĕ. Малашлăхра вăл çĕршыв тата тĕнче шайĕнчи ăмăртусем ирттермелли вырăн пуласса иккĕленместĕп. Пурне те ăнăçу сунатăп. Пурте пĕрле! Малалла кăна!» - тенĕ вăл.
Палăртмалла, кăçал «Раççей йĕлтĕр йĕрне» Аслă Отечественнăй вăрçăра çĕнтернĕренпе 80 çул çитнине тата Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкне халалланă. Яваплă çынсемпе пĕрле старта ятарлă çар операцийĕн участникĕсен çемйисем те тухнă.
Вăрмарсем те хастар хутшăнчĕç
Вăрмар округĕнче спорт мероприятийĕ Вăрмар поселокĕнчи тĕп стадионта иртрĕ. Пухăннисен умĕнче саламлă сăмахсемпе ЧР строительство, архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Владимир Максимов, Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Николай Павлов, Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Юрий Иванов, Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн культура, социаллă аталану тата спорт пайĕн начальникĕ Александр Краснов, Шупашкарти 4 номерлĕ спорт шкулĕн тата «Сокол» хоккей клубĕн директорĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Дмитрий Панферов тата ыттисем те тухса калаçрĕç. Вĕсем спортсменсене, активлă канăва кăмăллакансене, сывă пурнăç йĕркине тытса пыракансене çĕкленÿллĕ кăмăл-туйăм, хавхалану, финиша малтисен ретĕнче тухма ăнăçу сунчĕç, малашне те спортпа туслă пулма чĕнсе каларĕç.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе чи малтан VIP-чупу иртрĕ, унтан шкул çулне çитмен ачасем ăмăртрĕç. Вĕсем хыççăн массăллă старт пулчĕ, малалла вара йĕлтĕрçĕсем ÿсĕмне кура чупрĕç. Судьясем финиша кам миçемĕш çитнине палăртса пычĕç. Яваплă çынсем мала тухнă спортсменсене медальсемпе, грамотăсемпе, парнесемпе чысларĕç.
Ăмăртусенче халăх йышлă пулчĕ — ача садне çÿрекеннисенчен пуçласа спорт ветеранĕсем таран. «Чи çамрăк йĕлтĕрçĕ» ята «Родничок» ача садĕнчи Кирилл Васильев тивĕçрĕ. Чи аслисем хушшинче Кавал ялĕнчи Владимир Лирзай палăрчĕ.
Спорт уявĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Организаторсен яваплăхне тата тăрăшулăхне палăртмалла. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкул волонтерĕсем пурне те вĕри чейпе сăйларĕç. Медицина ĕçченĕ ăмăртăва хутшăнакансем хăйсене мĕнле туйнине тимлесе тăчĕ. Право хуралĕн сотрудникĕсем мероприятинчи хăрушсăрлăха тивĕçтерчĕç.
Сывлăхран хакли çук
Вăрмарсем хушшинче «Раççей йĕлтĕр йĕрне» çулсерен пĕр сиктерми хутшăнакансем чылай. Тĕслĕхрен, Г.Е. Егоров ячĕллĕ Вăрмарти вăтам шкулта алгебра тата геометри предмечĕсене вĕрентекен Татьяна Шмелева. Вăл хăй те урине йĕлтĕр сырса кашнинчех ăмăртать, вĕренекенĕсене те хăйĕнчен хăвармасть. «Ачасене спортпа туслă пулма хăнăхтарни вĕсене вĕренÿре те пулăшать, мĕншĕн тесен спорт кăмăла çирĕплетет, тĕллевсене пурнăçлама вĕрентет», - тет Татьяна Леонидовна.
Вăрмарти ача-пăча искусство шкулĕн директорĕ Ирина Васильева та йĕлтĕр йĕрĕ çине тулли кăмăлпа тăчĕ, çĕнтерÿçĕсен пьедесталĕ çине те хăпарма тивĕçрĕ. «Çанталăкĕ лайăх - кăшт сивĕрех, анчах çилсĕр, лăпкă. Йĕлтĕрпе чупма, ăмăртма шăпах та питĕ аван услови ку. «Раççей йĕлтĕр йĕрĕ» - чăннипех те спортпа туслăх уявĕ. Ачасем те, аслисем те йышлăн пулчĕç кунта. Пирĕн коллектив та мероприятине хаваспах хутшăнчĕ», — терĕ вăл.
Яланхи пекех Вăрмарти тĕп больницăн ĕçченĕсем те спорт мероприятийĕнче активлă пулчĕç. Ача-пăча уйрăмĕн медицина сестри Алина Николаева хăйĕн шухăшĕпе паллаштарчĕ: «Ăмăртусем интереслĕ, çивĕч иртрĕç. Кашниех çĕнтерÿ патне ăнтăлчĕ паллах. Анчах, палăртас килет, паян йĕлтĕр çине кам тăнă, çавсем пурте маттур, пурте вĕсем çĕнтерÿçĕсем, мĕншĕн тесен вĕсем сывă пурнăç йĕркине суйласа илсе хăйсен сывлăхне çирĕплетессипе пысăк утăм тунă».
Çапла пулмасăр, сывлăхран хакли нимĕн те çук.
Ирина ДАНИЛОВА