● Майăн 24-мĕшĕнче шкултан вĕ­ренсе тухакансене хисеплесе юлашки шăнкăрав уявĕ иртрĕ. Пĕтĕмпе 11-мĕш класран 4 ача вĕренсе тухрĕ /шкул ис­торинче кун пек пĕчĕк кăтарту пулманч­чĕ/. Вĕсенчен иккĕшĕ вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн медальсем илме тивĕç пулнă.

● 2023 çулта Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕш­ле практика врачĕн офисне туса лартнă пулнă. Анчах хăш-пĕр сăлтавсене пула май уйăхĕнче кăна строительство ĕçĕсене тĕплĕн вĕçлесе медицина учрежденийĕ ĕçлеме тытăнчĕ.

● Май уйăхĕнче «Слава» магазин хупăнчĕ. Çав вăхăтрах Центральная урамра малтан хупăнса тăнă «Семейный» магазин вырăнне П.Павлов пуçаруллă предприниматель хăйĕн «Авокадо» ятлă суту-илÿ вырăнне йĕркелесе уçрĕ. Халĕ ялта 6 магазин тата кафе ĕçлет.

● «Ака чемпионĕ-2024» ята кăçалхи Акатуйра «Иванов В.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн механизаторне, Энĕш­пуçĕнче çуралса вĕренсе ÿснĕ Василий Николаевич Петрова пама йышăннă. Вăл ял хуçалăх культурисене 1800 гектар çинче акса хăварнă.

● Пилĕк е ытларах ачаллă çемьесене паракан çурт-йĕр сертификатне кăçал Т.Н.Сарапаева çемйи тивĕçнĕ.

● Июнĕн 23-мĕшĕнче культурăпа кану паркĕнче йăлана кĕнĕ йĕркепе ял уявĕ /акатуй\ пулчĕ. Праçникĕн торжествăлла пайĕ вĕçленсен Шупашкартан килнĕ паллă «Асамат» эстрада ушкăнĕ тата вырăнти артистсем савăнăçлă концерт лартрĕç. Энĕшпуçĕнче çуралса ÿснĕ Алина Михайловăпа унăн аппăшĕ Лидия Васильевна, радиопа телевидени передачисенче юрлакансем, хăйсен пултарулăхĕпе тĕлĕнтерчĕç. Унтан тĕрлĕ спорт вăййисем уйрăмах çивĕч иртрĕç. Программăра турник çинче туртăнасси, 24 кг таякан кире пуканне çĕклесси, наци кĕрешĕвĕ, волейбол вăййи пулчĕç. Кĕрешсе çĕнтерÿçĕне С.Степанов /Энĕш­пуç\ тухрĕ, така илме тивĕç пулчĕ. Уйрăмах волейбол вăййи интереслĕ иртрĕ. Кунта «Шоркистры-1», «Шоркистры-2», «Мусирмы», «Шимкусы» /Тăвай районĕ, республикăри ялти волейболистсем хушшинче чемпион пулнă\ командăсем тĕл пулса вылярĕç. Çĕнтерÿçĕ - «Шимкусы», 2-мĕш вырăна «Шоркистры-1», 3-мĕшне «Шоркистры-2» командăсем йышăнчĕç. Ял территори пайĕн начальникĕ О.Иванов кашни командăнах ăста выляса халăха савăнтарнăшăн укçан преми парса хавхалантарчĕ.

● Афганистанра пулса иртнĕ вăрçăна тата тĕнчен тĕрлĕ кĕтесĕсенче вут-çулăм витĕр тухнă ентешсене асăнса ларт­нă палăка çĕнетрĕç, çĕнĕ баннер вырнаçтарчĕç. Ку ĕçре А.Александров афганецăн тÿпи пысăк.

● Кăçал çулла пушар службин ветеранĕ Виталий Яковлев усăсăр япăхса кайнă çырмана хăйĕн укçи-тенкипе пĕвелесе тавралăха илемлетрĕ. Пĕве пуçне çынсене каçса çÿреме вак чул сарса çул-йĕр хыврĕ. Пысăках мар пĕвере пулă ĕрчетме палăртать иккен чунтан парăннă хастар пулăç.

● Энĕшпуçĕнчи çĕвĕ цехне Павлов­сен çемйи тытса тăрать. Кунта футболкăсем çĕлеççĕ, хатĕр тавар çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕсене ăсанать. Кунта 10 çĕвĕç ĕçлет. Çулла çĕвĕ цехĕ уçăлнăранпа 5 çул çитрĕ.

● Энĕшпуçĕнчи вăтам шкулти 8-мĕш класри Виктория Алексеевăпа 9-мĕш класри Ульяна Александрова ăс пухакансем вĕренÿри çитĕнÿсемшĕн тата шкул пурнăçне активлă хутшăннăшăн Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕн ятарлă стипендине тивĕçнĕ.

● Сентябрьте Ĕç мухтавĕн III степеньлĕ орденне тивĕçнĕ /Трудовой славы III степени\ пултаруллă çĕвĕç Валентина Николаевна Иванова /1956-2024\, пирĕн паллă ентеш, пурнăçран ĕмĕрлĕхех уйрăлчĕ.

● Çуллахи вăхăтра I-мĕш Первомайский тăкăрлăкра 170 м, Новая - Молодежная тăкăрлăкĕнче – 120 м, Заводская урамра 180 м шăтăк-путăксене вак чул сарса хăтлăлатрĕç. Пуçарулăх бюджечĕн программипе килĕшÿллĕн Энĕш­пуçĕнчи масар патне каякан çула тата масар çурчĕ çумĕнчи лаптăка вак чул сарса юсанă.

● Ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ пĕр пин гектартан сахалрах çĕрсемпе чи тухăçлă усă куракан хуçалăхсем хушшинче «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн коллективĕ пĕрремĕш степеньлĕ Диплома илчĕ.

● «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕн пуçлăхне Ольга Анатольевна Ивановăна Чăваш Республикин ялти ăнăçуллă хĕрарăмсен реестрне кĕртнĕ.

● Октябрĕн 11-мĕшĕнче Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти кадетсен 6-мĕш класĕ /22 вĕренекен\ Энĕшпуçĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕнче экскурсире пулчĕç. Вĕсене ОБЖ преподавателĕ В.Н.Иванов ертсе пычĕ.

● Октябрĕн 18-мĕшĕнче ЧР Пуçлăхĕн Хушăвĕпе килĕшÿллĕн Энĕшпуçĕн­че çуралса вĕренсе ÿснĕ Канаш хулинчи медцентрти кардиологи уйрăмĕн пуçлăхне Маргарита Геннадьевна Ивановăна нумай çул хушши халăх сывлăхне сыхлас ĕçре пысăк çитĕнÿсем тунăшăн «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ врачĕ» хисеплĕ ята панă.

● «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче тĕрлĕ культура туса илеççĕ — тулă, урпа, пăрçа, рапс, люцерна, çĕрулми. Тухăçĕпе хуçалăх ĕçченĕсем кăмăллă.

● Ноябрĕн 1-мĕшĕнче аграри çулталăкне пĕтĕмлетсе тĕш-тырă культурисене çитĕнтерсе чи лайăх тухăç туса илекенсен йышăнче «Яковлев В.Н.», «Иванова О.А.», «Ямуков Г.Н.» хресчен-фермер хуçалăхĕсем пулнине палăртнă.

● «Иванова О.А.» хресчен-фермер хуçалăхĕнче кăçал 80 т таякан машинăсем валли автовесы вырнаçтарнă.

● Ноябрĕн 9-мĕшĕнче Энĕшпуç ялĕн­че пушар хуралĕн постне йĕркеленĕренпе 95 çул çитнине палăртса Раççей МЧС-ĕн Чăваш Республикинчи Тĕп управленийĕн начальникĕн çумĕ А.Медведев полковник тата офицерсен пысăк ушкăнĕ шкулти Çар Мухтавĕн музейĕпе паллашрĕç. Çав вăхăтрах «Чувашия» ГТРК журналисчĕ Венера Енейкина музейăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен унăн ертÿçипе, статья авторĕпе «Звонок» радиопередача хатĕрлерĕ. Вăл декабрĕн 5-мĕшĕнче 16 сехет те 46 минутра эфира тухрĕ. Унтан уява хутшăнакансем пушарниксене халалланă палăк умне тата пушар постне йĕркеленĕ К.П.Крдыковăн çурчĕ умне чечексем хучĕç. Малалла уяв ĕçĕсем ялти культура керменĕнче тăсăлчĕç. Энĕш­пуç ял тăрăхĕнчи вут-çулăмпа кĕрешекенсен Союзĕн председателĕ Василий Нягин полковник активистсемпе ветерансене Хисеп хучĕсемпе парнесем парса чыс турĕ. Унтан Тĕп управленин «Пламя», ялти культура çурчĕн «Мечта» ансамблĕсем тата шкул ачисем концерт лартса пачĕç.

● Кунтах пирĕн кадетсен 5-мĕш класне ялти шкул директорĕнче тата ытти вырăнсенче тăрăшнă, пирĕнтен ĕмĕрлĕхех уйрăлса кайнă А.Ю.Яковлевăн ятне пама йышăнчĕç.

● Энĕшпуçĕнче пурăнакансем тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама 2 миллион ытла укçа-тенкĕ пуçтарса панă. Çав шутра СВОна хутшăнакансене пулăшма, ялти чиркĕве юсама тата ытти те.

● СВОна хутшăнакан пирĕн ентеше Н.Степанов офицера РЭБ хатĕрĕсене туянма ял халăхĕ 258 пин, тăванĕсем 145 пин /пĕтĕмпе 403 пин\ укçа-тенкĕ пуçтарнă. РЭБ тытăмĕсене Николай Степанов патне çитерсе панă.

● Ноябрĕн 24-мĕшĕнче Энĕшпуç территори пайĕн начальникĕ Олег Иванов хăйĕн ирĕкĕпе татăклă самантра çирĕп кăмăл, хастарлăх, хăюлăх кăтартса СВОна тухса кайрĕ. Мартăн 2-мĕшĕнче вăл 50 çул тултарчĕ. Унăн ĕçĕсене вăхăтлăха Л.Ю.Михайлова тĕп специалист-эксперт йĕркелесе пырать тата Е.Н.Иванова специалист-эксперт тăрăшать.

● Энĕшпуçĕнчи çыхăну уйрăмĕнче 16 çул ĕнтĕ начальникре Надежда Василь­евна Яковлева Раççей почтин ĕçĕ-хĕлне тĕрĕс йĕркелесе çирĕп алăпа тытса пырать. Почтальонсем вара кунта тăваттăн. Любовь Владимировна Никифорова 21 çул хăйĕн ĕç участокĕнче – Хуруй тата Атайкасси ялĕсенче вăй хурать. Энĕш­пуç станцийĕ енче пурăнакансене почта пулăшăвĕсемпе Наталия Владимировна Арсентьева 14 çул тивĕçтерет. Надежда Николаевна Филимонова 10 çула яхăн тăрăшать. Екатерина Вячеславовна Юсупова çулталăка яхăн ĕçлет. Энĕш­пуçĕнчи почтальонсем кашни çырăнтару кампанийĕнчех район хаçатне «Хĕрлĕ ялава» ăнăçлă çырăнтараççĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ Энĕшпуçĕнчи поч­та уйрăмĕн хастарĕсене хавхалантарса электричествăпа ĕçлекен чейниксем парнелерĕ.

● «Солнышко» лагерьте 5 куна тăсăлнă вĕрентÿ сборне республикăри тĕрлĕ округсенчен 200 ытла яш, Энĕшпуçĕнчи шкултан 10-мĕш класри 5 вĕренекен хутшăннă. Кунта пулас хÿтĕлевçĕсене пĕрремĕш медицина пулăшăвĕ пама, противогаз тата хÿтĕлев тумĕ тăхăнма, алла-аллăн çапăçмалли техникăна, АК-74 автомата салатса пуçтарма, стройпа утма вĕрентнĕ. Вĕрентĕве пĕтĕмлетсе курсантсем зачет тытнă.

● Июнĕн 1-мĕшĕнче çĕнĕ вĕренÿ çулне хатĕрленсе ялти вăтам шкул çумĕнчи ача садĕнче тĕп юсав ĕçĕсем пуçланчĕç. Унта валли 32 миллиона яхăн укçа-тенкĕ уйăрнă. Палăртнă вăхăтра вĕçлеймесĕр ĕç вăраха кайрĕ пулин те паянхи кун ача сачĕн çивиттине юсанă, чÿречисене улăштарнă, хутса ăшăтмалли тытăма, фасада юсанă, ытти шалти ĕçсене пурнăçланă. Ача сачĕ çĕнелсе улшăнса кайрĕ. Ĕçсене «Ремон» тулли мар яваплă общество пурнăçланă. Ĕçлеме тытăннă.

● Ялти культура керменĕнче энĕш­пуçсене паллă чăваш артисчĕсем Алина Михайловăпа унăн аппăшĕ Лидия Василь­евна, Елена Иовлева, Диана, Сергей Павлов, Александрпа Алина Ильинсем, «Асамат» эстрада ушкăнĕ, «Савăнăç» халăх театрĕ «Вĕлтĕрен ка­йă­кĕ» спектакль лартса пачĕç.

● Ялти 125 çул тултарнă чиркĕве ăстасем прихут çыннисен укçи-тенкипе çĕнетсе юсарĕç. Çĕрĕк-çурăк хăмасене улăштарнă. Çÿллĕ чан çапакан башня чалăшса пынă пулнă. Ăна домкратпа çĕклесе çĕрсе юрăхсăра тухнă пĕренесене кăларса çĕннисем вырнаçтарнă. Эрешлĕ хăмасене çĕнетнĕ, сăрласа илемлетнĕ. Чиркĕвĕн пĕтĕм енне кăвак краскăпа сăрланă. Кунта час-часах ялти хастарсем субботнике тухса вăй хучĕç. Хăйĕн тивĕçне пурнăçласа настоятель Иоанн Прокопьевич Васильев питĕ кирлĕ ĕçе йĕркелесе пычĕ.

/Малалли пулать/.

Иван КРИКОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика