1Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ шайĕнче Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта çак шкул выпускникĕсемпе — ятарлă çар операцине хутшăнакан Юрий Николаевпа тата Николай Сапаркинпа тĕлпулу иртрĕ. Вĕсем тăван ялта кĕске отпускра пулнă май тăван шкула килсе курма, вĕрентекенсемпе тата ачасемпе тĕл пулса калаçма кăмăл турĕç.

Чи малтанах салтаксем шкулти Çар Мухтавĕн музейĕнче пулчĕç, унăн руководителĕпе, педагогика ĕçĕн ветеранĕпе, ЧР тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕпе Иван Васильевич Криковпа курнăçрĕç, музей валли паха экспонатсем парса хăварчĕç.

2Унтан 6-7 классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕç. Юрий Александрович тата Николай Егорович, çар ĕçĕсене тÿрремĕнех хутшăнаканскерсем, Украинăри тата ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăри лару-тăру пирки каласа пачĕç. Пирĕн салтаксем, Тăван çĕршывăмăра юратнăран, тăванĕсемпе çывăх çыннисене хÿтĕлес тĕллевпе алла хĕç-пăшал тытса Раççейри миршĕн тата унăн никама пăхăнманлăхĕшĕн нацизма хирĕç кĕрешеççĕ. Мĕнпур йывăрлăха çĕнтерме вĕсене çывăх çыннисен, çĕршывра пурăнакансен тĕревĕ тата Çĕнтерĕве ĕненни пулăшаççĕ.

Салтаксем палăртнă тăрăх, Раççей мĕн ĕмĕртен хăйĕн паттăрĕсемпе мухтавлă пулнă, мĕншĕн тесен вĕсем Тăван çĕршыва тата унăн интересĕсене хÿтĕлеме яланах пĕр иккĕленмесĕр тăраççĕ. Пирĕн ентешсем те, ятарлă çар операцийĕ пуçлансан, айккинче юлма пултарайман, çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçлама тухса кайнă. Вĕсем кашнинех çар служби витĕр тухмаллине, çĕршыв умĕнчи граждан тата çар тивĕçне тÿрĕ кăмăлпа пурнăçламаллине, патшалăх интересĕсене хÿтĕлемеллине, унăн хăрушсăрлăхне тивĕçтермеллине каларĕç.

Тĕлпулу ăшă та туслă лару-тăрура иртрĕ, пурин асĕнче та ырăпа юлчĕ. Вĕрентекенсемпе ачасем ентешĕмĕрсене çирĕп сывлăх, службăра ăнăçу тата тăван тăрăха хăвăртрах таврăнма сунчĕç.

Энĕшпуç шкулĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕ çак кунсенче çĕнĕ экспонатсемпе, ятарлă çар операцийĕ пыракан зонăран илсе килнĕскерсемпе, татах пуянланнине те палăртмалла. Трофей япаласене музее шкул выпускникĕ, СВО участникĕ — тăван тăрăха кĕске отпуска килнĕ Павел Прокопьев парнелерĕ.

Павел Валерьевич 2-мĕш тата 9-мĕш классенче вĕренекенсемпе тĕл пулчĕ. Вăл çар службинче мĕн тĕллевпе тăни тата çарти пурнăç çинчен, пирĕн çĕршыва мĕнле йывăрлăхсем хупăрлани тата эпир мĕншĕн çапăçни, Çĕнтерĕве мĕнле хакпа çывхартни пирки каласа пачĕ. Шкул музе­йĕн руководителĕ Иван Криков Павел Прокопьева ятарлă çар операцине халалланă экспозицисене анлăлатма пулăшнăшăн тав турĕ.

Çакăн пек тĕлпулусем ачасене Тăван çĕршыв историйĕн паттăрла страницисемпе тĕплĕнрех паллашма пулăшаççĕ, патриотлăха аталантараççĕ, пирĕн çĕршыва хÿтĕлекенсене хисеплеме хăнăхтараççĕ, ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетеççĕ.

Сăмаха май, Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин кунĕ умĕн шкулта «А ну-ка, парни!» конкурс иртрĕ. Мероприятинче СВОна хутшăнакан П.Прокопьев тата А.Александров салтак-интернационалист судьясем пулса пирĕн хастар яшсен пултарулăхне пысăк хак пачĕç.

Татьяна САЛАХОВА, шкул директорĕ, 

Иван КРИКОВ, шкул музейĕн руководителĕ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Последние комментарии

Яндекс.Метрика