IMG 6326Пирĕн районти Анаткас ялĕнче пурăнакансем ешĕл çимĕç çитĕнтерессипе харсăр пулнине чылайăшĕ пĕлеççĕ ĕнтĕ. Çулла кăна мар, хĕлĕпе симĕс сухан çитĕнтерекенсем те пур вĕсен йышĕнче.

Альбина Ивановна Максимова мăшăрĕпе Олег Ивановичпа чылай çул ĕнтĕ тăрăшаççĕ çак ĕçпе. Ĕçлеме ÿркенмен çынсене патшалăх та пулăшать. Паянхи кун харпăр хăй ĕçне пуçарса яракансене патшалăх енчен укçа-тенкĕ уйăраççĕ. 2020 çулта районĕпе пĕрремĕш Олег Иванович харпăр хăй çине ĕçлекен пек регистрациленсе, вырăсла самозанятый тетпĕр, çемьепе ĕçлекен ĕçне официаллă майпа йĕркелесе янă, 250 пин тенкĕлĕх пулăшăва тивĕçнĕ ун чухне. Каярах вара, 2023 çулта, Альбина Ивановна та харпăр хăй çине ĕçлекен пулса регистрациленме шутланă. Юрат­нă ĕçне малалла аталантарса яма ăна патшалăхран 350 пин тенкĕ панă. Çак укçа-тенкĕпе вĕсем çĕнĕ пысăк теплица, Германире туса кăларнă çĕнĕ йышши культиватор туяннă. Халĕ çуллахи тата хĕллехи икĕ пысăк теплица вĕсен пахчинче. Çă­вĕпе вара пĕтĕмпе 3 учас­токра ешĕл çимĕç çитĕнтереççĕ: базилик, кинза, рукола, шпинат, укроп, пет­рушка, мята, мелисса, сухан. Хĕлле вара симĕс сухан кăна. 6 метр сарлакăшлă, 20 метр тăрш­шĕллĕ хĕллехи теплицăра ем-ешĕл, парка сухан калчисем илемлĕн çитĕнеççĕ. Хĕллехи-çуркуннехи таврана шурă юр витнĕ çутçанталăкран сип-симĕс сухан çитĕнекен ăшă теп­лицăна кĕрсенех çуллахи вăхăта лекнĕ пекех туйăнать. Теплицăра питĕ ăшă. Олег Иванович кунта хутса ăшăтмалли кăмака туса лартнă, теплица тăршшĕпе ăшă илсе çитерекен вăрăм пăрăх вырнаçтарнă. Кăмрăк­па, йывăç вутпа хутса ăшăтаççĕ. «Сухана çитĕнтернĕ чухне çĕре тĕр­лĕ минералсемпе пуянлататпăр. Ÿсентăрана та, çынна пекех, витамин кирлĕ вĕт», - тет Альбина Ивановна. Халĕ шăпах хĕрÿ вăхăт вĕсен çемйинче. Кашни кунах теплицăри ешĕл çимĕçе касса тасатса пĕрер килограмшарăн чĕркесе Хусана е Шупашкара çити кайса леçеççĕ. Кашни каймассерен курттăммăн 150-200-шер килограмм сутса хăвараççĕ. Ĕç майне ÿкнĕ теççĕ кун пек çынсем пирки.

Альбина Анаткас ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ те çемийпе, ашшĕ-­амăшĕпе пĕрле тĕп килте пурăнаççĕ. Малтанах вара, тин çемьеленсен, Шупашкарта пурăннă, ялта юлмастăпах тесе шутланă вăл çамрăкрах çулсенче. Çулла çитсенех кашнинчех хуларан яла килнĕ, амăшне ешĕл çимĕç ÿстерме пулăшнă. Электричкăпа хăй тĕллĕн Хусана та нумай çÿренĕ ăна сутма. Çапла çак ĕç унăн пурнăçĕнче чи юратнă ĕç пулса тăрать. «Çĕр çинче ĕçлеме юрататăп. Халĕ хулана кайсан та унта пĕр сехет ытлашши те юлас килмест, часрах каялла яла вĕçтерсе килетпĕр», - чунне уçса калаçрĕ Альбина. Хальхи çĕнĕ культиватора туяниччен 15 çул каялла хăй валли ятарласа пĕчĕк мотоблок илнĕ иккен вăл, мăшăрĕ çук чухне ăна алла тытса хăй сухаланă çĕре. Çăмăл машинăпа та çăмăллăнах вĕçтерсе çÿрет вăл çул çинче.

Мăшăрĕпе Олег Ивановичпа çут тĕнчене 3 ача парнеленĕ вĕсем. Асли — 18 çулти Анастасия Хусанти федераллă университетра экономика факультетĕнче 1-мĕш курсра бюджет мелĕпе вĕренет. Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ вăтам шкултан ылтăн медальпе вĕренсе тухнă. Вăтамми — 11 çулти Даниил Чулкасри шкулта 4-мĕш класра пĕлÿ пухать, отличник. Кĕçĕнни — 6 çулти Татьяна «Родничок» ача сачĕн воспитанникĕ. Ачисем те, Альбина Ивановнан ашшĕпе амăшĕ те Иван Васильевичпа Галина Михайловна, пурте пĕрле ĕçлеççĕ.

Эвелина МИХАЙЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Апрель 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
31 1 2 3 4 5 6
7 8 9 10 11 12 13
14 15 16 17 18 19 20
21 22 23 24 25 26 27
28 29 30 1 2 3 4

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика