● Мартăн 27-мĕшĕнче Энĕшпуçĕнчи шкул директорĕн ĕçĕсене вăхăтлăха Т.Н.Салахова пурнăçлама тытăнчĕ. Декабрĕн 3-мĕшĕнче Татьяна Николаевнăна ялти вăтам шкул директорĕ пулма уйăрса лартрĕç.

● Энĕшпуçсем СВО-ри салтаксем валли гуманитари пулăшăвĕ пуçтараççĕ, окоп çуртисем хатĕр­леççĕ, уроксенчен пушă вăхăтра шкулăн 2-мĕш хутĕнчи Çар Мухтавĕн музейĕн залĕнче учительсемпе вĕренекенсем тата ял халăхĕ икĕ сменăпа хастарлăх кăтартса маскировка сеткисем çыхаççĕ.

● Маларах ялти культура çуртĕнче çыхнă 14 массеткăна тата шкулти 18 массеткăна çапăçу хирне ăсатнă. Шкул ĕçченĕсем П.В.Егоров, В.П.Васильев, Н.Г.Сытин тăрăшнипе СВО-на 350 окоп çурти ăсатнă, тепĕр 200 шт. хатĕрлесе хунă.

● Пархатарлă ĕç тăвать Энĕшпуç ялĕнчи тÿрĕ кăмăллă патриот Валерий Алексеев, кашни паттăра пирĕн пулăшу çав тери кирлине ăнланса май килнĕ таран пулăшма тăрăшать. Акă вăл гуманитари пулăшăвĕпе СВО-на салтак-ентешсем валли апат-çимĕç, ăшă тумтир тата ытти те пуçтарса Аслă Чакри Сергей Борисовпа декабрĕн 23-мĕшĕнче тухса кайрĕ. Ял ачисем службăра тăракан вырăна 4-мĕш хут кайса килчĕ.

● Ятарлă çар операцине пирĕн ялтан хутшăнакансем 22 шутланаççĕ.

● Декабрĕн 8-мĕшĕнче пĕвери пăра шăтарса Леонид Егоров пулăç 8,3 килограмм таякан карп пулă тытса килчĕ, сезона ăнăçлă пуçларĕ.

● Вăрмар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев тата Вăрмар муниципаллă округĕн мобилизаци хатĕрлевĕн, граждан оборонипе чрезвычайлă лару-тăру пайĕн начальникĕ Юрий Ефимов декабрьте Энĕшпуçĕнчи территори пайĕн пушар хуралĕн сотрудникĕсене çĕнĕ мотопомпа панă тата çĕнĕ каскăсемпе тивĕçтернĕ.

● Энĕшпуçĕнчи культура çуртĕнче ĕçлекенсем Хĕл Мучисемпе Юр Пикисен муниципаллă конкурсĕнче «Самые артистичные Дед Мороз и Снегурочка» номинацинче «Лучший Дед Мороз и Снегурочка-2024» çĕнтерÿçи пулса Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕн Дипломне илме тивĕç пулнă. Конкурса О.Яков­лева, Л.Иванова, Т.Михайлова, Г.Семенова хутшăнчĕç.

● Раççейри вулавçăсен «Женская лирика Серебряного века» конкурсĕнче 8-мĕш класри Александра Иванова, 7-мĕш класри Мария Иванова çĕнтерÿçĕсем пулса тăнă /руководителĕ Иванов И.М.\.

● Раççейри «Надежда машиностроения Чувашии» олимпиадăра 10-мĕш класри Владимир Николаев çĕнтерÿçĕне тухнă /руководителĕ Николаева И.А.\.

● Раççейри «Урок родного языка с любимым педагогом» сочиненисен конкурсĕнче 8-мĕш класри Виктория Алексеева призер пулнă /руководителĕ Дмитриева З.М.\.

● Кăçал та В.Николаевсен çемйи хушма хуçалăхра хăй ăсталанă инкубаторпа усă курса 100 хур, 80 индоутка, 1500 бройлер чĕппи кăларса ялти халăха тивĕçтернĕ, хуçалăхран тупăш илнĕ. Малалла кайăк-кĕшĕк йышне ÿстерме палăртнă, çавăнпа çулла вăхăта шеллемесĕр çине тăрса пысăк вите туса лартнă.

● Энĕшпуçĕнче 39-мĕш пушарпа çăлав чаçĕн уйрăм посчĕ ĕçлет. Кунта пурĕ 8 çын вăй хурать, вĕсем черетленсе дежурствăра тăраççĕ. Пушар деповĕнче 2 пушар машини яланах хатĕр тăрать.

● Энĕшпуçĕнчи килти хуçалăхра /ялпа станци\ КРС — 82, вĕсенчен 56 ĕне, сурăхсем – 32, качакасем – 18, сыснасем – 10, кайăксем – 1151, хурт-хăмăр йышĕ – 191 çемье, кролик – 52 шутланса тăрать.

● Ялта пурăнакан чи ватă хĕрарăмсем: Н.Семенова /1927 ç./ – 97-ре, Л.Васильева /1929 ç./ – 95-ре, Н.Алексеева /1930 ç./ – 94-ра, Р.Тимофеева /1930 ç./ – 94-ра, Н.Григорьева /1932 ç./ – 92-ре, Г.Николаева /1931 ç./ – 93-ре, Е.Ерошина /1933 ç./ – 91-ре, Е.Иванова /1933 ç./ – 91-ре, З.Алексеева /1934 ç./ – 90-ра, С.Григорьева /1934 ç./ – 90-ра, Т.Ерошина /1934 ç./ – 90-ра.

● Чи ватă арçынсем: В.Филиппов /1939 ç./ – 85-ре, Н.Руссков /1940 ç./ – 84-ра, П.Васильев /1941 ç.\/ – 83-ре, В.Порфирьев /1941 ç./ – 83-ре, С.Ильин /1942 ç./ - 82-ре.

● Пĕтĕмпе 3 ача çуралнă, 17 çын вилнĕ.

● Энĕшпуç тăрăхĕнче 1273 çын пурăнать, ялта 838, станцинче 272 çын, Атайкассинче – 52, Хуруйĕнче – 111 çын, ялти шкулта 112 ача вĕренет, 21 педагог ĕçлет.

Иван КРИКОВ

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Февраль 2026
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика