photo 2025 03 17 19 34 26Вăрмар муниципаллă округĕнче Чăваш Республикин Правительствин кунĕ иртнĕ. Вăрмар поселокĕнчи Культура çуртĕнче ирттернĕ ĕçлĕ тĕлпулу вăхăтĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев республика Правительствин членĕсемпе тата Вăрмар округĕн руководителĕсемпе пĕрле пилĕк çулта пурнăçланă ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, Чăваш Республикин 2030 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программи шайĕнче региона тата муниципалитета аталантармалли çул-йĕре палăртнă.

Республикăна тата муниципалитета ертсе пыракан команда умĕнче тăракан задачăсем пирки Дмитрий Краснов, Максим Иванов, Владимир Степанов вице-премьерсем, ЧР культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министрĕн заместителĕ Татьяна Казакова, ЧР ял хуçалăх министрĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлаканĕ Инна Волкова, ЧР финанс министрĕн пĕр­ремĕш заместителĕ Ольга Метелева каласа пачĕç.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев палăрт­нă тăрăх, Вăрмар округĕ юлашки пилĕк çулта стабильлĕ аталанса пынă. «Малалла аталанма çирĕп никĕс хывнă, малашне те çак çул-йĕрпе утăмлас ăнтăлу пурри курăнать. Аса илер, совет вăхăтĕнче Вăрмар районĕ хăйĕн промышленноçĕпе чапа тухнă. Кунта сĕтел-пукан туса кăларнă, çĕвĕ производстви ĕçленĕ, çавна май Вăрмар тă­рăхĕ рес­публикăри чи пысăк та­та чи аталаннă районсенчен пĕри пул­нă. Паянхи кун та, производствăсем пулăшнипе /тĕс­лĕхрен, «Аквапром»\, Вăрмарăн промышленноç енĕпе аталаннă округ статусне çĕнĕрен илме шанăç пур», — терĕ Олег Николаев.

photo 2025 03 17 18 11 32Сăмаха май, Вăрмар округĕнчи ĕçлĕ çулçÿрев ша­йĕнче вăл шăпах та «Аквапром» тулли мар яваплă общество ĕçĕ-хĕлĕпе паллашрĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/. «Аквапром» — Вăрмар округĕн тата Чăваш Енĕн ÿсĕмпе аталану вырăнĕ. Çакăн пек производствăсем Раççейре пурĕ 4 кăна. Завод пысăк утăмсемпе аталанса пырать — производство лаптăкĕсене анлăлатаççĕ, продукци туса кăларасси 6 хут ÿснĕ. Патшалăх «Аквапрома» кÿрекен пулăшу хă­йĕн çимĕçне пани унăн лайăх кăтартăвĕсемпе çирĕпленет. Малалла аталанма çитес 5 çулта 450 миллион тенкĕ инвестицисем илĕрт­ме планланă. Ку тĕллеве Чăваш Республикин социаллă тата экономика аталанă­вĕн Комплекслă программине кĕртнĕ, унта «Аквапрома» проект-драйвер тесе палăртнă», — пĕлтерчĕ Олег Николаев.

Олег Алексеевич Вăрмар округĕн администрацийĕ умне задачăсем лартрĕ: Чăваш Республикин 2030 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă прог­рамми шайĕнче июлĕн 1-мĕшĕччен Вăрмар муниципаллă округĕн 2030 çулчченхи аталану стратегине хатĕрлемелле, 2025 çулхи март вĕçĕччен Чăваш Республикин агропромышленноç комплексĕн 2030 çулчченхи аталану Стратегине пурнăçлассипе мероприятисен планне тумалла, 53 çемьен пурăнмалли условийĕсене ла­йăхлатмалла, нумай ачаллă 165 çемьене çĕр участокĕсене харпăрлăха илме социаллă пулăшу мерисемпе тивĕçтермелле тата ытти те.

Чăваш Республикин 2030 çулчченхи социаллă тата экономика аталанăвĕн Комплекслă программи шайĕнче Вăрмар округĕнче 840 млн тенкĕлĕх 13 инвестици проектне, туризм, строительствăпа ЖКХ, потребительсен рынокĕпе пулăшусен сферин, сывлăх сыхлавĕн, физкультурăпа спорт, вĕрентÿ, культура, экологи облаçĕсенче 79 инфраструктура проектне пурнăçлама планланă. Округ территорийĕнче 12 мегапро­ект­па пĕр проект-драйвер пурнăçлассипе ĕçлĕç.

Правительство кунĕнче Вăр­­мар муниципаллă округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев пирĕн округра пурнăçланă ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ, малашнехи тĕллевсене уçăмлатрĕ. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, юлашки пилĕк çулта налук ту­пăшĕсем 2,1 хут ÿснĕ, налук мар тупăшсем — 1,7 хута яхăн. Ытти округсем хушшинче Вăрмар округĕ 2020-2024 çулсенче тĕп капиталти инвестицисен калăпăшне 96% ытла ÿстернĕ, вак суту-илÿ çаврăнăшĕ 1,6 хут ÿснĕ. Халăха хумхантаракан чылай ыйтăва татса панă: «Вăрмар-Кавал-Нăрлат» авто­çула çутăпа тивĕçтерсе тротуарсем тунă, «Аниш» автоçула 15 км тăршшĕ тĕпрен юсанă, пурте усă куракан çулсене 90 км ытла юсанă, Чупай тата Мăнçырма шкулĕсенче, «Колосок» тата «Березка» ача сачĕсенче тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ, Кĕлкеш шкулĕн спорт залне тĕпрен юсанă, Вăрмар поселокĕнче футбол уйĕн строи­тельствине пурнăçланă, «Романтика» лагерьте, Вăрмар больницин поликлиникинче тĕп юсав ĕçĕсем ирттернĕ, Вăрмар поселокĕнчи Культурăпа кану паркне хăтлăлатнă тата ытти те.

IMG 6565Правительство кунĕ шайĕн­че Вăрмар муниципаллă округĕн администрацийĕ тата рес­публикăри ертсе пыракан ВУЗсем — Чăваш патшалăх аграри университечĕ, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, И.Н.Улья­нов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ — малашне пĕрле ĕçлессипе нумай енлĕ килĕшÿ тунă, çакна çирĕп­летсе алă пуснă. Аса илтеретпĕр: Вăрмар округĕнче респуб­ликăри аслă вĕренÿ заведенийĕсен представительствисене уçма палăртнă. Пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм çамрăксене хамăр тăрăхрах вĕренсе професси илме тата ĕçе вырнаçма çул уçĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Вăрмар округĕнче пурăнакансене тăрăшуллă ĕçленĕшĕн тав турĕ. «Эпир интереслĕ чылай пуçарăва малашне те тĕрев пама хатĕр. Вăрмар тăрăхĕнче харăсах виçĕ ректора курни, округра çав тери активлă çынсем пурăнни савăнтарса тĕлĕн­терчĕ. Тĕрлĕ ĕçсемпе проектсем хатĕрленине, вĕсене пурнăçлама майсем тупнине курса ĕнентĕм. Çитĕнÿсем пысăк, йывăрлăхсем те çук мар, анчах вĕсене татса парассипе тăрăшса ĕçлĕпĕр. Пирĕн тĕллев — тĕрлĕ объектсем хута ярасси кăна мар, çынсене, ачасене пĕр пек майсем туса парасси, вĕсем кунта пурăнса хăйсен потенциалне уçма пултарччăр», — терĕ регион Пуçлăхĕ.

Пысăк мероприяти чыслав­па вĕçленчĕ. Олег Алексеевич Тикаш ялĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранне Георгий Павлович Павлова Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа медальпе наградăларĕ, ЧР Пуçлăхĕн уйрăмах пултаруллă çамрăксемпе студентсене паракан стипендине илме тивĕçнĕ ентешĕмĕрсене свидетельствăсем пачĕ. Çавăн пекех Тихвински Турамăш турăшĕ ячĕллĕ Мăнçырмари чиркÿ нас­тоятельне Леонид Ермолаев протоиерее тата Наталия матушкăна «Ашшĕ-амăшĕн мухтавĕ» орден медалĕпе чысларĕ /сăн ÿкерчĕк çинче/. Вĕсем 6 ачана кун çути парнеленĕ, халĕ 6 мăнукпа савăнаççĕ.

Унсăр пуçне Олег Николаев Чупай ялне те çитсе килчĕ, çак ялта пурăнакан тыл ĕçченне, ĕç ветеранне Мария Николаевна Михайловăна 100 çулхи юбилей ячĕпе саламласа парне пачĕ. Вăрмар округĕн пуçлăхĕ Василий Шигильдеев та юбиляра хисеп­лерĕ, Тав çырăвĕ пачĕ /сăн ÿкерчĕк çинче\.

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Март 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
24 25 26 27 28 1 2
3 4 5 6 7 8 9
10 11 12 13 14 15 16
17 18 19 20 21 22 23
24 25 26 27 28 29 30
31 1 2 3 4 5 6

Праздники

сегодня

Последние комментарии

Яндекс.Метрика