Пирĕн кăвар чĕреллĕ поэт Çеçпĕл Мишши хăйĕн «Тинĕсе» сăввинче поэтсене чĕнсе /эпĕ çак шута пур çыравçăна та кĕртесшĕн/ каланă пурте пĕлекен сăмахсем пур:
«Çĕн поэт ака та тутăр,
Утă çултăр,
Вутă çуртăр,
Ĕçлесе çĕн юрă хутăр,
Туй пулсан – ташлатăр, култăр...»
Çак йĕркесене вăл 1921 çулта çырнă. 1941 çул çитнĕ пулсан ахăртнех: «Йывăр вăхăтсем килсен, Тăван çĕршывшăн хĕç-пăшал та тыттăр», – тесе хушса хума пултарни пĕрре те иккĕлентермест. Тепĕр енчен илсен, çыравçă-журналистсем, пĕтĕм Совет халăхĕ пекех, пĕр сăмахсăрах çак вăхăтра хăйсен пĕрремĕш тивĕçне пурнăçлама хатĕр пулнă.
Аслă Отечественнăй вăрçа Вăрмар районĕнчен /халĕ округ\ 6890 çын тухса кайнă, 4131-шĕ каялла таврăнман. /«Астăвăм», Т.2, Шупашкар, 1996/.
Миçе çыравçă-ентеш, «Хĕрлĕ ялав» хаçатпа çыхăну тытнă ялкор, рабкор, ĕнер шкул ачи пулнă çамрăк корреспондент унта хутшăннине, пуçне хунине тĕплĕн палăртса калаймăн, анчах çакна кăштах уçăмлатма «Чăваш журналистикин тата пичечĕн энциклопедийĕ» /Шупашкар, 2013/ пулăшать. Унти хушаматсене алфавит йĕркипех илсе парар-ха.
Василий Степанович Алендеев /Алендей/. 1919 çулта Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. Журналист, прозаик, поэт, СССР писателĕсен Союзĕн членĕ. Хĕрлĕ Çарта 1939 çултанпа. Йывăр аманнине пула 1943 çулта яла таврăннă, Отечественнăй вăрçă орденĕн I, II степенĕсене тивĕçнĕ. 1944-1951 çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулнă. Чăваш халăх писателĕ.
Григорий Тимофеевич Алендеев /Алендей/. 1903 çулта Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. Журналист, писатель, куçаруçă, педагог, СССР писательсен Союзĕн членĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ.
Ванифатий Андреевич Андреев. 1926 çулта Çĕнĕ Вĕренер ялĕнче çуралнă. СССР журналисчĕсен Союзĕн членĕ. Вăрçăран 1944 çулта аманнă хыççăн таврăннă. 1970-1987 çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулнă. Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă.
Алексей Иванович Иванов. 1919 çулта Çĕрпÿ районĕнчи Виççĕмĕш Вăрманкасси ялĕнче çуралнă. Журналист, учитель. 1936-1939 çулсенче Тикашри пуçламăш шкул заведующийĕ пулнă. 1943-1945 çулсенче вăрçа хутшăннă, медальсемпе наградăланă.
Федор Александрович Ларионов. 1925 çулта Шăмăршă районĕнчи Васан ялĕнче çуралнă. СССР журналисчĕсен членĕ. 1943-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа, Китая Яппун интервенчĕсенчен хăтарма хутшăннă. Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă. 1964-1968 çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ пулнă.
Африкан Михайлович Михайлов. 1924 çулта Кĕтеснер ялĕнче çуралнă. Журналист. 1942-45 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, взвод, рота командирĕ пулнă. Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ орденĕпе, медальсемпе наградăланă, 1949-1951 çулсенче «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцине ертсе пынă.
Исаак Никифорович Никифоров /Яндаш/. 1914 çулта Пысăк Енккасси ялĕнче çуралнă. Журналист, писатель, куçаруçă. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, Отечественнăй вăрçăн II степеньлĕ, Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕсемпе, медальсемпе наградăланă. Вăрмар МТСĕн хаçатĕнче ĕçленĕ.
Иван Павлович Павлов /Пинер/. 1903 çулта Пинерте çуралнă. Журналист, куçаруçă. 1942-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, Хĕрлĕ Çăлтăр орденне, медальсене тивĕçнĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ.
Аркадий Васильевич Петров. 1923 çулта Эçпепере çуралнă. Журналист, куçаруçă, писатель. 1942-1945 çулсенче Аслă Отечественнăй вăрçа хутшăннă, наградăсене тивĕçнĕ. «Хĕрлĕ ялав» хаçатра ĕçленĕ.
Мирон Романович Романов /Еник/. 1914 çулта Пысăк Енккасси ялĕнче çуралнă. СССР журналисчĕсен Союзĕн членĕ. Аслă Отечественнăй вăрçă участникĕ, наградăсене тивĕçнĕ. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ.
Иван Антонович Смирнов /Тупах/. 1912 çулта çуралнă. Куçаруçă. Аслă Отечественнăй вăрçăра связист пулнă. «Коммунизм ялавĕ» хаçатра ĕçленĕ...
Пур çыравçă та энциклопедие лекеймест ĕнтĕ. Малалла тĕрлĕ çăлкуçсенчен тупнă информаципе паллашар-ха.
1938 çулта «Хĕрлĕ ялавра» 1915 çулта Кивĕ Шулханта çуралса ÿснĕ Борис Васильевич Васильев литература сотрудникĕ пулса вăй хума тытăнать. 1940 çулта ăна çара илеççĕ, унтан – вăрçă. Киле 1944 çулта инвалид пулса таврăнать. Денис Дени /Аслă Пинер\, Вениамин Туртушов /Кавал/ вăрçăчченех хаçатпа тачă çыхăну тытнă. Фронтран та сăвăсем ярса парсах тăнă. Шел, каялла таврăнма пÿрмен вĕсене.
Ку – вăрçа хутшăннă ентеш–çыравçăсен кĕске списокĕ. Вĕсен умĕнче пуç тайса çак ĕç малаллах пырасса шанатăп.
Владимир ТОЛМАТОВ