f2b17c8322cf457e998ad76a98c00144

1945 çулхи Çĕнтерÿллĕ Май историнче аяккарах та аяккарах юлса пырать. Вăхăт чупăвне тытса чарма çук. Питех те шел, Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсен, тыл ĕçченĕсен речĕ те сайралать. Паянхи кун Вăрмар округĕнче тыл ĕçченĕсем — 70 çын, вăрçă участникĕсен тăлăх арăмĕсем — 6 çын пурăнаççĕ. Вăрçă ветеранĕ вара 1 çын — ку вăл Тикаш ялĕнчи Геор­гий Павлович Павлов.

Георгий Павлович 1927 çул­та çуралнă. Совет çарне 1944 çулхи ноябрь уйăхĕн 15-мĕшĕн­че кайнă, 1951 çулхи апрель уйă­хĕн 28-мĕшĕччен сывлăшпа десант бригадинче службăра тăнă. Иваново облаçĕнче, Киргизири Фрунзе, Казахстанри Алма-Ата хулисенче службăра пулнă. 28 хутчен парашютпа сикнĕ, патшалăх наградисемпе грамотисене тивĕçнĕ.

Тăван тăрăха таврăнсан Георгий Павлович Вăрмарти хатĕрлев кантурĕнче инструкторта, Вăрмар поселокĕн­чи потребительсен обществин председателĕн заместителĕн­че, Тикашри шкулта хуçалăх заведующийĕнче, «Тегешевский» хуçалăхра профсоюз комитечĕн председателĕнче ĕçленĕ. Мăшăрĕ çут тĕнчерен уйрăлса кайнă хыççăн хĕрĕсемпе мăнукĕсем пăхса, пулăшса тăраççĕ ăна.

Кашни ветеран пысăк хисепе тивĕç. Вĕсем пирĕн ирĕклĕхе сыхласа хăварнă, пире мирлĕ тÿпе парнеленĕ. Эпир вĕсен умĕнче ĕмĕр парăмра. Вăрмар муниципаллă округĕнче Чăваш Республикин Правительствин кунне ирттернĕ май Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев Георгий Павлович Павловпа куçа-куçăн тĕл пулса çывхарса килекен уявпа — Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнĕ ятпа саламланă, çарти паттăр ĕçсемшĕн тав туса медальпе чысланă /сăн ÿкерчĕк çинче\.

Тепĕр ырă хыпар та пĕлтерме васкатпăр. Çак кунсенче Вăрмар муниципаллă округĕн депутачĕсен Пухăвĕн ларă­вĕнче депутатсем пĕр саслă пулса Вăрмар округĕнче пурăнакан Аслă Отечественнăй вăрçăн пĕртен-пĕр ветеранне — 98 çулти Георгий Павлович Павлова «Чăваш Республикин Вăрмар муниципаллă округĕн хисеплĕ гражданинĕ» хисеплĕ ят пама йышăннă. Георгий Павловича саламлатпăр, çирĕп сывлăх сунатпăр!

Ирина ДАНИЛОВА

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Июнь 2025
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
26 27 28 29 30 31 1
2 3 4 5 6 7 8
9 10 11 12 13 14 15
16 17 18 19 20 21 22
23 24 25 26 27 28 29
30 1 2 3 4 5 6

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика