Кăçал эпир Аслă Çĕнтерĕве 80 çул çитнине паллă тăватпăр, ку вăл çĕршывра пурăнакансемшĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулăм. Ахальтен мар Раççейре 2025 çула Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин çулталăкĕ, Чăваш Енре Çĕнтерÿпе патриотлăх çулталăкĕ тесе йышăннă.
80 çул каялла Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсем нимĕç захватчикĕсен çулне пÿлсе вĕсен ирсĕр ĕçне тĕп тунă. Анчах пурнăç çавăн пек çаврăнса тухнă — асаттемĕрсемпе мăн асаттемĕрсем пекех хăюллă та харсăр салтак-ентешсем паянхи кун ятарлă çар операцийĕнче неонацистсене хирĕç чăрсăррăн çапăçаççĕ.
Вăрмар тăрăхĕн патвар çамрăкĕ Дмитрий Владимирович Кириллов та /сăн ÿкерчĕк çинче/ Аслă Чак ялĕнче пурăннă хăйĕн тăван асламăшĕпе аслашшĕн — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă Надежда Георгиевнăпа Петр Кириллович Кирилловсен — ырă ĕçне малалла тăсать, СВО пуçланнăранпах вăл Тăван çĕршыв хÿтĕлевçисен ретĕнче салтак тивĕçне пурнăçлать.
Палăртмалла, асламăшĕ Надежда Георгиевна учитель пулса ĕçленĕ, фронта 1942 çулта кайнă. Берлина çити çитнĕ вăл, телеграфистсен отделенийĕн командирĕ пулнă, «Калининграда ирĕке кăларнăшăн», «Ленинграда ирĕке кăларнăшăн», «Варшавăна ирĕке кăларнăшăн», «Прагăна ирĕке кăларнăшăн», «Минска ирĕке кăларнăшăн», «Берлина илнĕшĕн» медальсене тивĕçнĕ. Аслашшĕ Петр Кириллович шыв айĕнчи флот морякĕ пулнă. Вăл çар ретне 1940 çулта тăнă, флотри штурман электрикĕн специальноçне алла илнĕ, Лăпкă тинĕс флочĕн Владивостокри тĕп базин шыв районĕн хурал дивизионĕнче службăра пулнă. Çурçĕр Корея порчĕсемшĕн пынă çапăçусене хутшăннă, «Корейăна ирĕке кăларнăшăн» медале тивĕçнĕ. Вăрçă хыççăн 2 çула яхăн шыв айĕнчи минăсене тупса пĕтерессипе вăй хунă.
Дмитрий Владимирович та асламăшĕпе аслашшĕн хисеплĕ ятне тÿрре кăларассишĕн хăйне шеллемест. Вăл 1990 çулхи январĕн 21-мĕшĕнче Надежда Кимовнăпа Владимир Петрович Кирилловсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 9 класс пĕтернĕ, унтан А.Н.Туполев ячĕллĕ Хусанти наци тĕпчев техника университечĕн «Техника колледжĕнче» /КНИТУ-КАИ/ вĕренсе пĕлÿ илнĕ. Салтак ячĕ тухсан Раççей Шалти Ĕçсен Министерствин Шалти Çарĕсенче çĕршыв умĕнчи тивĕçне пурнăçланă, ун хыççăн контракт пусса службăна малалла тăснă. СВО пуçлансан, çар ĕçĕнчи опытне кура ĕнтĕ, Дмитрий Владимировича повестка панă. «Сумрак» хушма ятлă ентешĕмĕр хальхи вăхăтра Запорожск облаçĕнче аслă сапер пулса çапăçать. Унăн ĕçĕ пысăк яваплăхпа тата хăрушлăхпа çыхăннă, час-часах хĕрÿ çапăçусенче пулма тивет, аманнă та... «Кунта яланах сыхă пулмалла. Ирĕн-каçăн дронсем вĕçеççĕ, снарядсем пăрахаççĕ, вĕсен ванчăкĕсем таçта çити сирпĕнеççĕ. Хăш чухне пĕтĕм пурнăç куç умĕнче вĕçсе иртнĕн туйăнать, — тет Дмитрий Владимирович. — Чи пĕлтерĕшли — салтаксем пĕрлĕхре пулни, пĕр-пĕрне пулăшни. Эпир хамăр ентешсемпе, вăрмарсемпе, çыхăну тытсах тăратпăр. Хăшĕсемпе чи çывăх тăвансем пекех хутшăнатпăр. Акă, «Ладья» хушма ятлă Сергей Геннадьевич Сергеевпа уйрăмах çывăх. Иксĕмĕр те сапер, çума-çумăн çапăçатпăр, Тăван çĕршыва хÿтĕлетпĕр».
Дмитрий Владимирович — хăюллă, çирĕп кăмăллă, умри задачăсене яваплăн пурнăçлакан салтак, унăн ырă енĕсене тата пархатарлă ĕçне палăртса çар командованийĕ темиçе хутчен те наградăланă ăна. Виçĕ медаль Дмитрий Владимировичăн кăкăрĕ çинче: Жуков медалĕ, «Ятарлă çар операцийĕн участникне» тата «Хăюлăхшăн» медальсем. Вĕсенчен кашнине чăннипех те тивĕçлĕ вăл, «Хăюлăхшăн» медаль вара уйрăмах паха уншăн. Ăна аманнă юлташĕсене çапăçу хирĕнчен илсе тухса пулăшу кÿнĕшĕн панă.
Унсăр пуçне Дмитрий Владимировичăн амăшĕпе ашшĕ патне çар командованийĕн Тав çырăвĕсем те пĕрре кăна мар килнĕ. Ывăлне мухтакан тата ырлакан çырусем Надежда Кимовнăпа Владимир Петровича вăй кÿреççĕ, вĕсен чĕрисенчи çутă шанăçа сÿнме памаççĕ. Ятарлă çар операцийĕ пирĕннисен Çĕнтерĕвĕпе вĕçленессе, юратнă ывăлĕ тăван киле часрах таврăнасса чăтăмсăррăн кĕтеççĕ вĕсем.
Ирина ДАНИЛОВА