IMG 3754

Кĕтеснерĕн мухтавлă ывăлĕ В.Алентей çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă уявăн тĕп мероприятийĕ ялти культура çуртĕнче иртрĕ. Культура çурчĕ çак кун лăк тулли халăхпа тулчĕ, утарти вĕллери пекех кĕрлесе тăчĕ. Кунта официаллă çынсем, сумлă хăнасем, В.Алентейăн тăванĕсем, Кĕтеснер ял халăхĕ, шкул ачисем, районти культура ĕçченĕсем тата ыттисем те йышлăн пуçтарăнчĕç.

Василий Алентее халалласа сцена çине пысăк баннер вырнаçтарнă. Унта Василий Алентейăн пысăк сăнÿкерчĕкĕ, çуралнă çулĕсене кăтартнă. Чи çÿлте çапла çырса хунă: «Кĕтеснерĕн мухтавлă ывăлĕ Василий Степанович Алентей, 100 çул». Ятарласа хатĕрленĕ сценари тăрăх уява Кĕтеснерти библиотека заведующийĕ С.Скворцова, Вăрмарти тĕп библиотека ĕçченĕ Р.Иванова, Вăрмарти культура çурчĕç ĕçченĕ В.Степанова улшăна-улăшна ертсе пычĕç. Уяв «Кудеснеры край чудесный» сăвва вырăсла тата чăвашла каланинчен, ялти культура çурчĕ çумĕнчи «Нарпи» ушкăн Кĕтеснер гимнне шăрантарнинчен пуçланчĕ. Чăваш халăхĕ мĕн авалтанпах пултаруллă çынсемпе палăрса тăнă. Вăрмар тăрăхĕнче те республикипех паллă писательсемпе поэтсем, художниксем, юрăçсем, композиторсем сахал мар. Вăрмар районĕнче 100 çул каялла Ваçук ятлă пепке çуралсан Кĕтеснер ялĕ пĕтĕм чăваш çĕрĕ пĕлмелле чапа тухасса шутлама та пултарайман. Василий Степановичăн ятне хамăр республикăра пĕлмен, илтмен çын çук та пулĕ. Кĕтеснерсем, Вăрмарсем, тăван ен чăвашĕсем ун ячĕпе чăннипех те мухтанма тивĕç.

Чи малтанах саламлă сăмахсемпе Вăрмар район пуçлăхĕ М.Пуклаков, ЧР строительствăпа архитектура тата пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх министрĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Максимов, ЧР Пашалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин тухса калаçрĕç. Кашниех вĕсем чăваш халăх писателĕн хайлавĕсене шкулта вĕреннĕ чухнех ăша хывса çитĕннине пĕлтерчĕç. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Ю.Зорин В.Алентей 100 çул тултарнине халалласа ирттернĕ ĕçсене активлă хутшăннă çынсене Чăваш наци конгресĕн Хисеп грамотисемпе чысларĕ. Çавăн пекех вăл залра ларакансене савăнăçлă та пĕлтерĕшлĕ хыпар пĕлтерчĕ: Шупашкарти Радужный ятлă çĕнĕ микрорайонти пĕр урама Василий Алентей ятне панă. Çакна çирĕплетсе Ю.Зорин Шупашкар хула администрацийĕн пуçлăхĕ А.Ладыков 2019 çулхи июль уйăхĕн 26-мĕшĕнче алă пуснă Постановленине Кĕтеснер ял тăрăхĕн пуçлăхне О.Николаева алăран тыттарчĕ.

В.Алентей 100 çул тултарнине халалласа районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕ В.С.Алентей ячĕллĕ премийĕн конкурсне 3 тĕрлĕ номинаципе — прозăпа, публицистикăпа, пэзипе — ирттерчĕ. Конкурсантсем 2019 çул тăршшĕпе «Хĕрлĕ ялав» хаçатра пичетленчĕç. Шăпах халăх писателĕ çуралнăранпа пĕр ĕмĕр çитнине уявланă кун, октябрĕн 16-мĕшĕнче, преми лауреачĕсене чысларĕç. Вĕсем хушшинче проза енĕпе М.Краснов, поэзи енĕпе А. Палайтиене, публицистика енĕпе М.Прокопьева çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç. Район хаçачĕн тĕп редакторĕ З.Павлова литература премийĕн лауреачĕсене дипломсемпе, чечек çыххисемпе тата укçа парса хавхалантарчĕ.

Василий Степановичăн хĕрĕ Елизавета Васильевна Карташева, вĕрентекен пулнă май, Шупашкартан хăйĕн вĕренекенĕсене илсе килнĕ, вĕсем тĕрлĕ художествăлла номерсемпе савăнтарнă.

Ертÿçĕсем пултаруллă çыравçăн кун-çулне, мĕн ачалăхран пуçласа ватлăх кунĕсем таранчченех сцена çинче сăнарласа пачĕç. Алентейăн ачалăхне инсценировка урлă кăтартса пачĕç. Кунта пĕчĕк Ваçук ачасемпе вăйă вылять. В.Алентей шкулта вĕреннĕ чухнех литература енне туртăнни паллă. Çывăх тантăшĕ П.Мефодьев çапла аса илнĕччĕ: «Ваçук Мăнçырмара вĕреннĕ чухнех сăвăсемпе аппаланатчĕ, пире те хавхалантаратчĕ, тантăшсене те хистетчĕ. Ялти ачасемпе 10-шар пус пуçтарса хут туянаттăмăр та алăпа çырса «Хĕлхем» журнал кăлараттăмăр».

24 çулхи Хĕрлĕ Çар ретĕнчен аманса таврăннă Алентее сцена çинче туяпа тухса Кĕтеснерти шкулта вĕрентекен пулса ĕçлекен Альберт Рудольфович Ларионов калăпларĕ. Нарва хули çывăхĕнчи Луга юханшывĕ патĕнчи хаяр çапăçусене хутшăнса пĕр çапăçура йывăр аманнăскере малтан Ленинградри госпитальте сиплеççĕ, унтан сывалма Çĕпĕре куçараççĕ. 1943 çулта В.Алентей сылтăм урасăр тăван яла таврăнать.

Василий Алентей хăйĕн мăшăрĕпе Дарья Софроновăпа 7 ача пăхса ÿстереççĕ. Шел пулин те, мăшăрĕ чире пула нумай пурăнаймасть. «Сÿнми çăлтăр» хайлавне те вăл арăмне халалланă. Вăрçăран йывăр аманса таврăнсан Василий Степанович утар хуралçи, ферма учетчикĕ, вулав çурчĕн заведующийĕ, районти «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн ответлă секретарĕнче ĕçлет. 1953 çулта унăн пĕрремĕш кĕнеки «Пирĕн кил» ятпа пичетленсе тухнă. Çак кĕнеке чăваш сăмахлăх лаççине çĕнĕ пултаруллă çыравçă килнине систернĕ. Паллă писатель 30 çул литературăра ĕçлесе 30 ытла кĕнеке пичетлесе кăларнă. Унăн произведенийĕсем вырăсла, тутарла, пушкăртла, удмуртла, маррилле пичетленнĕ, нумай хайлавĕсене шкул программине те кĕртнĕ.

Ватăлнă Алентей сăнарне сцена çинче Кĕтеснерти çыравçă А.Иванов калăпларĕ. Тĕп хулара пурăнакан çулланнă писателе тăван вырăнсем хăй патне чĕнеççĕ, Кăпшар хĕррине кайса ларас килет унăн. «Ман калавсемпе повеçсенчи, романсенчи геройсемпе персонажсем чылайăшĕ хам çуралса ÿснĕ Кĕтеснертен. Вĕсем чун-чĕрене уйрăмах çывăх. Тăван яла час-часах кайни, унти çынсемпе шăкăл-шăкăл калаçса ларни, вĕсен хуйхи-суйхине, савăнăçне ăнланма тăрăшни мана çыравçă ĕçĕнче çав тери пулăшать», - çапла калăпларĕ Анатолий Иванович Алентейăн сăмахĕсене. Ун хыççăн тăван яла халалланă «Кĕтеснер» сăввине чуна витермелле вуласа пачĕ. Уйрăмах тăвăллăн алă çупрĕç залра ларакансем ăна сцена çинчен ăсатнă май.

Сцена çине юрă-ташă ушкăнĕсем умлă-хыçăл тухса тăчĕç. Ялти шкул ачисем залра ларакансене пурне те В.Алентее халалласа тунă кĕнеке закладкисене парнелесе тухрĕç. Çакă пире пурне те хамăр ентешпе мухтанма, ăна вуласа ăша хывмаллине тепĕр хут аса илтерчĕ.

Уява Шупашкартан «Тăван Атăл» редакторĕ, Чăваш Республикин профессионал писательсен союзĕн председателĕ Лидия Филиппова ертсе килнĕ пултаруллă çыравçăсемпе журналистсем уйрăмах сум кÿчĕç. Вĕсем хушшинче «Хресчен сасси. Кил» хаçатăн тĕп редакторĕ, нумай кĕнеке авторĕ Сергей Павлов, ăсчах, çыравçă Анатолий Кипеч, Чăваш наци радиовĕпе «Самана таппи» кăларăм ертсе пыракан Улькка Эльменĕ çыравçă, пирĕн ентешĕмĕрсем — Кĕтеснер ывăлĕ Михаил Краснов çыравçă, Пысăк Енккассинче çуралса ÿснĕ, Чăваш наци библиотекинче вăй хуракан Ольга Тимофеева, «Республика» хаçат журналисчĕ, драматург Владислав Николаев, литературовед, çыравçă, шкулта чăваш чĕлхине вĕрентмелли учебниксен авторĕ Василий Пушкин. Кашниех вĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç, шкул ачисене чăвашла кĕнекесем нумай вулама чĕнсе каларĕç. Ял библиотекине, шкула хăйсем çырнă кĕнекесене парнелерĕç. Çавăн пекех вĕсемпе пĕрле Андрей Кузнецов юрăç та килсе çитнĕ. Вăл хăйĕн юррисемпе халăха савăнтарчĕ.

Çавăн пекех уявра районта иртнĕ «Василий Алентея вулатпăр» вулавçăсен конкурсне те пĕтĕмлетрĕç.

В.Алентей сăпайлă, çынна хаклама, хисеплеме, яланах пулăшма хатĕр çын пулнă. Юратнă çыравçă сăнарĕ ĕмĕрлĕхех асра юлĕ.

Э.МИХАЙЛОВА.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика