М.ПУКЛАКОВ, Вăрмар район пуçлăхĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев кашни çул Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарать. Ăна вăл хамăр республикăра пурăнакан çынсен шухăш-кăмăлне тĕпе хурса хатĕрлет. Çырура республикăри экономика аталанăвне тишкерсе республикăра пурăнакан халăх пурнăçне лайăхлатас енĕпе малашне ĕçлемелли тĕллевсене уçăмлатрĕ. Ку хутĕнче те, унчченхи пекех, яллă вырăнсенче пурăнакансен пурнăç условийĕсене лайăхлатасси пирки чарăнса тăчĕ. 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ялта пурăнакансем валли çăмăллăх ипотеки вăя кĕни ялсенче çурт-йĕр çавăрас текенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшли пирки те каласа хăварчĕ. Ял хуçалăх отрасльне çамрăксене явăçтармалли çинчен тата кашни уйрăм çын хăй ĕçне аталантарса пырса фермер ĕçне пуçăнмаллине палăртрĕ. Çав вăхăтра яла çĕнетсе пырса вырăнти халăха пахалăхлă апат-çимĕç продукчĕсемпе тивĕçтермеллине асăрхаттарчĕ. Кĕскен каласан, Çырура палăртнисем пирĕншĕн политикăпа правăн тĕллевлĕ документ вырăнĕнчех, эпир хамăрăн ĕçре ăна тĕпе хурса пурнăçласа пыратпăр».

З.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕн М. Игнатьевăн ЧР Патшалăх Канашне çулленех яракан Çырăвĕ республикăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн пĕтĕмĕшле тĕллевĕсене палăртакан тĕп документ. Кăçалхи Çырура та Михаил Васильевич тăван республикăна аталантарса халăхăн пурнăç шайне ÿстермелли çул-йĕре палăртрĕ.  Чăваш Республики çĕр айĕнчен тухакан пурлăхпа мухтанаймасть, çавăнпа та производствăпа промышленноç хăватне ÿстересси çине уйрăмах тимлĕх уйăрмаллине палăртрĕ, Чăваш Енре пурăнакансене «Ĕçлемесĕр пурлăх пулмасть» текен ваттисен сăмахне тĕпе хурса вăй хума чĕнсе каларĕ вăл. 2021 çул тĕлне ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе вĕсен тухăçлăхне ÿстерме хушрĕ. 2020 çулта республика бюджетĕнчен сывлăх сыхлавĕн сферине стационарсене юсаса çĕнетме 1 млрд. тенкĕ хушма укçа уйăраççĕ. Чăваш Енри васкавлă медицина пулăшăвĕн служби ĕç тухăçлăхĕпе Раççейри ытти субъектсем хушшинче 3-мĕш вырăнта пулни савăнтарать. Унсăр пуçне кăçал авиаци санитари службине хута ямалла. Медицина пулăшăвĕ кÿресси тата хăвăртланĕ. Михаил Васильевич республика пуласлăхне пултаруллă çамрăксенче курать. Çитĕнекен ăрăвăн шухăш-кăмăлне, интересĕсене шута илме ятарлă социологи тĕпчевĕ ирттерсе тивĕçлĕ йышăнусем тума хатĕрленнине пĕлтерчĕ вăл. РФ Президенчĕ В.Путин палăртнине пурнăçласа  кăçалхи сентябрĕн 1-мĕшĕнчен кĕçĕн классенче вĕренекен 62 пин ытла ачана тÿлевсĕр вĕри апатпа тивĕçтерĕç. Нумай ачаллă çемьесене пулăшу кÿрес тĕллевпе республика шайĕнче паракан амăшĕн капиталне 100 пин тенкĕрен 150 пин тенкĕ таранччен ÿстерессине пурте ырласа йышăнчĕç. Михаил Васильевич влаç органĕсемпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсене халăхпа тачă çыхăну тытса уççăн, ăнланса, тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеме чĕнсе каларĕ. Кăçал çакна тĕпе хурса ĕçлеме тăрăшăпăр».

О.КОШЕЛЬКОВ, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн пуçлăхĕ: «Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев Патшалăх Канашне янă Çырăвăпе паллаштарнă çĕре хутшăнни маншăн пысăк чыс пулчĕ. Çырура пĕтĕмпех республикăра пурăнакансен шухăш-кăмăлне палăртни куç умне тухса тăчĕ. Умри тĕллевсем анлă, мĕн тунипе çырлахса лармастпăр, малалла тата та тăрăшарах ĕçлес тесе тăрăшатпăр. Çырура ача амăшĕсене пур енлĕн пулăшса пымаллине, нумай ачаллă çемьесене пурăнма тĕрлĕ енлĕ çăмăллăхсем туса памаллине, пенси виçине тата ĕç укçине тивĕçлĕ шая çитерес енĕпе татах та тăрăшарах ĕçлемеллине, социаллă пĕлтерĕшлĕ нумай проектсем пурнăçа кĕрсе пыни çинчен, вĕсем пурте халăхпа çывăххине те палăртса хăварчĕ М.Игнатьев. Инициативлă бюджетпа тухăçлă усă курмаллине те тĕслĕхсемпех çирĕплетсе каларĕ. Яллă вырăнсенче обществăлла инфраструктурăна аталантарас тĕллевпе пирĕн районти хула тата пур ял тăрăхĕсем те активлă ĕçлеме тытăнчĕç».

А.ГОРБУНОВ, Шăхаль ял тăрăхĕн пуçлăхĕ: «Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче пулса Чăваш Ен Пуçлăхĕ М.Игнатьев ЧР Патшалăх Канашне янă Çырăвне итлеме тÿр килчĕ. Çÿллĕ шайра иртнĕ мероприяти тăван ен ырлăхĕшĕн малашне тата тăрăшуллăрах вăй хума хавхалану кÿчĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе Çырура региона аталантарас çул-йĕре палăртнă, пурнăçа кĕртнĕ ĕçсене пĕтĕмлетнĕ, малашлăх тĕллевĕсене уçăмлатнă. «Чăваш Енре пурăнакан ахаль çынсен хуйхи-суйхи, нуши пирки итлемелле анчах мар, илтме те, ăнланма та тăрăшмалла», — палăртнă хаклă документра. Эпир те хамăр ĕçре çак сăмахсене тĕпе хуратпăр. Ял тăрăхĕн тăнăçлăхĕшĕн ĕçленĕ май çынсен ыйтăвĕсене те кĕске вăхăтра татса пама тăрăшатпăр. Яллă вырăнсем аталансан, халăх кăмăллă пулсан тăван республика та аталану çул-йĕрĕпе пырĕ».

А.НИКОЛАЕВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакторĕ: «Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.Игнатьев кашни çул Патшалăх Канашне янă Çырупа паллаштарать. Ăна эпир тĕплĕн итлесе «Хĕрлĕ ялав» хаçатра çутатма тăрăшатпăр. Ку хутĕнче те Çырура халăх ырлăхĕшĕн пулса пыракан ĕç-хĕл пирки тапратрĕ. Наци проекчĕсене пурнăçа кĕртсе пымаллине уççăнах каларĕ. Мана ытларах ял хуçалăх сферинчи малашлăх тĕллевĕсемпе кăтартăвĕсем çинчен калани кăсăклантарчĕ. Вăл 2020 çулхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа ялта пурăнакансем валли çăмăллăх ипотеки вăя кĕни ялсенче çурт-йĕр çавăрас текенсемшĕн пысăк пĕлтерĕшли пулни çинчен тĕслĕхсемпех çирĕплетсе калани килĕшрĕ. Чăваш Енре усă курман çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртсе унта экологи енчен таса продуктсем туса илсе вырăнти халăха туллин тивĕçтермеллине тата экспорта ямалли çинчен те каларĕ. Пĕтĕмĕшле илсен, Çырура Чăваш халăхĕшĕн тĕрлĕ енлĕн тăрăшса ĕçлемеллине палăртнă».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Яндекс. Новости

Архив материалов

Апрель 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
1 2 3 4 5 6 7
8 9 10 11 12 13 14
15 16 17 18 19 20 21
22 23 24 25 26 27 28
29 30 1 2 3 4 5

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика