Л.Родзянова, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕн специалист-эксперчĕ, 3 ача амăшĕ: «Раççей Федерацийĕн Конституцине кĕртме палăртнă улшăнусем хушшинче кашни çемьешĕн пысăк вырăн йышăнаканни вăл — ж1 пункт. Акă мĕн çырнă унта: «Çемьене, амăшлăха, ашшĕлĕхе тата ачалăха хÿтĕлесси; арçынпа хĕрарăмăн пĕрлĕхĕ пулса тăракан мăшăрлану институтне хÿтĕлесси; ачасене çемьере тивĕçлĕ воспитани пама, çавăн пекех çул çитнĕ ачасем ашшĕ-амăшне пулăшу кÿччĕр тесе условисем туса парасси».
Çак йĕркесем пирĕнтен кашнинех пырса тивеççĕ. Çемьерен, çывăх çыннăмăрсенчен хакли çĕр çинче нимĕн те çук. Çемье — юратупа хисеп, килĕшÿпе ăнлану çăлкуçĕ, цивилизациллĕ общество никĕсĕ. Пурнăç çулĕ çине тухиччен ача хăйĕн ашшĕ-амăшĕн çемйинче пурăнать, унтан хăй çемье çавăрса ача-пăчаллă пулать. Ача-пăча çуратса ÿстересси, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парасси çăмăл мар. Çын пуласси вăл мĕнле условисенче çитĕннинчен çав тери килет. Патшалăх çемье тытăмне пулăшу кÿни вара малашлăхалла çирĕппĕн утăмлама май парать».