Çак кунсенче Канаш хулинче иртнĕ канашлура Чăваш Республикинчи сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕсене проектлассипе тата юсассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе явнă. Канашлăва ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев хутшăннă.

Вăл палăртнă тăрăх, малашлăхра сывлăх сыхлавĕн отраслĕнче медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес виçĕ шайлă тытăма аталантарас тĕлĕшпе пысăк задачăсем тăраççĕ. «Ку вăл сывлăх сыхлавĕн объекчĕсене юсас ĕçе малалла тăсасси те, çĕннисем тăвасси те. Çĕнĕ медицина центрĕсем хăпартма планлатпăр. Çав вăхăтрах вĕсене нумай функциллĕ центрсем пек йĕркелемелле, кирлĕ чухне урăх профильпе те ĕçлеме пултарччăр», — палăртнă регион руководителĕ. Çак шухăшăн тĕрĕслĕхне паянхи пурнăç хăй çирĕплетет, мĕншĕн тесен хальхи вăхăтра медучрежденисене ковид-стационарсем пек ĕçлеме куçарма тивет. Унсăр пуçне, регионти медицинăн пуçламăш тытăмне модернизацилес программăн проекчĕпе килĕшÿллĕн, 2021-2025 çулсенче фельдшер пункчĕ тата фельдшерпа акушер пункчĕ — 103, врач амбулаторийĕ — 19, пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕсем 9 тума палăртнă.

Вăрмар районĕнче те сывлăх сыхлавĕн тытăмĕн аталанăвне пысăк тимлĕх уйăраççĕ. «Сывлăх сыхлавĕ» наци проекчĕн «Ача-пăча сывлăх сыхлавĕн аталанăвĕн программи, çав шутра ачасене медицина пулăшăвĕ кÿрес тĕлĕшпе хальхи йышши инфраструктура тăвасси» регионти проекчĕ шайĕнче Вăрмар районĕнчи тĕп больницăн поликлиникин ача-пăча уйрăмĕнче тата хĕрарăмсен консультацийĕнче 7 миллион та 800 пине яхăн тенкĕлĕх тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă. Районти тĕп больницăн администрацийĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, çитес çул поликлиника çуртне тĕпрен юсассипе, больница территорине пĕтĕмĕшле тирпейлессипе ĕçсем пуçланмалла. Унсăр пуçне Шăплатра çĕнĕ фельдшерпа акушер пункчĕ тума, районти кивелнĕ хăш-пĕр ФАПсене юсама палăртнă. Ку вăл пĕтĕмпех халăх сывлăхĕшĕн тăрăшса, пациентсене хальхи йышши медицина пулăшăвĕпе тивĕçтерес тĕллевпе пулса пырать.

И.ДАНИЛОВА.

Л. Чмикова, 3 ача амăшĕ, Вăрмар поселокĕ: «Районти тĕп больницăра юсав ĕçĕсем ирттернин пĕлтерĕшĕ пирĕншĕн те, унта медицина пулăшăвĕ ыйтма килекенсемшĕн, пысăк пĕлтерĕшлĕ, медицина ĕçченĕсен те ĕç условийĕсем лайăхланаççĕ. Манăн, нумай ачаллă амăшĕ пулнă май, час-часах ача-пăча уйрăмне çÿреме тивет. Тĕп юсав ĕçĕсем пурнăçланă хыççăн кунта çав тери хăтлă та тирпейлĕ, çутă та ăшă, чăннипех те хальхи йышши медицина учрежденийĕ, пысăк хуларисенчен пĕрре те кая мар. Медперсонал пирки те ырă сăмах калас килет, пурте пысăк опытлă специалистсем, хăйсене шеллемесĕр пацентсемшĕн тăрăшаççĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика