З.Е.ПАВЛОВА, «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн тĕп редакторĕ:

«Чăваш Республикин Пуçлăхĕ О.А. Николаев ЧР Патшалăх Канашне тухнă Çырура республикăн экономикипе социаллă аталанăвне пĕтĕмлетрĕ, малашлăх тĕллевĕсене палăртрĕ. Республика Пуçлăхĕ О.Николаев палăртнă тăрăх, экономика аталанăвĕнче, промышленноç сферинче, ял хуçалăх отраслĕнче пирĕн кăтартусем начар мар. Сăмахран, республикăра ял хуçалăх отраслĕ лайăх аталанса пырать. Ял хуçалăх производствин индексĕ çулран çул ÿссе пырать. Ял тăрăхĕсенче хресчен /фермер\ хуçалăхĕсем аталанса пыни ялсен малашлăхĕ пуррине палăртать. Пирĕн районта 78 хресчен /фермер/ хуçалăхĕ тĕш-тырă, çĕрулми, пахча-çимĕç, нумай çул ÿсекен курăксем туса илессипе тăрăшса вăй хурать. Вĕсене аталанмашкăн патшалăх енчен грантсем парса пулăшни пысăк тĕрев. Олег Алексеевич хăйĕн Çырăвĕнче хăмла туса илессипе ытларах ĕçлемеллине палăртрĕ. «Хăмла вăл — Раççейĕн симĕс ылтăнĕ. Чăвашсем хăмла туса илессипе унчченхи çулсенче те тăрăшса вăй хунă. Çак ĕçе пур хăватпа вăйлатса пымалла», - терĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев. Палăртма кăмăллă: Вăрмар районĕ хăмла туса илессипе республикăра малтисен йышĕнче. Ку енĕпе «АгроРесурсы» тулли мар яваплă общество тĕллевлĕ ĕçлет. Иртнĕ çул 34 гектар çинче 506 центнер хăмла туса илнĕ. Унсăр пуçне 6 гектар çинче çамрăк хунавсем лартса хăварнă.

«Сывлăх — чи хаклă мул», - тетпĕр. Ялта тĕпленсе пурăнакансем валли хальхи вăхăтра çĕнĕ йышши фельдшерпа акушер пункчĕсем уçни чăн-чăн пысăк парне темелле. Çавна май Олег Николаев иртнĕ çул республикăра 53 модульлĕ ФАП уçнине тата сывлăх сыхлавĕн 400 объектне капиталлă юсав ĕçĕсем тунине палăртрĕ. Çавна май 2021 çулта пирĕн районти Шăплат ялĕнче те /вăл район центрĕнчен 30 километрта вырнаçнă\ модульлĕ ФАП уçăлни кунта пурăнакансемшĕн чăн-чăн парне пулчĕ.

«Вĕрентÿ» наци проекчĕ пирĕн республикăра ăнăçлă ĕçленине палăртмалла. Унпа килĕшÿллĕн çитес çулсенче тепĕр 7 çĕнĕ шкул хăпартмаллине, çав шутра пирĕн районти Арапуç ялĕнче вăтам шкул тума палăртнине те асăнса хăварчĕ Олег Алексеевич. Ку вара вырăнти ял халăхĕшĕн чăн-чăн парне пулĕ. Ял пуласлăхĕн тĕп шăнăрĕ вара — ачасенче, çамрăксенче, вĕсен аталанăвĕнче.

2022 çул - Чăваш Республикинче мухтавлă ентешсен çулталăкĕ. Хамăрăн йăх-несĕлĕмĕрсен мухтава тивĕçлĕ ĕçĕсене пирĕн, хальхи ăрăвăн, яланах асра тытмаллине, аталантарса пымаллине палăртрĕ ЧР Пуçлăхĕ О.Николаев. Çавна май кăçал тĕрлĕ çĕршывсенче, Раççейĕн тĕрлĕ регионĕсенче пурăнакан, хамăр республикăшăн пысăк ĕçсем туса ирттернĕ, халĕ те ун аталанăвĕшĕн тăрăшакан мухтавлă ентешсен форумне ирттерме палăртнă. Пĕрлĕхре — вăй! Эппин пирĕн республика малашне те аталанса, тĕрекленсе пырĕ».

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика