«Пирĕн çынсене пулăшас килет, çавăнпа та «Çĕнтерÿ волонтерĕсем» пĕтĕм Раççейри обществăлла юхăмра тăратпăр эпир», - теççĕ Вăрмарти Г.Е. Егоров ячĕллĕ вăтам шкулта 11 класра вĕренекен Ксения Романова тата Александра Питерова /ÿкерчĕк çинче/.
Волонтерсем — хăй ирĕкĕпе ырă ĕç тăвакансем, вĕсем хăйсемшĕн кăна мар, пулăшу кирлĕ çынсемшĕн те тăрăшаççĕ. Ку вăл пуян чĕреллĕ те таса чунлă çынсем.
«Çак юхăмра пулнă май эпир асăну вырăнĕсене хăтлăлатассипе, ветерансене пулăшассипе тăрăшатпăр, тĕрлĕ акцисем ирттеретпĕр, хутшăнатпăр. Ветерансене больницăсене, тĕрлĕ мероприятисене илсе çÿретпĕр, кулленхи пурнăçра пулăшатпăр. Волонтерсен юхăмĕн шайĕнче иртекен чи пĕлтерĕшлĕ акцисем çаксем: «Халăхсем хушшинчи субботник», «Вилĕмсĕр полк онлайн», «Ветерансене саламлани», «Георги хăйăвĕ», «Астăвăм сачĕ». Эпир вĕсенче пуринче те хутшăнатпăр», - каласа парать Ксения кăмăлпа.
«Волонтер пурнăçĕнче хутшăнни савăнăç кÿрет. Ырă туни пире ĕçе хăнăхтарать, пĕлĕве, пурнăç опытне ÿстерет. Малашне те çынсене лайăх ĕçсемпе савăнтарма хатĕр. Шкултан вĕренсе тухсассăн та çак сферăрах юлăпăр, тата та ытларах лайăх ĕçсем тума пултарăпăр. Кашни çын хăйĕн шăпине хăй суйлать, никам та канчĕрлеме пултараймĕ палăртнă тĕллев патне хăюллăн утма», — пĕлтерет хăйĕн шухăшне Александра. Александрăпа Ксения иккĕшĕ те пĕр класра вĕренеççĕ, çиччĕмĕш класранпах волонтерсем вĕсем. Тин кăна волонтер пулса тăрсан чылай япалана аслă класрисенчен вĕреннĕ, халĕ вара хăйсем кĕçĕн классенче вĕренекенсемшĕн тĕслĕх вырăнĕнче. Александра ташлама юратать, пурне те тыткăнлама пултаракан хусканусем тума пултарать. Ксенийăпа иккĕшĕншĕн те халĕ экзаменсене хатĕрленмелли вăхăт пырать. Хăйсен ĕмĕчĕсене пурнăçа кĕртме вĕренме кĕмелле. Çавăнпа та пушă вăхăт сахалрах.
Тĕрлĕ акцисене хутшăнас, волонтер пулас тетĕр пулсан, волонтерсен юхăмĕн «Волонтерыпобеды.рф» сайтĕнче регистрациленмелле. Унта анкета тултармалла, хушамат, ят, ашшĕ ятне, ăçта пурăннине, мĕнпе интересленнине кăтартмалла.
Э.МИХАЙЛОВА.