Аслă Чак ялĕн тĕп урамĕпе иртсе пынă чух ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕпе хирĕç часавай курма пулать. Православи тĕнне ĕненекенсемшĕн вăл сăваплă вырăн. Çула тухакансем, аякран таврăнакансем, ахаль иртсе çÿрекенсем те часавай умĕнче чарăнса хăйсем çине хĕрес хываççĕ, мĕнпур лайăххишĕн Турра тав тăваççĕ, йывăр самантсенче пулăшу ыйтаççĕ.
Аслă Чак ялĕнче пурăнакан хастар çынсем тăрăшнипе, ял халăхĕ укçа-тенкĕ пуçтарса панипе, Аслă Мăнкун уявне хатĕрленсе, çак кунсенче часавай çинчи Иисус Христос, Турă Амăшĕ Мария, Çветтуй Николай сăнарланнă баннерсене çĕннисемпе улăштарнă. Ырă ĕçе пуçарса яраканĕ тата йĕркелекенĕ — Аслă Чак ялĕн старости, ял тăрăхĕн депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Владимир Петрович Иванов. «Баннерсене ультрафиолет сийпе витнĕ, çавăнпа вĕсем часах кивелмĕç. Унсăр пуçне часавайăн çавра тăррине /куполне\ сăрлама сăрă туянтăмăр. Çанталăкĕ лайăхлансан сăрлама тухăпăр, часавай çумĕнчи картана та сăрласа çĕнетме планлатпăр, йĕри-тавра илемлĕ чечексем лартса тухăпăр», — хавхалануллăн пĕлтерчĕ Владимир Петрович, сăваплă ĕçе хутшăннă çынсене ятран каласа тухрĕ. Вячеслав Иванов, Алексей Иванов, Леонид Николаев, Юрий Иванов, Александр Кузнецов, Анатолий Никитин тата ыттисем те часавая çĕнетес ĕçе активлă хутшăннă.
«Пирĕн ялта часавай мĕн авалтан пулнă. Çĕршыв пăлханнă саманара ăна салатнă. Вăхăт иртнĕçемĕн чăваш халăхĕшĕн йăлана кĕнĕ ниме мелĕпе çĕнĕ часавай туса лартса 2014 çулта çветит тунă. Халăхпа пĕрле пĕр шухăшлă пулсан, пĕр тĕллевпе ĕçлесен темĕнле ĕçе те пурнăçлама пулать тесе ахальтен каламан. Аслăчаксем çак сăмахсене хăйсен ĕçĕпе çирĕплетеççĕ. Ку вăл пирĕн тăван ял, çавăнпа пирĕн пĕрлĕхре пулмалла, унăн аталанăвĕшĕн пĕрле тăрăшмалла», — тет староста.
Владимир Петрович ялта ятлă-сумлă, хисеплĕ çын, хăйĕн тивĕçĕсене тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. 2021 çулта вăл ЧР муниципалитет пĕрлешĕвĕсен Канашĕн «Чăваш Республикинчи чи лайăх муниципалитет» конкурсĕнче «Чи лайăх ял старости» номинацинче III степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Аслă Чак ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Вера Алексеевна Николаева Владимир Петровичăн тăрăшулăхĕ пирки ырласа калать, вăл ял тăрăхĕн администрацийĕпе те, халăхпа та тачă çыхăнса ĕçленине палăртать.
Аслăчаксем мĕн ĕçлени куç умĕнчех. Акă, ял тăрăхĕн администрацийĕ умĕнче Аслă Отечественнăй вăрçă паттăрĕсене халалланă палăк ларать, каçсерен прожекторсен çутинче хăйĕн илемĕпе куçа илĕрет. Аякрах мар ача-пăча валли вылямалли çĕнĕ площадка. Кĕпер çумĕнче, райпо лавккипе юнашарах, таса çăл, унта çутă тимĕртен будка туса лартнă. Масар çурчĕ те тунă. Çак тата ытти ĕçсенчен чылайăшĕ шăпах та халăх хутшăннипе пурнăçланнă.
И.ДАНИЛОВА.