Хальхи вăхăтра Интернет кунсерен вăй илсе пырать пулин те хаçат-журнал çырăнмасăр май килмест. Çапла пулмасăр, мĕнле-ха вăл хапха умне кашни кун почтальон килмесĕр? Вăл яланах кĕтнĕ çын. Хаçат-журнал кăна мар, куллен кирлĕ таварсене те илсе килсе тивĕçтерет.
Йăлана кĕнĕ йĕркепе çулталăкра икĕ хутчен иртекен çырăнтару кампанине почтальонсемпе пĕрле кунти автомашинăсемпе тĕрлĕ корреспонденци турттаракансем те активлă хутшăнаççĕ. Вĕсен ĕçри яваплăхĕнчен, тимлĕ пулнинчен, кирлĕ таварсене вăхăтра çитернинчен те нумай килет хаçат-журнал çырăнтарасси. Акă, тĕслĕхрен, «Раççей почти» акционерлă обществăн — ЧР федераллă управленийĕн Вăрмарти почтамтĕнче ĕçлекен Андрей Егоров та /ÿкерчĕк çинче/ çак ĕçе активлă хутшăнать. Вăл кунта нумаях ĕçлемест пулин те хисепе çĕнсе илме пултарнă. Хăйне шанса панă ĕçе яланах тивĕçлипе пурнăçлать. Хаçат-журнал çырăнтарасси кашнин тивĕçĕ тесе шутлать вăл. Корреспонденцине кашни почта уйрăмне вăхăтра çитермеллине лайăх ăнланать.
А.НИКОЛАЕВА.