Ачана мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса çитĕнтермелле. Çакна тĕрĕс воспитани пĕлтерĕшне ăнланакан ашшĕ-амăшĕ лайăх пĕлет.
Пĕчĕкренех ашшĕ-амăшĕпе пĕрле кил-тĕрĕшри ĕçе хутшăнни ачана тĕрлĕ енлĕ аталантарать, çирĕплетет тесе палăртаççĕ педагогика ĕçченĕсем. Ÿссе çитĕнсен те ĕçчен ача пурнăçра хăйĕн вырăнне часах тупать, кулленхи йывăрлăхсенчен те хăрамасть. Çакна асра тытса ĕнтĕ, ĕçре опыт пухчăр, хăйсене тыткалама укçа ĕçлесе илччĕр тесе хăш-пĕр ашшĕ-амăшĕ çул çитмен ачисене /14-18 çулхисене\ çуллахи канкул вăхăтĕнче халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр урлă ĕçе вырнаçтараççĕ. Вăрмар районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центртан пĕлтернĕ тăрăх, ачасем Вăрмар хула тăрăхĕн администрацийĕнче, районти пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхăн ертсе пыракан компанийĕнче /ЖКХ/, районти потребительсен обществинче, «Чувашхлебопродукт» акционерсен обществин Вăрмарти тырă йышăнакан предприятийĕнче тата ытти организацисене те ĕçлесе опыт пухаççĕ.
Акă Г.Е.Егоров ячĕллĕ Вăрмарти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Артем Петров, Никита Иванов, Леонид Иванов, виççĕшĕ те 15 çул тултарнăскерсем, Вăрмар хула тăрăхĕн администрацине ĕçе кĕнĕ, вĕсене тĕрлĕ ĕçсене пурнăçлама шанса панă. Иртнĕ кунсенче вĕсем поселокри культурăпа кану паркĕнче бензоçавасемпе курăк çулассипе тăрăшатчĕç /сăнÿкерчĕк çинче/. Паллах, ачасем ĕçе пуçăниччен вĕсене ĕç хăрушсăрлăхĕн нормисемпе паллаштарнă, ĕç майне ăнлантарнă, тимлесех тăраççĕ.
«Эпир тулли кун ĕçлеместпĕр, тăватă сехет кăна. Поселокра курăк çулса çÿретпĕр, тирпей-илем кĕртетпĕр. Ĕçлеме килĕшет, пĕр-пĕринпе туслăн, ăмăртмалла тенĕ пек ĕçлетпĕр», — терĕç çамрăксем кăмăллăн.
И.ДАНИЛОВА.