Икĕ çул каялла, Совет халăхĕ Аслă Отечественнăй вăрçăра нимĕç фашисчĕсене çĕнтернĕренпе 75 çул çитнĕ ятпа, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкулта иккĕмĕш хутра коридор тăршшĕпех стендсем вырнаçтарса «Астăвăм стенине» йĕркеленĕ пирки хаçат вулакансене çырса пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ.
Иртнĕ кунсенче шкул директорĕ Герман Станиславович Боредский тепĕр ырă хыпарпа савăнтарчĕ: РФ Çутĕç министерствин ачасене хушма пĕлÿ парассипе, вĕсен канăвне йĕркелессипе, сывлăхне çирĕплетессипе ĕçлекен федераллă Центрĕн йышăнăвĕпе «Астăвăм стени» проекта шкул музейĕн статусне панă, çакăн пирки ятарлă сертификат та çирĕплетет.
Пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕç — «Астăвăм стенине» йĕркелесси — Герман Станиславовичăн пуçарăвĕпе, кĕçĕн классене вĕрентекен Г.Чернован, Т.Петрован, О.Михайлован тата ытти вĕрентекенсен тăрăшулăхĕпе, Пинер шкулĕнчен вĕренсе тухнă выпускниксен пулăшăвĕпе пурнăçланнă. Пинер тата Вăтакас ялĕсенчен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 500-е яхăн çын хутшăннă. Унсăр пуçне тылра 790 çын ытла хăйсене шеллемесĕр Çĕнтерĕве туптанă. Пинерти шкул музейĕ шăпах та вĕсен паттăрлăхне ĕмĕрлĕхе асра хăварас, çавăн пекех çитĕнекен ăрăва патриотла воспитани парас тĕлĕшпе ĕçлет.
Пысăк стендсем çинче вăрçăра пуçĕсене хунă тата таврăннă çынсен ячĕсем, вĕсен пурăннă çулĕсем, пинерсен хăйсен стенчĕсем, вăтакассен — хăйсен. Стена кĕтессинче, çÿлте, вăрçă çулĕсенчи евĕр радио çакăнса тăрать. Ун çумĕнче радио еннелле пăхса тăракан çынсене сăнлакан стенд. Юнашарах нимĕçсен Совет Союзĕ çине тапăнса кĕске вăхăтра çĕнсе илме хатĕрленĕ «Барбаросса» планĕн ÿкерчĕкĕ. Ытти стендсем çинче — сăнÿкерчĕксем, 100 ытла сăн. Вĕсем çинче сăнланнă кашни çыннăн хăйĕн историйĕ, хăйĕн шăпи. Хăшĕсенне пурăннă çулĕсене кăна палăртнă, теприсем пирки анлăн çырса кăтартнă.
Фронтовик-учительсен ячĕпе уйрăм стенд хатĕрленĕ. Кунта вăрçăччен тата ун хыççăн Пинер шкулĕнче ĕçленĕ вĕрентекенсен сăнĕсене пуçтарнă. Шкул музейĕнче Мухтав орденне тивĕçнĕ паттăрсем пирки те пĕлме пулать. Пинер тата Вăтакас ялĕсенче вĕсем пиллĕкĕн: К.Иванов, В.Ильин, И.Ширшов, В.Григорьев, Н.Иванов.
Стендсен айĕнче — вăрçă экспоначĕсем. Мускав çумĕнче шырав отрячĕсем тупнă вăрçă вăхăтĕнчи тĕрлĕ япаласене — каскăсене, гильзăсене, хĕç-пăшал пайĕсене, шыв тултармалли пĕчĕк флягăсене, кашăксене, куркасене — пуçтарнă кунта.
Хирĕçри стена çинче — Аниш шывĕ çумĕпе окопсем чавнине сăнласа стендсем. Хусан хÿтĕлев чиккине тума Пинер тата Вăтакас ялĕсенчен халăх йышлăн хутшăннă. Вĕсене тата тылра тар тăкнă ытти çынсене, çавăн пекех ЧАССР Верховнăй Совечĕн Президиумĕн Хисеп грамотине илнĕ ентешĕмĕрсене ятран палăртнă. «Совет Союзĕн геройĕ» ята тивĕçнисене уйрăм стенд халалланă. Кунта чăвашсенчен çак ята пĕрремĕш илнĕ С.Н.Бутяковăн тата пирĕн районта çуралса ÿснĕ Совет Союзĕн геройĕсен А.С.Казаковпа П.П.Порфирьевăн сăнÿкерчĕкĕсемпе биографийĕсем. «Пинер ялĕнчи мемориал комплексĕ» ятлă стендпа та паллашма пулать.
И.ДАНИЛОВА.