Безимени 1

Июлĕн 21-мĕшĕнче Тикаш библиотекинче пысăк мероприяти, «История Тегешевской школы» кĕнеке презентацийĕ иртрĕ. Шупашкарти «Çĕнĕ вăхăт» издательствăра пичетленĕ кĕнекен авторĕсем - Геннадий Матвеев, Елена Соборова, Галина Матвеева. Библиотекăна кĕнеке авторĕсем, вĕсен тăванĕ, Вăрмарти Г.Е.Егоров ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкул учителĕ Владимир Иванович Шапеев, Тикаш шкулĕнчен тĕрлĕ çулсенче вĕренсе тухнă çынсем, вĕрентекенсем килнĕ.

Тĕлпулу Геннадий Матвеев çыр­нă Тикаш гимнĕпе пуçланчĕ. Мероприятие библиотека заведующийĕ Ирина Николаевна Иванова ертсе пычĕ. Вăл Тикаш шкулĕ çинчен стенд, Матвеевсен кĕнекисенчен выставка туса хатĕрленĕ. Ирина Николаевна Матвеевсен ĕçĕсемпе паллаштарчĕ, библиотека çĕнĕ кĕнекепе пуянланни çинчен каларĕ.

Геннадий Германович хăйĕн сăмахĕнче шкул çинчен çырас шухăшсем мĕнле çуралнисене аса илчĕ, кирлĕ документсене шыраса Шупашкар, Вăрмар архивĕсенче темиçе хутчен пулни çинчен каларĕ. Вăл хăй те, унăн тăванĕсем - Галина, Елена, Рита, Валерий те, ашшĕ Герман Матвеевич та Тикаш шкулĕнчен вĕренсе тухни çинчен пĕлтерчĕ. Амăшĕ, Анна Андреевна Андреева, çак шкулта 1944 çултан пуçласа мĕн пенсие тухичченех кĕçĕн класс ачисене вĕрентнĕ. «Пирĕн килти архив та пуян, нумай енлĕ. Сăмахран, пирĕн тăван, Иван Матвеевич Матвеев /вăл вăрçăра çапăçса пуçне хунă\, 1929 çулта Тикаш шкулне пĕтернине ĕнентерекен удостоверени сыхланать /ун чухне шкул заведующийĕ Петр Ялаков пулнă/. Эпир Тикашра вĕреннĕ нумай çынсемпе тĕл пулса калаçрăмăр, чылай килсенче материалсем пуçтартăмăр, кивĕ сăнÿкерчĕксем тупрăмăр. Пурне те пысăк тав» - вĕçлерĕ сăмахне кĕнеке авторĕ.

Презентацие килнĕ çынсем шкул пурнăçĕнчи нумай тĕрлĕ пулăмсене, учительсене, юлташĕсене аса илчĕç. 1993-2017 çулсенче Тикаш шкулĕн директорĕнче вăй хунă Николай Иванович Иванов малтан шкулта водительте ĕçленĕ, заочно Чăваш патшалăх педагогика институтĕнчен вĕренсе тухса биологи учителĕн дипломне илет. Шкулта географи предметне вĕрентме пуçлать, директор вырăнĕнче 24 çул хушши пĕр улшăнмасăр тăрăшать. Николай Иванович хăйне пуçламăш классенче Валентина Матвеевна Чернова, аслă классенче вĕрентнĕ Дина Порфирьевна Кандакова учительсене ырăпа аса илчĕ. Вăл шкул пурнăçĕ, учительсем, нумай паллă çынсем вĕренсе тухни, хăйĕн директорта ĕçленĕ вăхăтсем çинчен, кĕнеке хăйĕн вырăнне нихăçан та çухатманнине, вăл ĕмĕрлĕх юлнине каласа хăварчĕ.

Роза Ивановна Чернова учитель-ветеран Тикаш шкулĕнче 1977-1995 çулсенче хими предметне вĕрентнĕ, хăйне кĕçĕн классенче вĕрентнĕ Анна Андреевна Андреевăна тав туса сăмах каларĕ. Роза Ивановнăн амăшĕ, Васса Викторовна Викторова, Тикашри шкулта хими предметне вĕрентнĕ. Мăшăрĕ, Геннадий Александрович Чернов, Тикашри шкулта 1977-1987 çулсенче директор ĕçĕсене пурнăçласа пынă, физика предметне вĕрентнĕ.

Тикаш ял тăрăхĕн администрацийĕнчи Надежда Михайловна Ульянова специалист-эксперт Тикаш шкулĕнче 1991-2016 çулсенче математика предметне вĕрентнĕ. Вăл хăйĕн малтанхи учителĕсем Анастасия Григорьевна Туймедовăпа Лидия Петровна Петрова çинчен ăшă сăмахсем каларĕ. Унăн амăшĕ Анастасия Ивановна Романова çак шкулта 1963-1980 çулсенче математика предметне вĕрентнĕ.

Василиса Ивановна Волкова Йошкар-Олари пединститутра биологипе хими учителĕн дипломне илсе Çĕнĕ Шупашкарти ПТУ-ра пенсие тухиччен преподаватель пулса тăрăшать. Аслă классенче вĕсен класс руководителĕ Елизавета Никитична Карзакова пулнă.

Галина Алексеевна Григорьева ЧГПИ хыççăн Шупашкарти 49-мĕш номерлĕ шкулта директор заместителĕн­че вăй хурать. Аслă классенче вĕсен класне Михаил Кузьмич Тимушкин ерт­се пынă.

Петр Иванович Чернов Пермьри политехника институтне пĕтернĕ, нумай çул хушши Шупашкарти Проект институтĕнче конструктор пулса ĕçленĕ. Халĕ вăл ялта храм-часовньăн общест­вăлла старости. Вĕсен класс руководителĕ Дария Павловна Кудрявцева пулнă. «Эпĕ çак шкулта вĕреннĕшĕн савăнатăп, пултаруллă учительсем пирĕншĕн питех те хаклă. Çавăнпа вĕсене яланах асра тытасчĕ» - терĕ Петр Иванович.

Валерий Георгиевич Чернов ­ЧСХИ пĕ­тернĕ хыççăн ялта тĕп инженерта ĕçленĕ. Вĕсен класне Нина Максимовна Максимова ертсе пынă. «Эпир хамăр учительсене хисепленĕ, вĕсем вĕрентнине тÿрре кăларма, мĕн тумаллине веçех тума тăрăшнă» - тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Валерий Георгиевич.

Тĕлпулăва килнĕ ял администрацийĕн специалисчĕ Зоя Ивановна Семенова, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ Николай Степанович Тимушкин, ялта бухгалтеринче ĕçленĕ Нина Михайловна Чернова, ялти клубра ĕçленĕ Людмила Александровна Филиппова, клуб заведующийĕ Надежда Георгиевна Гаврилова шкулти вăхăтсене ырăпа асăнчĕç.

Галина Германовна Матвеева хăйĕн сăмахĕнче шкулта учительсем тарăн пĕлÿпе пĕрлех çирĕп патриотлă воспитани пани, 1959 çулта вăрçă паттăрĕ Никита Зарубин летчик ячĕпе хисепленекен тепловоз тума шкулти пионерсем нумай тимĕр-тăмăр пухни, тепловоз Вăрмар станцине килнĕ ятпа ирттернĕ митинга хутшăнни çинчен хумхануллăн каларĕ. Шкулта тимур команди ĕçлени, колхоз шкула кукуруза туса илме участок уйăрса пани те яланлăхах асра юлнă терĕ Галина Германовна.

Презентацие хутшăннă, Вăрмартан килнĕ юрă ăстисем Вениамин Быковпа Вăрмар «шăпчăкĕ» Марина Кузьмина пухăннă çынсене илемлĕ, иртнĕ вăхăтри пурте пĕлекен юрăсемпе савăнтарчĕç, кăмăла татах çĕклерĕç.

Мероприятие пĕтĕмлетсе Тикаш ял тăрăхĕн пуçлăхĕн заместителĕ Валерий Иванович Нарсов «История Тегешевской школы» кĕнеке пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртрĕ. «Тикаш шкул историйĕ нихçан та манăçа тухмĕ, çĕнĕ кĕнеке историллĕ документсемпе, нумай кирлĕ фактсемпе, пулăмсемпе, сăнÿкерчĕксемпе пуяннипе кĕнекен пĕлтерĕшне ÿстерет», - терĕ Валерий Иванович. Вăл авторсене тав турĕ, малалли ĕçсенче ăнăçусем сунчĕ.

И.ИВАНОВА, Тикаш ял библиотекин тзаведующийĕ.

Добавить комментарий

Наши соцсети

Архив материалов

Ноябрь 2024
Пн Вт Ср Чт Пт Сб Вс
28 29 30 31 1 2 3
4 5 6 7 8 9 10
11 12 13 14 15 16 17
18 19 20 21 22 23 24
25 26 27 28 29 30 1

Праздники

Последние комментарии

Яндекс.Метрика