Çын çĕр çине килсенех телей патне ăнтăлать. Анчах телейĕ ума çитиччен çыннăн тавралăха ырăлăх вăрлăхне нумай сапалама тивет. Çаксем вара пурте Турă ырăлăхĕпе пулса пыракан пулăмсем. Турă пурне те çул кăтартса пырать. Паян сăмахăм Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг ячĕллĕ чиркĕвĕн настоятелĕ Елисей иерей ĕçĕ-хĕлĕ пирки пырĕ.
Вăл 1993 çулта Хуруй ялĕнчи Мария Никоновнăпа Артур Аверьянович çемйинче кун çути курнă. Çемьере 3 ача çитĕннĕ вĕсем. Елисейĕн ачалăхĕ ялти ытти ачасенчен ытлашши нимĕнпех те уйрăлса тăман. Вылянă, кулнă, ачасемпе хутшăнса урамра чупнă... Шкул çулне çитсен шкула кайнă. Ялти 4 класс вĕренмелли шкултан вĕренсе тухсан Канаш районĕнчи Кайри Ăнтавăш шкулне чупнă. Каярахпа Энĕшпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта пĕлÿ пухма тытăнать. Ку ялта мĕн ĕмĕрĕпех сыхланса юлнă чиркÿ те ĕçленĕ. Уявсенче чиркÿ чанĕн сасси ял тăрăх саланни ачана çамрăклах çывăх пулнă, мĕншĕн тесен вăл ашшĕ-амăшĕпе пĕрле 3 çултах чиркĕве çÿреме юратнă.
«Чиркĕве чун туртнипе çÿренĕ. Малтанах пурне те ăнлансах кайман пулсан та чиркÿре пулнă хыççăн манăн чунра темле лайăх туйăм хуçаланнине туйса илеттĕм. Аслă классенче вĕреннĕ чухне пысăк праçниксенче уяв кĕллисенче пулас килнипе урокран ыйтса кайни те пулнă. Тавах çав вăхăтра вĕрентнĕ учительсене мана ăнланнăшăн. Çапла манăн кăмăл чиркÿ еннеллех туртăнчĕ. Шкул вĕренсе пĕтерсен Хусанти духовнăй православи семинарине вĕренме кĕтĕм. Унта 4 çул ăс пухнă хыççăн 2 çул магистратурăра вĕрентĕм. Вĕренсе тухсан Канаш районне кĕрекен Ăвăспÿрт Кипеч /Малые Кибечи\ ялĕнчи чиркÿре Николай аттен /Николай Дунаев протоиерей\ пулăшуçинче вăй хутăм. Вăл маншăн пурнăçри чăн-чăн наставник пулчĕ. Унăн тăван халăхшăн чуна парса тăрăшаслăхĕ манăн чуна ĕмĕрлĕхех кĕрсе юлчĕ. Çĕр çинче пурăннă чухне Туррăн ятне мухтава кăларнинчен, çывăх çынсене усă кÿрсе пурăннинчен хакли нимĕн те çуккине ăнланса илме май пачĕ вăл мана. Кун хыççăн кун иртрĕ, мăшăр тупмалли вăхăт та çитрĕ. Хусанти медицина университетĕнчен вĕренсе тухнă Анастасия хĕр-пикепе 2018 çулта пĕрлешсе çемье çавăрма тĕв турăмăр. Атте-анне пил пачĕ. Пирĕн шухăшпа Николай атте килĕшсе венчет турĕ. Тепĕр пĕр уйăхран Канаш чиркĕвĕнче диакона кĕртрĕç. Унтан клирикра вăй хума тытăнтăм. Унта виçĕ çул ĕçлесен Канаш тата Беловолжск епископĕ Стефан Вăрмар поселокĕнчи Михаил Архистратиг чиркĕвне чăвашла пĕлекен, аслă пĕлÿллĕ пачăшкă кирлине пĕлтерсе мана унта ĕçлеме сĕнчĕ.
Тăван ен, çуралнă кĕтес кашни çыншăн хаклă, маншăн та çаплах пулчĕ, эпĕ ĕçлеме килĕшрĕм. Çапла пуçланчĕ маншăн çĕнĕ пурнăç. Çĕнĕрен пуçланакан ĕç çăмăллăн килмест. «Хĕрÿ чĕреллисене, çиле хирĕç малалла талпăнакансене Турă та пулăшать», - текен ваттисен сăмахĕ яланах пуçра çаврăнатчĕ вăл вăхăтра. Чăнах та, Турă пулăшнипе, прихожансем тĕрек панипе ĕç вырăнтан тапранчĕ. Чиркÿ çурчĕ пысăках мар пулин те ĕçĕсем нумай. Малтанах чиркĕве электричествăпа ăшăтмалла турăмăр. Шыв скважини чаврăмăр. Кунта прихожансем пулăшмасăр май килмерĕ. Районта чиркÿшĕн тăрăшакан çынсем пурри те хавхалантарса пырать. Акă, тĕслĕхрен, Валерий Васильевич Петров хăйĕн вăхăтне шеллемесĕр чиркÿри строительство ĕçĕсене йĕркелесе пыма тăрăшать. Харсăр çын, пур çĕре те ĕлкĕрме майне тупать. Чиркÿри кивĕ чÿречесене пластик чÿречесемпе ылмаштарнă, чиркÿн тулаш енчи стенисене те сăрласа çĕнетрĕмĕр. Чиркÿ йĕри-тавра плитка сарма та вăй-хăват тупрăмăр. Çак ĕçсем прихожансемсĕр пулмарĕç, пулăшакансем те тупăнчĕç. Чиркÿ илемне ÿстерессишĕн куллен тăрăшакансем Турă умĕнче тимлĕхсĕр юлмĕç. Пурте пĕрле тăрăшсан пирĕн ĕç курăмлă пулĕ. Малашлăх тĕллевсем пысăк. Сентябрь уйăхĕнче вырсарни шкулĕ ĕçлеме пуçларĕ. Унта шкул ÿсĕмĕнчи ачасем хутшăнма пултараççĕ. Ачасен чĕринче мĕн пĕчĕкрен Турă пиллĕхĕ пултăр. Турă ачасене вĕренÿре те, пурнăçра та пулăшса пытăр тесе пирĕн, аслисен, тăрăшмалла. Вĕсене пурнăçа юратма, таса та тÿрĕ кăмăлпа аталанса пыма хăнăхтармалла. Çакна та палăртса хăвармалла: тăвансемĕр,Турра юрăхлă пурăнса Çÿлти патшалăха кĕме тивĕçлĕ пуласчĕ. Тăнăç пурнăçпа, çирĕп сывлăхпа пурăнасчĕ. Пурне те Турă пиллĕхĕ пултăр», - тесе вĕçлерĕ Елисей атте хăйĕн сăмахне. Пирĕн вара ăна пурнăçĕнче ăнăçу сунмалли кăна юлать.
А.НИКОЛАЕВА.