Январĕн 16-мĕшĕнче Вăрмар поселокĕнчи 5 номерлĕ «Родничок» ача-пăча садĕнче «Раштав çăлтăрчăкĕ» V-мĕш фестиваль-конкурс черетлĕ хут пирĕн районти талантлă ачасене пĕр чăмăра пухрĕ. Йăлана кĕнĕ савăнăçлă мероприяти Канаш тата Тăвай Епископĕ Стефан пилленипе, 5-мĕш благочиннăй округăн благочиннăйĕ, Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕн настоятелĕ Леонид Ермолаев протоиерей тата Наталия матушка тăрăшнипе иртет.
Палăртнă вăхăт тĕлне ача-пăча сачĕн илемлетнĕ çутă та хăтлă залĕ капăр тумланнă ачасемпе, воспитательсемпе, ашшĕ-амăшĕсемпе тулчĕ. Залăн пĕр енче — ачасем Раштав уявне халалласа хăйсен аллисемпе, ашшĕ-амăшĕсем пулăшнипе хатĕрленĕ япаласен куравĕ. Наталия матушка куçа илĕртекен çак япаласемпе /çăлтăрсемпе, шăнкăравсемпе, ÿкерчĕксемпе/ тĕплĕнрех паллаштарма ыйтрĕ кăна — ачасем тавлашса тенĕ пек куракансем умне тухса кам мĕн ăсталанине, мĕнле материалсемпе усă курнине каласа пачĕç. Куçĕсем çиçеççĕ хăйсен, çакăн пек хитре япаласем тума пултарнишĕн хĕпĕртеççĕ, мухтанаççĕ.
Мухтанмалăх, чăн та, пур. Кашни япала хăйне евĕрлĕ интереслĕ, кăткăс, анчах вĕсене пурне те чун-чĕре ăшшине парса ăсталани тÿрех палăрать.
Пухăннисене çутă уяв ячĕпе саламласа Леонид атте тухса калаçрĕ. Раштав пирки ачасене ăнланмалла, çăмăл чĕлхепе каласа пачĕ. Унтан Вăрмар район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Васильев тата райадминистрацин вĕрентÿпе çамрăксен политикин управленийĕн начальникĕ Н.Иванова сăмах илчĕç, фестиваль-конкурса йĕркелеме пулăшакансене тав турĕç, унта хутшăнакансен пултарулăхĕ çулсерен ÿссе пынине палăртрĕç. Леонид атте вара вĕсене хăйсене те тав сăмахĕ каларĕ, районти ачасемпе çамрăксене ăс-хакăл енчен аталантарас тĕлĕшпе пулăшу кÿнĕшĕн Тав çырăвĕсемпе чысларĕ. Çавăн пекех Тав çырăвĕсене «Родничок» ача сачĕн заведующийĕ М.Иванченко тата Пысăк Енккассинчи вăтам шкулти музыка вĕрентекенĕ, Мăнçырмари чиркÿ çумĕнчи вырсарни шкулĕн музыка руководителĕ Т.Гаврилова та илчĕç.
Малалла ачасем – Вăрмар поселокĕнчи «Березка», «Ромашка», «Зоренька», «Колосок» тата, паллах, «Родничок», çавăн пекех Кĕтеснерти «Солнышко», Арапуçĕнчи «Теремок» ача сачĕсен, Пысăк Енккассинчи вăтам шкул çумĕнчи, Чупайĕнчи тĕп шкул çумĕнчи шкул çулне çитмен ачасен ушкăнĕсен воспитанникĕсем, унсăр пуçне Тихвински Турамăш турăшĕн Мăнçырмари чиркĕвĕ çумĕнчи вырсарни шкулне çÿрекенсем – хăйсен юрă-ташă ăсталăхĕпе паллаштарчĕç: Раштав уявне халалласа юрăсем шăрантарчĕç, сăвăсем каларĕç, ташларĕç. Раштав гимнне — «Раштав çăлтăрчăкĕ» юрра вара ачасем те, аслисем те пурте пĕрле ура çине тăрса чунри чи ăшă туйăмсемпе юрларĕç. Япаласен куравне тата фестиваль-конкурса хутшăннă кашни ача сачĕ Дипломсене тивĕçрĕ, ачасене вара пылак парнесемпе хавхалантарчĕç.
Çав таранччен талантлă ачасем вĕт-ха Вăрмар районĕнчи ача сачĕсенче! Юрă-ташăра та, ал ĕç ăсталăхĕнче те çав тери маттур. «Раштав çăлтăрчăкĕ» фестиваль-конкурс вара çакна тепĕр хутчен çирĕплетсе пачĕ.
И.ДАНИЛОВА.
Комментарии