Чăваш йăли-йĕркипе çурхи ака ĕçне вĕçлесен яланах халăх пуçтарăнса мĕнлерех ĕçленине пĕтĕмлетме пĕр çĕре пуçтарăннă. Кам ыттисенчен лайăхрах ĕçленĕ - ăна мухтаса хавхалантарнă, хаклă парнесем те парса чысланă. Иртнĕ кунсенче районти ялсенче ял уявĕсем иртнĕ. Ял уявĕ вăл яланах хаваслă та кĕтнĕ уяв. Ăна хатĕрленсе чылай ĕçсем туса ирттермелле. Малтанах çĕр-аннемĕре тăрантармалла — акса-лартса хăвармалла — унтан савăнма та аван, кăмăллă.
Кавал. Ял çыннишĕн тăван ялтан хаклă вырăн ниçта та çук. Яллă вырăнтанах ятлă-сумлă, тĕнчипе паллă çынсем çитĕнсе тухаççĕ. Кавалтан та ятлă-сумлă çынсем нумай тухнă. Хăшĕсем пысăк хуласенче пурăнаççĕ, теприсем тăван ялтах çемйипе тĕпленсе пурăнаççĕ. Акă сăмахран, Кавал ялĕн гимнне Владимир Табаков çырса хатĕрленĕ. Вăл хутшăнмасăр ялта пĕр мероприяти те иртмест. Вăл ял халăхне кăна мар, таврари ялсенче пурăнакансене те ăшă кăмăл, тараватлăх парнелет. Кăçалхи уяв та вăл çырнă «Кавал ялĕ» ял гимнĕпе пуçланнă. Уява хатĕрленсе кавалсем спорт лапамĕнче çĕнĕ сцена хăпартса лартнă. Ял халăхне саламлама Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш заместителĕ В.Александров, Вăрмарсен Шупашкарти ентешлĕхĕн президенчĕ И.Аверьянов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ /Кавал ял тăрăхĕ\ А.Веселовский килсе çитнĕ. Вĕсем пурте килнĕ хăнасене уяв ячĕпе саламланă, обществăлла ĕçсенче уйрăмах палăрнисене, ялта кашни иртекен мероприятисенче спонсор пулса пулăшакансене ятран ырă сăмахсем каласа хавхалантарнă.
Уяв программи пуян пулчĕ. Малтанах Кавалти Культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ халăха савăнтарнă. Кунта ытларах В.Табаковăн авторла юррисем шăраннă тата «Кавален», «Ромашки» ушкăнсен ташшисем уява илем кÿнĕ. Куракансем те алă çупса кăна ларман, тĕрлĕ конкурссене активлă хутшăнса хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Вырăнти артистсем хыççăн Чăваш эстрада çăлтăрĕсем «Асамат» ушкăнпа килсе çитсе уяв программине татах та пуянлатнă. Ял уявĕнче тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем, вăйăсем йĕркеленĕ: воллейбол, футбол, наци кĕрешĕвĕ тата ытти те. Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе хавхалантарнă. Кавал ялĕ мĕн авалтанах наци кĕрешĕвне хутшăннипе палăрса тăнă. Хуть те ăçти Акатуйра та ытларах Кавалсем çĕнтернине палăртнă. Ку хутĕнче наци кĕрешĕвĕнче И. Кузьмина çитекенни пулман, вăл çĕнтерÿçĕ ятне тивĕçнĕ, ăна хаклă парне - така — панă. Уява дискотека малалла тăснă.
Кивĕ Вĕренер. Ку ял Кавал ял тăрăхне кĕрет. Уява ялти клуб умĕнче ирттернĕ. Малтанах пуçтарăннă халăха Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Николаев уяв пуçланни çинчен пĕлтерсе ăшшăн саламланă. Саманан йывăр тапхăрĕсене чăтса ирттерсе яла упраса хăварма пултарнишĕн ялта пурăнакансене ырă сăмахсем каланă. Ялти культорганизатор Г.Яковлева тата ял старости Ю.Журавлев пуçтарăннă халăха, хăнасене саламланă май ял пурнăçĕпе, кунти çынсен ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă. Кивĕ Вĕренер ялĕнчен те ятлă-сумлă, паллă çынсем нумай тухнă. Тухса калаçакансем вĕсен пурнăçĕ çинчен те аса илсе мăнаçланнă. Спорт мероприятийĕсемсĕр мĕнле уяв ирттĕр-ха. Ку хутĕнче те Киввĕренерсем ăмăртрĕç, çĕнтерчĕç, савăнчĕç. Тĕрлĕ наци халăхĕ савăнчĕ уявра. Киввĕренерсемпе пĕрле ял уявне юнашар тутар ялĕнчен те килнĕ. Чăвашпа тутар халăхĕн туслăхĕ мĕн авалтанпах пырать. Вĕсем пĕр-пĕрне тахçантанпах паллаççĕ, хăнана çÿреççĕ, кĕскен каласан пĕрле ĕçлеççĕ те, савăнаççĕ те. Каç еннелле Шупашкарти артистсем килсе çитсе халăха хăйсен концерчĕпе савăнтарнă. Ял халăхĕ шурăмпуçпа пĕрле киле саланнă.
Кивĕ Шулхан. Ял çыннисем çулталăкĕпе кĕтнĕ уяв июнĕн 12-мĕшĕнче кĕрленĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе саламлама район администрацийĕн çĕрпе пурлăх тата экономика пайĕн начальникĕ Л.Степанов тата Кавал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ О.Николаев килсе çитнĕ. Л.Степанов район администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă май уява пуçтарăннă халăха ырлăх-сывлăх, ăнăçу суннă.
«Ял уявĕ вырăнта пурăнакансен уявĕ. Эпир ку уява яланах пĕрле хатĕрленетпĕр. Ялта кам мĕнле ĕçлесе пурăнать – пурте куç умĕнче. Ыррине те, начаррине те пĕрле пайлатпăр, ял аталанăвĕшĕн ырми-канми тăрăшатпăр. Ĕçре те, уявра та пĕрле. Ялта пурăнакансем хăйсен тăван кĕтесĕшĕн чунтан тăрăшни савăнтарать. Малашне те пурте пĕрле туслăн ĕçлемелле пултăр. Уяв ячĕпе, сире!», - тенĕ Олег Ларионович уяв ирттерме спонсорла пулăшу кÿнисене Тав хучĕсем панă май. Çавăн пекех ялти чи ватă çынсене тата обществăлла ĕçсене активлă хутшăнакансене чысланă. Мероприятине ялти библиотека çумĕнчи «Рябинушка» хĕрарăмсен клубне çÿрекенсем уçнă. Концерта чăваш эстрада артисчĕсем малалла тăснă. Спорт мероприятийĕсемпе тĕрлĕрен вăйăсем иртнĕ. Унта ваттисемпе çамрăккисем те хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă.
Чупай. Ял уявне кашнийĕ кĕтет. Çак куна ятарласа хатĕрленеççĕ, хăнасене чĕнеççĕ. Ялтан тухса кайса тĕрлĕ хуласенче пурăнакансене те ял уявĕ кăсăклантарать. Тăван ял, тăван кĕтес хăй патнех туртать. Унти кашни йăмри, çырми çывăх-çке, ачалăха асаилтерет.
Чупай ял тăрăхĕнче те ял уявне ирттернĕ. Ял халăхне, уява килнĕ хăнасене район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, Чупай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.Иванов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ /Чупай ял тăрăхĕ\ В.Шигильдеев, Чупай ялĕн хисеплĕ гражданинĕ А.Тимофеев пурне те ăшшăн саламланă.
«Кун пек уяв ял халăхне пĕр çĕре пуçтараса туслăха çирĕплетет. Пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни кăмăла çĕклет. Ырă йăла-йĕркене манăçа хăварманни хамăр несĕлĕмĕрсене астуса тăнине пĕлтерет тесе шутлатăп. Малашне те пĕрле пуçтарăнса пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма сывлăх пултăр, ăнăçу сире!», - тенĕ Дмитрий Геннадьевич уяв ячĕпе саламласа.
Уяв пĕр-пĕрне мухтамасăр, тепри ĕçленине ырăпа аса илмесĕр пулмастех. Чупайсем те хăйсен ялĕнче обществăлла ĕçсене активлă хутшăнса уйрăмах палăрнă çынсене ятранах аса илсе Хисеп грамотисемпе Тав çырăвĕсем парса хавхалантарнă.
Тĕрлĕрен спорт мероприятийĕсем те халăха хăй патне туртнă. Юлташла футбол вăййи вара пурне те савăнтарнă. Ача-пăчана тĕрлĕрен аттракцион, пылак çимĕçсем илĕртнĕ. Уяв кĕрлевне Чăваш эстрада артисчĕсем те хăйсен тÿпине хывнă. Вĕсемпе пĕрле концертра халăх ташласа та юрласа савăннă. Каçхи тÿпене салют илем кÿртнĕ. Ял халăхĕ чылайччен савăннă.
Энĕшпуç. Ялти культура паркĕнче иртнĕ праçник пуян программăллă пулнă. Уявăн официаллă пайне Энĕшпуç ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Яковлев уçса ял халăхне саламланă. Ял тăрăхĕнче уйрăмах хастар ĕçлекенсене ырăпа аса илнĕ, тав сăмахĕсем каланă. Ял халăхне тата хăнасене Вăрмар район пуçлăхĕ Ю.Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, тава тивĕçлĕ вĕрентекен тата краевед И.Криков саламланă. Ялти активистсене — Л.Бурьяновăна, А.Николаева, А.Григорьева, В.Павлова, П.Иванова вĕсен ырми-канми ĕçĕсемшĕн тав туса парнесем панă. Ял çыннисем концерт курса савăннисĕр пуçне спорт мероприятийĕсене те хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Çĕнтерÿçĕсене асăнмалăх парнесемпе хавхалантарнă. Чылайччен савăннă ял халăхĕ.
Пинер. Ялти культура çурчĕ умне ир-ирех хитрелетме тытăннă, мĕншĕн тесен кунта ял уявĕ иртнĕ. Йăлана кĕнĕ йĕркепе кашни уяврах ял çыннисене саламлама районти, ялти ятлă-сумлă çынсем саламлама килеççĕ. Ку хутĕнче те район администрацийĕн пуçлăхĕ Д.Иванов, район депутачĕсен Пухăвĕн депутачĕ /Пинер ял тăрăхĕ\, Пинерти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан тĕп шкул директорĕ Г.Боредский килсе çитнĕ. Вĕсем уяв ячĕпе пурне те ырă сунса саламланă. Уява Пинер ял тăрăхĕн пуçлăхĕ М.Симонова уçса пурне те саламланă, ялти активистсене асăнмалăх парнесемпе Тав хучĕсем парса хавхалантарнă. Пинерти культура çурчĕ çумĕнчи художествăлла пултарулăх коллективĕ, унтан Шупашкартан килнĕ чăваш эстрада артисчĕсем уява программине малалла тăснă. Чылайччен савăннă халăх уявра.
http://gazeta1931.ru/urmary/9486-akatuya-tukhar-i-uyavra-sav-nar-i#sigProId82cc4e4374
А.НИКОЛАЕВА хатĕрленĕ.