Çын чунпа ватăлманнине пурте пĕлетпĕр. Тепĕр çын вара сăнпа та ватăлмасть пек туйăнать. Ку тÿрремĕнех Арапуç ялĕнче çуралса ÿснĕ, вуншар-вуншар çул журналистика ĕçне парăннă, чунне районти /халĕ округ ĕнтĕ/ «Хĕрлĕ ялав» хаçата панă Анисса Егоровна Беловăна пырса тивет. Ĕç ветеранĕ, ЧР этнокультурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, хисеплĕ таврапĕлÿçĕ нумай ырă ĕçпе палăрчĕ.
Вăхăт шунă май, хаçат тытăмĕ те улшăнать. Иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсен вĕçĕнче «Хĕрлĕ ялавра» çырусен пайĕ пурччĕ, çавăн чухнех эпĕ, шкул ачи, çак талантлă журналистпа куçăмсăр майпа çырусем урлă паллашнăччĕ. Кĕске заметкăсем, хам сăвă тесе шутланă рифмăланă тăватă-сакăр йĕркесем ярса параттăм. Каярах хăйĕнпе те курнăçма май килчĕ. Çамрăк çыравçăсен слетне редакци çуртне пуçтарнăччĕ пире. Ăна йĕркелесе ирттерме Анисса Егоровна, паллах, пысăк тÿпе хывнă. Çÿллĕскер те вашават, пултаруллă çамрăк хĕрарăм хăйĕн ăш-пиллĕхĕпе пурне те тыткăнларĕ тени пĕрре те ÿстерсе каланă сăмахсем мар. Çавăн пек асра юлчĕ вăл манăн чунра. Паян кун та, хăй 85 çул тултарма хатĕрленет пулин те, маншăн чунĕпе те, сăнĕпе те улшăнман.
Анисса Егоровнăн биографийĕпе паллашас тесен Чăваш журналисчĕсен, Вăрмар район энциклопедийĕсенче, республикăри тĕрлĕ хаçатсенче пичетленнĕ материалсенчен пĕлме пулать. Çапах та редакцире пĕрле ĕçленĕ ĕçтешĕсем çырса хăварнине мĕн çиттĕр? 2018 çулта хисеплĕ журналист пире, вулакансене, «Аса илетĕп, савăнатăп...» кĕнекепе савăнтарчĕ. Çак кăларăмра вăл «Хĕрлĕ ялав» хаçатра тĕрлĕ çулсенче пичетленнĕ курăмлă материалсене илсе кăтарнă. Сăмах май, вăрçă нушине тÿссе ирттернĕ нумай ачаллă амăшне халалласа çырнă çак кĕнекене кĕртнĕ «Кĕтрĕн... Кĕтсе илеймерĕн» новеллăшăн В.С.Алентейăн литература премине тивĕçнĕ. Пичетленнĕ кăларăм ЧР Культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн, Вăрмар районĕн хисеплĕ гражданинĕн, РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕн А.Хованскин умсăмахĕпе уçăлать, вĕсем ăна, палăртса хăварас, В.Цыфаркин таврапĕлÿçĕпе пĕрле хайланă. Пĕр сăмах чакармасăр, чĕптĕм хушмасăр çак йĕркесене илсе парас килет.
Анисса Егоровна Белова район хаçачĕн редакцийĕнче вăтăр çул ытла ĕçлерĕ. Вĕсенчен çирĕм виççĕшĕ - çырусен пайĕн ертÿçинче. Район историйĕнче журналистикăна хăйĕн кун-çулне çавăн чухлĕ халалланă пĕртен-пĕр хĕрарăм пулнă вăл ун чухне.
«Анисса Егоровна 1973 çултанпа Раççей журналисчĕсен Союзĕн членĕ. Редакцири чи малтанхи пуçламăш организацийĕн секретарĕ пулма ăна шанса патăмăр. Вăл çине тăрса ĕçленипе организацири журналистсен йышне 12 çынна çитертĕмĕр. Республикăри журналистсен съездне тăватă хутчен хутшăнма тивĕçлĕ пулчĕ вăл. Унăн журналистикăри çул-йĕрĕ вăрăм. Вăрăм та пулăхлă. Мĕн чухлĕ корреспонденци, репортаж, тĕрленчĕк, статья çырман-ши вăл – шутласа кăлараймăн. Унăн хайлавĕсем хăйне евĕрлĕ. Пурте ăста чĕлхепе çырнăскерсем, вулакан чĕрине тыткăнлаççĕ. Вĕсене вулатпăр та, чи малтан чĕлхе илемне туятпăр. Кашни предложени, кашни сăмах калас шухăша ăнланма пулăшать, сăнара куç умне кăларса тăратать. Тĕрĕссипе, автора çирĕппĕнех «сăмах ăсти» тесе каламалла. Журналист каçалăкĕнчен тухса пултаруллă çыравçă шайне çитнĕ тесен пĕрре те йăнăш пулмĕ.
А.Белова нумай енлĕ аталаннă, талантлă çын. Журналистика ветеранĕ Аркадий Васильевич Петров ун çинчен çапла çырни пур: «Анисса Егоровна Белова хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ хушăра районти радиовещани дикторĕ те пулнă. Ку ĕçри пултарулăхĕпе унчченхисем нихăшĕ те ăна çитекенни пулман. Сасси илемлĕ, калаçăвĕ туйăмлă, шухăшĕ уçăмлă. Тивĕçлисене радио урлă ырланă, производствăра малта пыракансене микрофон умне кăларса калаçтарнă, вырăнти тĕрлĕ хыпарсене пĕлтернĕ. Сăмакун юхтаракансене, эрех-сăрапа иртĕхекенсене, харампырсене, ĕçри яваплăха туйман çынсене ним хĕрхенÿсĕр çунтарнă ун чухне радиовещани урлă. Çураки, ĕççи вăхăчĕсенче кашни кун ирхине пилĕк сехет иртсенех микрофон умне ларнă, эфира тухнă, ыррине ырланă, хурлине хурланă. Ун чухне радиоорганизатор Г.Матвеев пулнă.
Унтанпа нумай шыв юхрĕ пулин те çав передачăсене район çыннисем халĕ те манмаççĕ. Астăватăп-ха, Кĕлпук Мучи йăмăкĕ Униççе /Анисса Белова\ ĕç çине çиелтен пăхакансене ятранах ятланисене. Пĕррехинче Униççе эфирта «А-у! А-у!» - тесе кăшкăрать. «Ай-тур-тур! Мĕн пулнă-ши кăна!» - тетпĕр мăшăрпа иксĕмĕр тĕлĕнсе. Ăнлантăмăр - пĕр хуçалăхри агроном купăста ани çинчи чăтлăх вăрман пек кашласа ларакан çум курăк ăшĕнче аташса кайнă-мĕн. Çав агронома йĕплет Униççе. Унăн сăмахĕсен йĕплĕ те вăрăм сăннисем çав латсăр агронома тÿррĕн пырса тивнĕ. Çав кунах вăл купăста анине çумкурăкран тасаттарма тытăннă. Кун пек тĕслĕхсем нумай илсе кăтартма пулать.
Анисса Егоровна районти радиовещани дикторĕ çеç мар, Хусанти радиокомпани студийĕн дикторĕ те пулнă, тутарсемпе чăвашсен хушшинчи туслăха аталантарас, Тутар Республикинчи ялсенче пурăнакан чăвашсене чăвашлăха манма парас мар тесе Хусанти радиостудире чăвашла передачăсем йĕркелесе янă. Унăн редакторĕ Петр Миров пулнă. Вăл Анисса Егоровнăна час-часах Хусана чĕнсе илнĕ, ытларах канмалли кунсенче, хăй те кунта килсе çÿренĕ, пухнă материалсене магнитофон ленти çине çырса илсе передачăсем хатĕрленĕ. Çапла вара пирĕн Вăрмар хĕрĕн çепĕç сасси тутар ялĕсене саланнă.
– Çемьеллĕ, ача-пăчаллă хĕрарăм пур çĕре те çитме мĕнле ĕлкĕрнĕ-ши? - теме пулать. Ахăртнех, ĕçре тăрăшни, çав вăхăтрах пурнăçа юратни пулăшса пырать. «Хамăр тăрăшсан, Турă пулăшсан», - текен каларăш шăпах ăна пырса тивет тейĕн.
Сăмах май каласан, журналистăн артист пултарулăхĕ пурри те уççăнах курăнать. Ахальтен мар ĕнтĕ вăл çамрăк чухне Петĕр Хусанкай поэт мăшăрĕпе, СССР халăх артисткипе Вера Кузьминапа тата ытти паллă артистсемпе Чăваш академи драма театрĕн сцени çинче пĕрле вылянă. Унăн ăсталăхне, пултарулăхне кура ăна тĕп рольсем панă. Николай Терентьев драматург çырнă «Ырăпа усал» кĕнекинчи «Мĕн-ши вăл телей?» спектакльти курăнура Вера Кузьминапа ÿкернĕ сăнÿкерчĕк те пур.
Вăл халĕ те, тивĕçлĕ канăва тухни чылай вăхăт çитнĕ пулсан та, вашават. Районти халăх театрне, «Парне» фольклор ушкăнне çÿрет, культура мероприятийĕсене активлă хутшăнать.
Пурнăç çинчен, атте-анне çинчен калаçнă чухне вăл уйрăмах пĕр саманта хумхануллăн аса илет. «Пĕррехинче редакцинче ĕç пÿлĕмĕнче ларнă чухне телефон шăнкăртатрĕ. Районти çар комиссариатĕнчен пулчĕ ку — Левичев. Вăл мана хăй патне пырса кайма ыйтрĕ. Чĕре картах тапса илчĕ. «Мĕн пулчĕ-ши?» - тетĕп. Ывăлсем, Юрийпе Олег, иккĕшĕ те çар хĕсметĕнче пулнă-ха, Таня — хĕрача. Ун пирки сăмах пулас çук», - çапла шутласа çитрĕм çар комиссариатне. Унта мана çар ĕç комиссарĕ Владимир Михайлович Левичев атте çинчен сăмах каласа удостоверени тыттарчĕ. Уçса вулатăп. Страницăсенчен пĕринче хура тушьпе «Белов Егор Иванович» тесе çырнă. Курск пĕкки патĕнче пуçне хунине пĕлтернĕ. Сулахайра – 061672-мĕш номер. Çак страницăрах аялта вулатăп: «Награжден медалью «За отвагу» Указом Президиума Верховного Совета СССР от 9 июня 1943 года. Секретарь Президиума Верховного Совета СССР. 22 января 1991 года». Алă пуснă. Манăн пыра тем капланса килнĕ пек туйăнчĕ, куçсем шывланчĕç. Атте хыпарсăр çухалнă тесе пурăннă-çке эпир. Награди вара ăна вилнĕ хыççăн 47 çул иртсен шыраса тупнă. Тĕлĕнмелле. Указ 1943 çулхи июнĕн 9-мĕшĕнче тухнă. Эпĕ ун чухне виçĕ çул тултарнă, шăпах июнĕн 9-мĕшĕнче çуралнă. Çапла вара ку наградăн удостоверенийĕ маншăн ĕмĕр манми атте парни пулчĕ, хам ăна пач астумастăп пулин те. Вăл вăрçа тухса кайнă чухне эпĕ çулталăкри ача пулнă».
Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитрĕ. Çак йĕркесем, 7 çул каялла çырнă пулин те, питĕ пĕлтерĕшлĕ пек туйăнаççĕ.
Паллă ĕнтĕ, Анисса Егоровна тÿрех «Хĕрлĕ ялав» хаçатăн пай пуçлăхĕ те, диктор та пулман. Çĕрпÿри культура училищине пĕтернĕскер, хăйĕн творчествăри ĕçлĕ кун-çулне К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш академи драма театрĕнче 1960-мĕш çулта пуçланă. Çамрăк артистка нумай паллă сцена ăстисемпе тĕрлĕ сăнарсем калăпланă. СССР халăх артистки В.Кузьмина пирки А.Хованский статйинче асăннăччĕ. Унсăр пуçне В.Родионов тата ытти чаплă ăстасемпе сцена çине вăл пĕрре кăна тухман.
1965 çулта районти «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçлеме пуçлать. Малтанхи вăхăтра корректорта вăй хурать, унтан ял хуçалăх пайне литература сотрудникне куçараççĕ. Пултарулăхне кура ăна татах та пысăкрах ĕç шанса параççĕ – çырусен пайĕн заведующийĕ пулма çирĕплетеççĕ. Хаçата материалсем çырнисĕр пуçне обществăлла корреспондентсемпе, ĕç ялкорĕсемпе ĕçлемелле, хаçатра пичетленнĕ критикăлла кашни материал çине предприятисемпе организацисенчен, хуçалăхсенчен хуравсем илмелле.
Çырусен пайĕ «Йĕплĕ шăпăр» рубрикăна çирĕп тытса пынă. Çав вăхăтрах пултаруллă çыравçă калавсемпе очерксем, тĕрленчĕксем, новеллăсем тата ытти материалсем пичетлет. Республикăра тухса тăракан хаçат-журналсенче те кун çути кураççĕ унăн хайлавĕсем. Чăваш радиопа та янăраççĕ.
1976 çулта унăн Мускавра тухса тăракан «Корма» журналта «Дружба» колхоз председателĕ И.Григорьев çинчен çырнă очеркĕ пичетленет. Ĕçре ырă тĕслĕх кăтартнăшăн ăна 50 ытла Хисеп грамотисемпе Тав хучĕсем парса хавхалантарнă. Унăн кăкăрне «Ĕç ветеранĕ» медаль илем кÿрет. Нумаях пулмасть ăна «Мĕнпур чăвашсен наци культурин халăх артисчĕ» хисеплĕ ят панă. Тивĕçлĕ канăва тухсан районти Культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх театрĕн режиссерĕнче тăрăшнă, хăй те вуншар роле калăпласа сцена çине кăларнă, халĕ те çынсене пултарулăхĕпе савăнтарать. Икĕ ывăлĕпе хĕрĕн çемйисем, мăнукĕсем савăнăç кÿреççĕ. Тĕрлеме, çыхма юратаканскер пушă вăхăтра çак ĕçре канăçлăх тупать.
Мĕн чухлĕ статья-очерк çырман пуль çак пултаруллă хĕрарăм пирки. Тĕрлĕ энциклопедисенче, хаçат-журналсенче сумлă вырăн йышăнаççĕ вĕсем. Ячĕсем кăна мĕне тăраççĕ - «Шухăш-кăмăлпа çунатлă» /«Хыпар», 05.06.90 ç./, «Эх, тĕрри – куç тулли» /«Чăваш хĕрарăмĕ», 1997, ноябрь/, «Артистка. Диктор. Журналист». /«Хĕрлĕ ялав», 06.06.2020/.
… Çапах та пурне те вĕсене Н.П.Иванов-Пархатар 2000 çулта çырнă «Юбилей ячĕпе» сăвă пĕрлештерсе тăрать пулĕ тетĕп. Çакă çав чыслав статйине вĕçлетĕр те.
А.Беловăна халалласа
Юбилей ячĕпе
Ирех: «Вăрмар калаçать!»
Передача пуçланать.
Ку, Белова Анисса
Шăпчăкла уçă сасси...
Ашшĕ ун Шурпуç Якур,
Çирĕп те вăй-халлă вăл.
Амăшĕ Пумак Плаки,
Ялта та çук ун пекки.
Килти саккăрмĕш ача
Пулнă пирĕн Анисса,
Анчах...
Ашшĕ вăрçа кайнă чух
/Кил-йыш нихçан манас çук/
Çулталăкри пепкине
Çĕкле-çĕкле йĕнине.
Сиснĕ чунĕ, вăрçăран
Тавăрăнаймассине.
Хĕрача ĕмĕчĕсем...
Йăлт артист пулмаллисем...
Вĕреннĕ вăл тăрăшса,
Ăс пухнă хавхаланса.
Çавăнпа çитĕнсенех
Вăл çитет Шупашкарне.
Виктор Родионовран, Алексей Ургалкинран, Борис Алексеевран, Николай Степановран, Николай Молодовран, Вера Кузьминаран
Студире вĕреннĕ май
Ăсталăх пухать нумай.
Сахал мар спектакльре
Тĕп рольпе тухмассерен
Хăйĕн пултарулăхпе
Çиçрĕ хĕр çут çăлтăр пек.
«Девушка без адреса»
Кинона чăвашлатсан.
Тухрĕ Якур Аниссин
Çепĕç те паха сасси.
Райхаçат редакцинче
Кайран кайрĕ ят инçе.
«Йĕплĕ шăпăр», фельетон...
Калавсем те пулчĕç ун.
Журналист, корреспондент,
Вăл писатель те-и, тен,
Çырать тĕрлĕ хайлавсем
Çулсерен ÿссе пырса.
Ахаль-и, наградисем...
Медалĕ, дипломĕсем...
Ун тулли-çке, Аниссан,
Тăраç, кăмăла уçса.
Хаклă тусăм, Анисса,
Çавăнпах килен аса.
Паттăр пул, тĕреклĕ пул,
Юрла, савнăçлăн йăл кул.
Çирĕп пултăрччĕ вăй-хал,
Пыччăр ĕçÿсем кал-кал,
Виçĕ ача амăшне
Сунар телей-ырлăхне.
Турă вăрăм кун-çулне
Патăр çутă-тивлетне,
Тепĕр хут юбилейпе!
Эпир те савнар пĕрле.
Владимир ТОЛМАТОВ, РФ журналисчĕсен Союзĕн членĕ